|
| 1 |
|
| Иаков пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ Исав, [пиччӗшӗ,] килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын. [Иаков] Лийӑпа Рахиль ачисене тата икӗ хӗрарӑм тарҫин ачисене уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ. |
|
| 2 |
|
| [Икӗ] хӗрарӑм тарҫипе вӗсен ачисене — мала, Лийӑпа унӑн ачисене — вӗсен хыҫне, Рахильпе Иосифа вара хыҫала тӑратнӑ. |
|
| 3 |
|
| Хӑй вӗсен умӗнчен пынӑ, пиччӗшӗ патне ҫитеспе вӑл ҫичӗ хут ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. |
|
| 4 |
|
| Исав ӑна хирӗҫ чупса пынӑ та ӑна ыталаса илнӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртанӑ, чуптунӑ, [иккӗшӗ те] йӗнӗ. |
|
| 5 |
|
| [Исав] пӑхнӑ та арӑмсемпе ачасене курса: кусем санӑн камсем пулаҫҫӗ? тенӗ. Иаков каланӑ: санӑн чурун Турӑ панӑ ачисем, тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Вара хӗрарӑм тарҫисемпе вӗсен ачисем, ҫывӑха пырса, ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ; |
|
| 7 |
|
| Лийӑпа унӑн ачисем те пырса ӳксе пуҫҫапнӑ; юлашкинчен Иосифпа Рахиль пырса ӳксе пуҫҫапнӑ. |
|
| 8 |
|
| Исав каланӑ: ҫак эпӗ тӗл пулнӑ пысӑк йыша эсӗ мӗншӗн янӑ? тенӗ. Иаков каланӑ: [санӑн чуру] хамӑн хуҫамӑн кӑмӑлне тупасшӑн, тенӗ. |
|
| 9 |
|
| Исав: тӑванӑм, манӑн хамӑн та нумай; хӑвӑнни хӑвӑнтах пултӑр, тенӗ. |
|
| 10 |
|
| Иаков каланӑ: ҫук, эпӗ санӑн кӑмӑлна тупрӑм пулсассӑн, эсӗ манӑн парнеме манӑн аллӑмран ил, маншӑн санӑн сӑнна курни кам та кам Турӑ сӑнне курнӑ пекех пулчӗ, эсӗ мана хапӑл пултӑн; |
|
| 11 |
|
| манӑн парнеме, хӑвна пиллесе панӑ парнеме, илсем, мӗншӗн тесессӗн мана Турӑ пачӗ, манӑн пурте пур, тенӗ. Вӑл ӑна ӳкӗте кӗртнӗ, лешӗ илнӗ. |
|
| 12 |
|
| Вара каланӑ: тапранар та каяр; эпӗ сан умӑнтан пырӑп, тенӗ. |
|
| 13 |
|
| Иаков ӑна каланӑ: ачасем ачашшине манӑн хуҫамӑм пӗлет, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхӗ манӑн — сӑвакан выльӑх: вӗсене пӗр кун хӑваласа кайсассӑн, пӗтӗм выльӑх вилсе пӗтӗ; |
|
| 14 |
|
| манӑн хуҫамӑм хӑйӗн чури умӗнчен кайтӑр, эпӗ ерипен, хам умран пыракан выльӑхсем пынӑ майӑн, ачамсем уттипе пырӑп, ҫапла хамӑн хуҫамӑм патне Сеира ҫитӗп, тенӗ. |
|
| 15 |
|
| Исав: хамӑн ҫыннӑмсенчен хӑшне-хӑшне санпа пӗрле хӑварӑп эппин, тенӗ. Иаков каланӑ: вӑл мӗне кирлӗ? манӑн хамӑн хуҫамӑн кӑмӑлне ҫеҫ тупасчӗ! тенӗ. |
|
| 16 |
|
| Исав вара ҫав кунах хӑйӗн ҫулӗпе Сеира таврӑннӑ. |
|
| 17 |
|
| Иаков Сокхофа ҫул тытнӑ, унта хӑй валли ҫурт тунӑ, выльӑхӗ валли хӳшӗсем туса лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ҫак вырӑна Сокхоф ят панӑ. |
|
| 18 |
|
| Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иаков, Ханаан ҫӗрӗнчи Сихем хулине чиперех ҫитсе, хулан мал енне пырса вырӑнаҫнӑ. |
|
| 19 |
|
| Вӑл хӑйӗн чатӑрне карса лартнӑ хире Еммор ывӑлӗсенчен — Сихем ашшӗн ывӑлӗсенчен — ҫӗр кесита парса сутӑн илнӗ. |
|
| 20 |
|
| Унта парне вырӑнӗ лартнӑ, унта Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса чӗннӗ. |
|
|
|
|