|
| 1 |
|
| Акӑ Эдом теекен Исавӑн йӑхӗ-кӑкӗ. |
|
| 2 |
|
| Исав хӑйӗн арӑмӗсене ханаан хӗрӗсене илнӗ: Адӑна — хет ҫыннин Елонӑн хӗрне, Оливемӑна — Анӑн, евей ҫыннин Цивеонӑн ывӑлӗн, хӗрне — |
|
| 3 |
|
| тата Васемафӑна — Измаил хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — качча илнӗ. |
|
| 4 |
|
| Ада вара Исава Елифаза ҫуратса панӑ, Васемафа Рагуила ҫуратнӑ, |
|
| 5 |
|
| Оливема Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратнӑ. Ҫаксем Исавӑн Ханаан ҫӗрӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗсем. |
|
| 6 |
|
| Исав хӑйӗн арӑмӗсене, ывӑлӗсене, хӗрӗсене, хӑйӗн килӗнчи мӗнпур ҫыннине, хӑйӗн [мӗнпур] кӗтӗвне, мӗнпур выльӑхӗ-чӗрлӗхне, Ханаан ҫӗрӗнче пухнӑ мӗнпур пурлӑхне илнӗ те хӑйӗн Иаков шӑллӗ патӗнчен урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, |
|
| 7 |
|
| мӗншӗн тесессӗн пурлӑхӗ ҫав тӗрлӗ нумай пулнипе вӗсем пӗрле пурӑнма пултарайман, кӗтӗвӗсем питӗ йышлӑ пулнипе вӗсем хӑйсем ҫӳрекен ҫӗрсенче шӑнӑҫайман. |
|
| 8 |
|
| Исав вара, Эдом теекен Исав, Сеир тӑвӗ ҫине вырӑнаҫнӑ. |
|
| 9 |
|
| Сеир тӑвӗ ҫинчи идумейсен ашшӗн, Исавӑн, йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ. |
|
| 10 |
|
| Акӑ Исав ывӑлӗсен ячӗсем: Исав арӑмӗн Адӑн ывӑлӗ Елифаз пулнӑ, Исав арӑмӗн Васемафӑн ывӑлӗ Рагуил пулнӑ. |
|
| 11 |
|
| Елифазӑн ҫак ывӑлсем пулнӑ: Феман, Омар, Цефо, Гафам тата Кеназ. |
|
| 12 |
|
| Фамна Елифазӑн, Исав ывӑлӗн, ҫум-арӑмӗ пулнӑ, вӑл Елифаза Амалика ҫуратса панӑ. Исав арӑмӗн, Адӑн, ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ. |
|
| 13 |
|
| Рагуил ывӑлӗсем ҫаксем: Нахафпа Зерах, Шаммапа Миза. Кусем Исав арӑмӗн Васемафӑн ывӑлӗсем. |
|
| 14 |
|
| Оливемӑн — Цивеон ывӑлӗн Анӑн хӗрӗн, Исав арӑмӗн — ывӑлӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Исава вӑл Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратса панӑ. |
|
| 15 |
|
| Акӑ Исав ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем. Елифазӑн, Исавӑн малтанхи ывӑлӗн, ывӑлӗсем: Феман пуҫлӑх, Омар пуҫлӑх, Цефо пуҫлӑх, Кеназ пуҫлӑх, |
|
| 16 |
|
| Корей пуҫлӑх, Гафам пуҫлӑх, Амалик пуҫлӑх. Эдом ҫӗрӗнче Елифаз пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ; ҫаксем Ада ывӑлӗсем. |
|
| 17 |
|
| Рагуилӑн, Исав ывӑлӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Нахаф пуҫлӑх, Зерах пуҫлӑх, Шамма пуҫлӑх, Миза пуҫлӑх. Эдом ҫӗрӗнче Рагуил пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ; ҫаксем Васемафӑн, Исав арӑмӗн, ывӑлӗсем. |
|
| 18 |
|
| Оливемӑн, Исав арӑмӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Иеус пуҫлӑх, Иеглом пуҫлӑх, Корей пуҫлӑх. Оливемӑн — Ана хӗрӗн, Исав арӑмӗн — пуҫлӑхӗсем ҫаксем. |
|
| 19 |
|
| Ҫаксем Исав ывӑлӗсем, ҫаксем вӗсенӗн пуҫлӑхӗсем. Ҫаксем эдомсем. |
|
| 20 |
|
| Ҫаксем Хоррей ҫыннин Сеирӑн ҫав ҫӗрте пурӑннӑ ывӑлӗсем: Лотан, Шовал, Цивеон, Ана, |
|
| 21 |
|
| Дишон, Эцер тата Дишан. Ҫаксем Эдом ҫӗрӗнче пурӑннӑ Сеир ывӑлӗсен, хоррейсен, пуҫлӑхӗсем. |
|
| 22 |
|
| Лотан ывӑлӗсем Хори тата Геман пулнӑ; Лотан йӑмӑкӗ Фамна пулнӑ. |
|
| 23 |
|
| Шовал ывӑлӗсем ҫаксем: Алван, Манахаф, Евал, Шефо тата Онам. |
|
| 24 |
|
| Цивеон ывӑлӗсем ҫаксем: Аиа тата Ана. Шӑпах ҫак Ана ӗнтӗ Цивеонӑн, хӑйӗн ашшӗн, ашакӗсене кӗтсе ҫӳренӗ чухне пушхирте ӑшӑ шывлӑ ҫӑл тупнӑ. |
|
| 25 |
|
| Ана ачисем ҫаксем: Дишон тата Оливема, Ана хӗрӗ. |
|
| 26 |
|
| Дишон ывӑлӗсем ҫаксем: Хемдан, Эшбан, Ифран тата Херан. |
|
| 27 |
|
| Ецер ывӑлӗсем ҫаксем: Билган, Зааван, [Укам] тата Акан. |
|
| 28 |
|
| Дишан ывӑлӗсем ҫаксем: Уц тата Аран. |
|
| 29 |
|
| Хоррейсен пуҫлӑхӗсем ҫаксем: Лотан пуҫлӑх, Шовал пуҫлӑх, Цивеон пуҫлӑх, Ана пуҫлӑх, |
|
| 30 |
|
| Дишон пуҫлӑх, Ецер пуҫлӑх, Дишан пуҫлӑх. Ҫаксем Сеир ҫӗрӗнче пурӑннӑ хоррейсен пуҫлӑхӗсем. |
|
| 31 |
|
| Израиль ывӑлӗсене патша тытса тӑра пуҫличчен Эдом ҫӗрӗнче патшара ларнӑ патшасем ҫаксем: |
|
| 32 |
|
| Эдомра Бела, Веор ывӑлӗ, патшара ларнӑ, унӑн хули Дингава ятлӑ. |
|
| 33 |
|
| Бела вилнӗ, ун хыҫҫӑн Иовав — Зерах ывӑлӗ, Восора ҫынни — патшана ларнӑ. |
|
| 34 |
|
| Иовав вилнӗ, ун хыҫҫӑн Феман ҫӗрӗнчи Хушам патшана ларнӑ. |
|
| 35 |
|
| Хушам вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадад, Бедад ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл Моав хирӗнче Мадиан ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑскер пулнӑ; унӑн хули Авиф ятлӑ. |
|
| 36 |
|
| Гадад вилнӗ, ун хыҫҫӑн Масрека ҫынни Самла патшана ларнӑ. |
|
| 37 |
|
| Самла вилнӗ, ун хыҫҫӑн юханшыв хӗрринчи Реховоф ҫынни Саул патшана ларнӑ. |
|
| 38 |
|
| Саул вилнӗ, ун хыҫҫӑн Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, патшана ларнӑ. |
|
| 39 |
|
| Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадар [Варад ывӑлӗ] патшана ларнӑ; унӑн хули Пау ятлӑ; арӑмӗ Мегетавеель ятлӑ, вӑл — Матредӑн, Мезагав ывӑлӗн, хӗрӗ. |
|
| 40 |
|
| Исавӑн пуҫлӑхӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсем пурӑнакан вырӑн тӑрӑх, ячӗсем тӑрӑх, [халӑхӗсем тӑрӑх] каласассӑн, вӗсен ячӗсем ҫаксем: Фимна пуҫлӑх, Алва пуҫлӑх, Иетеф пуҫлӑх, |
|
| 41 |
|
| Оливема пуҫлӑх, Ела пуҫлӑх, Пинон пуҫлӑх, |
|
| 42 |
|
| Кеназ пуҫлӑх, Феман пуҫлӑх, Мивцар пуҫлӑх, |
|
| 43 |
|
| Магдиил пуҫлӑх, Ирам пуҫлӑх. Идумейсен хӑйсем тытса тӑракан ҫӗрти пурӑнмалли ялӗсен-хулисен пуҫлӑхӗсем ҫаксем. Идумейсен ашшӗ Исав ҫакӑ ӗнтӗ. |
|
|
|
|