×

БИБЛИ 2009

Пултарни 16

1
Анчах Сара — Аврам арӑмӗ — ӑна ача ҫуратса паман. Сарӑн Агарь ятлӑ тарҫӑ, Египет хӗрӗ, пулнӑ.
2
Сара Аврама каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫамӑр манӑн варӑма ача ҫуратмалла мар питӗрсе лартнӑ; эсӗ манӑн тарҫӑм патне кӗр: тен, манӑн ун урлӑ ача пулӗ, тенӗ. Аврам Сара сӑмахне итленӗ.
3
Аврам Ханаан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫлани вунӑ ҫул иртсессӗн, Аврам арӑмӗ Сара хӑйӗн тарҫине, Египет хӗрне Агаре, упӑшки валли арӑмлӑха панӑ.
4
Аврам Агарь патне кӗнӗ те, Агарь йывӑр ҫын пулнӑ. Йывӑр ҫын пулнине кура Агарь хӑйӗн хуҫине, Сарӑна, хисеплеми пулнӑ.
5
Сара Аврама каланӑ: эпӗ хурлӑха юлнишӗн эсӗ айӑплӑ; эпӗ хамӑн тарҫӑма санӑн ытамна кӗртрӗм, вӑл вара, хӑй йывӑр ҫын пулнине кура, мана хисеплеми пулчӗ; манпа санӑн хушшӑмӑртине Ҫӳлхуҫамӑр татса патӑр, тенӗ.
6
Аврам Сарӑна каланӑ: акӑ хӑвӑн тарҫу хӑвӑн аллунта; мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ. Сара вара Агаре хӗсӗрлеме пуҫланӑ, лешӗ ун патӗнчен тухса тарнӑ.
7
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Агаре пушхирте ҫӑл патӗнче, Сур еннелле каякан ҫул ҫинчи ҫӑл патӗнче, тӗл пулнӑ.
8
[Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна] каланӑ: Агарь, Сара тарҫи! эсӗ ӑҫтан килтӗн, ӑҫта каятӑн? тенӗ. Вӑл: эпӗ Сарӑран, хамӑн хуҫамӑмран, таратӑп, тенӗ.
9
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна каланӑ: хӑвӑн хуҫу патне таврӑн, ӑна пӑхӑнса пурӑн, тенӗ.
10
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна тата каланӑ: санӑн йӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарса пырӑп, йышлӑ пулнӑран ӑна шутласа кӑларма та пулмӗ, тенӗ.
11
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна татах каланӑ: акӑ эсӗ йывӑр ҫын, эсӗ ывӑл ача ҫуратӑн, санӑн асапна Ҫӳлхуҫа илтнӗрен эсӗ ӑна Измаил ятлӑ хурӑн;
12
вӑл ҫынсем хушшинче хир ашакӗ пек пулӗ; унӑн алли пурне те хирӗҫ пулӗ, пурин алли те ӑна хирӗҫ пулӗ; вӑл хӑйӗн пӗтӗм тӑванӗ умӗнче пурӑнӗ, тенӗ.
13
Хӑйпе калаҫакан Ҫӳлхуҫана [Агарь] «Эсӗ мана куракан Турӑ» тесе ят панӑ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл: эпӗ ҫакӑнта хама Куракана чӑннипех куртӑм, тенӗ.
14
Ҫавӑнпа та ҫав ҫӑла Беэр-лахай-рои теҫҫӗ. Вӑл Кадеспа Баред хушшинче вырӑнаҫнӑ.
15
Агарь Аврама ывӑл ҫуратса панӑ; Агарьтен ҫуралнӑ ывӑлне [Аврам] Измаил тесе ят хунӑ.
16
Агарь Аврама Измаила ҫуратса панӑ чухне Аврам сакӑрвун ултӑ ҫулта пулнӑ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки