БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Дина — Иаков хӗрӗ, Лия ҫуратса панӑскер — ҫав ҫӗрти хӗрсене курма тухнӑ. |
| 2 |
| Ӑна Сихем — ҫак ҫӗр пуҫлӑхӗн, евей ҫыннин Емморӑн ывӑлӗ — курнӑ та, ӑна ярса тытса, ирӗксӗрлесе, унпа выртса ҫывӑрнӑ. |
| 3 |
| Унӑн чунӗ Иаков хӗрне иленнӗ, Сихем хӗре юратса пӑрахнӑ, вӑл хӗр кӑмӑлне ҫавӑрмалла калаҫнӑ. |
| 4 |
| Сихем хӑйӗн ашшӗне, Еммора, каланӑ: мана ҫак хӗре качча илсе пар, тенӗ. |
| 5 |
| Иаков хӑйӗн хӗрне Динӑна [Еммор ывӑлӗ] чыссӑрлани ҫинчен илтнӗ, анчах ывӑлӗсем выльӑх кӗтӗвӗпе пӗрле хирте пулнӑран вӗсем таврӑниччен нимӗн те шарламан. |
| 6 |
| Еммор, Сихем ашшӗ, Иаковпа калаҫма пынӑ. |
| 7 |
| Иаков ывӑлӗсем хиртен таврӑннӑ, мӗн пулнине илтсессӗн, ҫак арсем питӗ хурланнӑ, вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иаков хӗрӗпе ҫывӑрса вӑл Израиле мӑшкӑл кӑтартнӑ, апла тума юраман. |
| 8 |
| Еммор вӗсемпе калаҫа пуҫланӑ, вӗсене каланӑ: манӑн Сихем ывӑлӑм чунӗпе сирӗн хӗре иленнӗ, ӑна Сихема качча парсамӑр; |
| 9 |
| пирӗнпе хурӑнташлӑ пулӑр; хӑвӑр хӗрӗрсене пире парӑр, пирӗн хӗрсене [хӑвӑр ывӑлӑрсем валли] илӗр; |
| 10 |
| пирӗнпе пӗрле пурӑнӑр; ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр [аслӑ], пурӑнӑр, ӗҫлӗр ҫакӑнта, ӑна хӑвӑр валли илӗр, тенӗ. |
| 11 |
| Сихемӗ вара хӗрӗн ашшӗпе пиччӗшӗсене каланӑ: манӑн сирӗн кӑмӑлӑра ҫеҫ ҫавӑрасчӗ, эсир кирек мӗн ыйтнине те парӑттӑм; |
| 12 |
| чи пысӑк хулӑм, чи хаклӑ парнесем ыйтӑр; кирек мӗн ыйтсассӑн та, эпӗ парӑп, хӗрӗре анчах мана качча парсамӑр, тенӗ. |
| 13 |
| Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; |
| 14 |
| [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; |
| 15 |
| эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; |
| 16 |
| вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; |
| 17 |
| эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ. |
| 18 |
| Ҫак сӑмахсем Еммора тата Сихема, Еммор ывӑлне, килӗшнӗ. |
| 19 |
| Каччӑ ҫак ӗҫе вӑраха яман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Иаков хӗрне юратнӑ. Ӑна хӑйне вара ашшӗ килӗнче пуринчен ытларах хисепленӗ. |
| 20 |
| Емморпа унӑн ывӑлӗ Сихем хӑйсен хули хапхи патне тухнӑ та, хӑйсен хулинчи ҫынсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: |
| 21 |
| ҫак ҫынсем пирӗнпе тӑнӑҫлӑ тӑраҫҫӗ; ан тив, вӗсем ҫак ҫӗр ҫине вырӑнаҫчӑр та ӗҫлесе пурӑнччӑр; акӑ вӗсен умӗнчи ҫӗр аслӑ. Вӗсен хӗрӗсене хамӑр валли качча илӗпӗр, хамӑр хӗрсене вӗсене парӑпӑр. |
| 22 |
| Анчах та ҫак ҫынсем, ӳт кастарнӑскерсем, пирӗн пӗтӗм арҫын ӳт кастарсассӑн ҫеҫ пирӗнпе пӗрле пурӑнма, пӗр халӑх пулма килӗшеҫҫӗ. |
| 23 |
| Вӗсенӗн кӗтӗвӗсем, вӗсенӗн пурлӑхӗ, вӗсенӗн мӗнпур выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ пирӗншӗн мар-и? Вӗсемпе [пӗр ҫав тӗлӗшрен] анчах килӗшӗпӗр, вара вӗсем пирӗнпе пӗрле пурӑнӗҫ, тенӗ. |
| 24 |
| Сихем хули хапхинчен тухакансем пурте Емморпа унӑн ывӑлне Сихема итленӗ; пур арҫынна та — ҫав хула хапхинчен тухакансене пурне те — ӳт касса янӑ. |
| 25 |
| Виҫҫӗмӗш кунне, вӗсем чирлесе выртнӑ чухне, Иаковӑн икӗ ывӑлӗ — Симеонпа Левий, Дина пиччӗшӗсем — хӑйсен хӗҫне илнӗ те, хулана хӑюллӑн пырса кӗрсе, мӗнпур арҫыннине вӗлерсе тухнӑ; |
| 26 |
| Еммора хӑйне те, унӑн ывӑлне Сихема та хӗҫпе касса вӗлернӗ; Динӑна Сихем ҫуртӗнчен илсе тухса кайнӑ. |
| 27 |
| Иаков ывӑлӗсем ӗнтӗ вӗлернӗ ҫынсем патне пынӑ та хӑйсен йӑмӑкне [Динӑна] мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн хулине ҫаратса тухнӑ. |
| 28 |
| Вӗсен вак выльӑхне, шултӑра выльӑхне, ашакӗсене, хулара мӗн пуррине, хирте мӗн пуррине пӗтӗмпех, |
| 29 |
| вӗсен мӗнпур пуянлӑхне илсе кайнӑ; мӗнпур ачине, арӑмне тыткӑна илсе кайнӑ, [хулара] мӗн пуррине, кил-ҫуртра [мӗн пуррине йӑлтах] ҫаратса тухнӑ. |
| 30 |
| Иаков Симеонпа Левие каланӑ: ҫак ҫӗрти ҫынсене [пурне те], ханаансемпе ферезейсене, мана курайми туса, эсир мана тарӑхтартӑр. Манӑн ҫын сахал; вӗсем мана хирӗҫ пуҫтарӑнса тухӗҫ те мана ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, хама та, манӑн йӑхӑма та тӗппипе пӗтерӗҫ, тенӗ. |
| 31 |
| Лешӗсем каланӑ: пирӗн йӑмӑкпа аскӑн арӑмпа хӑтланнӑ пек хӑтланма юрать-им вара! тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/genesis/034.mp3
50
34