БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Турӑ Авраама сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, ӑна: Авраам! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ. |
| 2 |
| Турӑ каланӑ: хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлна, Исаака, ил те Мориа ҫӗрне кай, унта Эпӗ сана кӑтартас пӗр ту ҫинче ӑна, ывӑлна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, тенӗ. |
| 3 |
| Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ашакне йӗнерлесе тӑратнӑ, хӑйпе пӗрле икӗ тарҫине тата хӑйӗн ывӑлне Исаака илнӗ; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме вутӑ ҫурнӑ, вара ҫийӗнчех хӑйне Турӑ каланӑ вырӑна тухса кайнӑ. |
| 4 |
| Виҫҫӗмӗш кунне Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та ҫав вырӑна аякранах курнӑ. |
| 5 |
| Авраам хӑйӗн тарҫисене каланӑ: эсир ҫакӑнта ашакпа пӗрле юлӑр; эпир, ывӑлӑмпа иксӗмӗр, ҫавӑнта кайса Турра пуҫҫапӑпӑр та сирӗн пата таврӑнӑпӑр, тенӗ. |
| 6 |
| Авраам, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн вутӑ илсе, ӑна Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ; аллине вутчуль тата ҫӗҫӗ тытнӑ та, иккӗшӗ пӗрле кайнӑ. |
| 7 |
| Исаак хӑйӗн ашшӗпе Авраампа калаҫа пуҫланӑ, вӑл: аттем! тенӗ. Лешӗ: ывӑлӑм, эпӗ кунтах! тенӗ. Исаак: акӑ вутчуль те, вутӑ та пур, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме путекӗ ӑҫта? тенӗ. |
| 8 |
| Авраам каланӑ: ывӑлӑм, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли путеке Турӑ Хӑй кӑтартӗ, тенӗ. Вара иккӗшӗ пӗрле малалла кайнӑ. |
| 9 |
| Вӗсем Турӑ каланӑ вырӑна пырса ҫитнӗ; унта Авраам парне вырӑнӗ тунӑ, вуттине купаласа хунӑ, хӑй ывӑлне Исаака ҫыхса, ӑна парне вырӑнӗ ҫине, вутӑ ҫине, вырттарнӑ. |
| 10 |
| Авраам ҫӗҫӗ тытнӑ та ывӑлне пусас тесе аллине ҫӗкленӗ. |
| 11 |
| Анчах ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен чӗнсе каланӑ: Авраам! Авраам! тенӗ. Авраам: эпӗ кунтах! тенӗ. |
| 12 |
| Ангел каланӑ: ачу ҫине аллуна ан ҫӗкле, ӑна нимӗн те ан ту; халӗ ӗнтӗ Эпӗ эсӗ Турӑран хӑранине пӗлетӗп: эсӗ Маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенмерӗн, тенӗ. |
| 13 |
| Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ — акӑ хыҫалта пӗр така, чӑтлӑхра мӑйракипе ҫакланнӑскер. Авраам пынӑ та, такана илсе, ӑна хӑйӗн ывӑлӗ [Исаак] вырӑнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. |
| 14 |
| Ҫав вырӑна Авраам Яхве-ире тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа халӗ те: Яхве тӑвӗ ҫинче курӑнӗ, теҫҫӗ. |
| 15 |
| Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Авраама тӳперен иккӗмӗш хут чӗнсе каланӑ: |
| 16 |
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Хампа тупа тӑватӑп, ҫак ӗҫе тунӑшӑн, [Маншӑн] хӑвӑн ывӑлна, пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенменшӗн |
| 17 |
| Эпӗ сана пиллесех пиллӗп, санӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп, ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр чухлӗ тӑвӑп; санӑн вӑрлӑху хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене туртса илӗ; |
| 18 |
| эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, тет, тенӗ. |
| 19 |
| Авраам каялла хӑйӗн тарҫисем патне таврӑннӑ, вара пурте пӗрле Вирсавияна кайнӑ; Авраам Вирсавияра пурӑннӑ. |
| 20 |
| Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Авраам патне хыпар ҫитернӗ: акӑ Милка та Нахора, санӑн тӑванна, ывӑлсем ҫуратса панӑ: |
| 21 |
| малтанхи ывӑлӗ Уц, унӑн шӑллӗ Вуз, Арам ашшӗ Кемуил, |
| 22 |
| Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил ҫуралнӑ, тенӗ; |
| 23 |
| Вафуилран Ревекка ҫуралнӑ. Нахора, Авраам тӑванне, Милка ҫак сакӑр [ывӑла] ҫуратса панӑ; |
| 24 |
| тата унӑн ҫум-арӑмӗ, Реума ятлӑскер, Теваха, Гахама, Тахаша тата Маахана ҫуратса панӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/genesis/022.mp3
50
22