БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иаков хӑйӗн ашшӗ [Исаак] ҫӳренӗ ҫӗрте, Ханаан ҫӗрӗнче, пурӑннӑ. |
| 2 |
| Иаковӑн пурӑнӑҫӗ ҫакӑ. Иосиф вунҫиччӗре чухне, яш ача чухне, хӑйӗн пиччӗшӗсемпе, ашшӗ арӑмӗсен Валлӑпа Зелфӑн ывӑлӗсемпе пӗрле, [ашшӗн] выльӑх-чӗрлӗхне кӗтсе ҫӳренӗ. Пиччӗшӗсем ҫинчен калаҫакан усал сӑмаха Иосиф хӑйсен ашшӗне [Израиле] пӗлтерсе тӑнӑ. |
| 3 |
| Иосиф Израилӗн ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗ пулнӑран Израиль ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнӑ, — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир туса панӑ. |
| 4 |
| Пиччӗшӗсем, ашшӗ ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнине курса, ӑна курайми пулнӑ, унпа ӑшшӑн калаҫма та пултарайман. |
| 5 |
| Иосиф тӗлӗк курнӑ та ӑна пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ, вӗсем вара ӑна тата ытларах курайми пулнӑ. |
| 6 |
| Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке итлӗр-ха: |
| 7 |
| акӑ эпир хир варринче кӗлте ҫыхатпӑр пек; акӑ ман кӗлте ҫӗкленчӗ те тӳррӗн тӑрса ларчӗ; акӑ сирӗн кӗлтӗрсем йӗри-тавра тӑчӗҫ те манӑн кӗлтене пуҫҫапрӗҫ, тенӗ. |
| 8 |
| Пиччӗшӗсем ӑна каланӑ: эсӗ пире пуҫлӑх пулӑн-ши вара? пире тытса тӑрӑн-ши вара? тенӗ. Унӑн тӗлӗкӗсемшӗн, унӑн сӑмахӗсемшӗн вӗсем ӑна тата ытларах курайми пулса ҫитнӗ. |
| 9 |
| Вӑл тата тепӗр тӗлӗк курнӑ, ӑна [ашшӗне тата] пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ: акӑ эпӗ тепӗр тӗлӗк куртӑм: акӑ мана хӗвелпе уйӑх тата вунпӗр ҫӑлтӑр пуҫҫапать, тенӗ. |
| 10 |
| Ҫавна вӑл ашшӗпе пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ; ашшӗ ӑна хӑтӑрса илнӗ: эсӗ курнӑ тӗлӗк мӗскер ку? эпӗ те, аннӳ те, пиччӳсем те сана ҫӗре ӳксе пуҫҫапма пырӑпӑр-ши вара? тенӗ. |
| 11 |
| Пиччӗшӗсем ӑна ҫилленсех ҫитнӗ, ашшӗ вара ҫав сӑмаха астуса юлнӑ. |
| 12 |
| Унӑн пиччӗшӗсем ашшӗн выльӑхне кӗтсе ҫӳреме Сихема кайнӑ. |
| 13 |
| Израиль Иосифа каланӑ: пиччӳсем Сихемра кӗтсе ҫӳремеҫҫӗ-ши? кайса кил-ха, сана вӗсем патне яратӑп, тенӗ. Иосиф ӑна: эпӗ кунтах, тенӗ. |
| 14 |
| [Израиль] ӑна каланӑ: кайса пӑх-ха, пиччӳсем сывах-и, выльӑхӗ тӗрӗс-тӗкелех-и? мана хыпар илсе кил, тенӗ. Вара ӑна Хеврон айлӑмӗнчен ӑсатса янӑ; вӑл Сихема ҫитнӗ. |
| 15 |
| Ӑна пӗри хирте аташса ҫӳренине курнӑ та, ҫав ҫын унран ыйтнӑ: эсӗ мӗн шыратӑн? тенӗ. |
| 16 |
| Вӑл: эпӗ хамӑн пиччесене шыратӑп; кала-ха мана, вӗсем ӑҫта кӗтӳ кӗтсе ҫӳреҫҫӗ? тенӗ. |
| 17 |
| Ҫав ҫын каланӑ: вӗсем кунтан кайрӗҫ, эпӗ вӗсем «Дофана каяс» тесе калаҫнине илтнӗччӗ, тенӗ. Иосиф вара хӑйӗн пиччӗшӗсем хыҫҫӑн кайнӑ та вӗсене Дофанра тупнӑ. |
| 18 |
| Пиччӗшӗсем ӑна аякранах курнӑ та вӑл вӗсем патне ҫывӑхаричченех ӑна вӗлерес тесе канашлама пуҫланӑ. |
| 19 |
| Пӗр-пӗрне каланӑ: авӑ тӗлӗк ӑсти килет; |
| 20 |
| тытар та вӗлерер ӑна, кайран пӗр-пӗр шӑтӑка пӑрахӑпӑр та ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ тейӗпӗр; ун тӗлӗкӗсем мӗне пӗлтернине курӑпӑр вара, тенӗ. |
| 21 |
| Рувим ҫакна илтнӗ те: вӗлерер мар ӑна, тенӗ; ҫапла ӑна вӗсен аллинчен хӑтарнӑ. |
| 22 |
| Рувим вӗсене каланӑ: юн ан тӑкӑр; ӑна пушхирти шӑтӑка пӑрахӑр, ун ҫине алӑ ан хурӑр, тенӗ. Ҫакна вӑл ӑна вӗсен аллинчен хӑтарса каялла ашшӗ патне ярас [шухӑшпа] каланӑ. |
| 23 |
| Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсем патне ҫитсессӗн, вӗсем Иосиф ҫийӗнчен унӑн тумтирне, тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне, сӳсе илнӗ те |
| 24 |
| хӑйне шӑтӑка тытса пӑрахнӑ; шӑтӑкӗ типӗ пулнӑ; унта шыв пулман. |
| 25 |
| Вӗсем апат ҫиме ларнӑ; ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ вӗҫрен-вӗҫ тӗве килет: Галаадран Измаил ҫыннисем килеҫҫӗ, тӗвисем ҫине стиракса, бальзам тата латӑн тиенӗ — вӗсем ҫавна Египета леҫме каяҫҫӗ. |
| 26 |
| Иуда хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: хамӑр шӑллӑмӑра вӗлерсе, унӑн юнне пытарса пире мӗн усси? |
| 27 |
| Каяр та ӑна Измаил ҫыннисене сутар, аллӑмӑрсем ун ҫинче ан пулччӑр: вӑл пирӗн тӑван, пирӗн ӳт, тенӗ. Тӑванӗсем унпа килӗшнӗ, |
| 28 |
| Мадиан купсисем иртсе пынӑ чухне вӗсем Иосифа шӑтӑкран туртса кӑларнӑ та ӑна Измаил ҫыннисене ҫирӗм кӗмӗлле сутса янӑ; лешӗсем Иосифа Египета илсе кайнӑ. |
| 29 |
| Рувим каллех шӑтӑк патне пынӑ; акӑ шӑтӑкра Иосиф ҫук. Вӑл хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ та |
| 30 |
| тӑванӗсем патне каялла таврӑнса: ача ҫук! ӗнтӗ манӑн, манӑн ӑҫта кайса кӗрес? тенӗ. |
| 31 |
| Вара Иосиф тумтирне илнӗ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланӑ; |
| 32 |
| унтан вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тумтире илсе кайнӑ та ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: эпир ҫакна тупрӑмӑр; пӑх-ха, ҫакӑ ывӑлун тумтирӗ мар-и? тенӗ. |
| 33 |
| Вӑл ӑна палласа илнӗ те каланӑ: ку манӑн ывӑлӑм тумтирӗ; ӑна тискер кайӑк ҫисе янӑ; чӑнах та, Иосифа тӑпаласа тӑкнӑ иккен, тенӗ. |
| 34 |
| Иаков, хӑйӗн тумтирне ҫурса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, ывӑлӗшӗн нумай кун йӗрсе пурӑннӑ. |
| 35 |
| Ӑна йӑпатма пур ывӑлӗ те, пур хӗрӗ те пуҫтарӑннӑ, анчах вӑл йӑпанасшӑн пулман, вӑл: йӗрсе-хурланса, хамӑн ывӑлӑм патне ҫӗр айне кӗрӗп, тенӗ. Ашшӗ уншӑн ҫапла хурланса йӗнӗ. |
| 36 |
| Иосифа вара Египетра мадиансем Потифара — фараон таврашӗнчи ҫынна, фараон сыхлавҫисен пуҫлӑхне — сутса янӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/genesis/037.mp3
50
37