|
| 1 |
|
| Адам хӑйӗн арӑмӗпе Евӑпа хутшӑннӑ; Ева йывӑр ҫын пулса Каина ҫуратнӑ, вӑл: эпӗ Ҫӳлхуҫаран ҫын тупрӑм, тенӗ. |
|
| 2 |
|
| Тата унӑн шӑллӗне, Авеле, ҫуратнӑ. Авель — сурӑх кӗтекен ҫын, Каин ҫӗр ӗҫлекен ҫын пулнӑ. |
|
| 3 |
|
| Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Каин Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫимӗҫӗ парне кӳнӗ, |
|
| 4 |
|
| Авель те хӑйӗн кӗтӗвӗнчи малтан ҫуралнӑ путексене, чи самӑррисене, парне кӳнӗ. Ҫӳлхуҫа Авеле те, унӑн парнине те кӑмӑл тунӑ, |
|
| 5 |
|
| Каина вара хӑйне те, унӑн парнине те кӑмӑл туман. Каин питӗ тарӑхнӑ, пуҫне чиксе ҫӳренӗ. |
|
| 6 |
|
| Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: эсӗ мӗншӗн тарӑхрӑн? мӗншӗн эсӗ пуҫна чикрӗн? |
|
| 7 |
|
| ырӑ тунӑ чухне пуҫна ҫӗклеместӗн-и? ырӑ тумастӑн пулсассӑн, алӑку умӗнче ҫылӑх выртать; вӑл сана хӑй патне туртать, анчах эсӗ ӑна пӑхӑнтар, ӑна пуҫлӑх пул, тенӗ. |
|
| 8 |
|
| Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, каланӑ: [атя хире каяр,] тенӗ. Хире тухсассӑн, Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, хирӗҫ тӑрса ӑна вӗлернӗ. |
|
| 9 |
|
| Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: Авель шӑллу ӑҫта санӑн? тенӗ. Вӑл: пӗлместӗп; эпӗ шӑллӑма хуралҫӑ-им? тенӗ. |
|
| 10 |
|
| [Ҫӳлхуҫа] каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? санӑн шӑллу юнӗн сассийӗ Мана ҫӗр ҫинчен кӑшкӑрса чӗнет; |
|
| 11 |
|
| санӑн аллу тӑкнӑ юна, санӑн шӑллун юнне, ҫӑтнӑ ҫӗр халӗ сана ылханчӗ; |
|
| 12 |
|
| эсӗ ҫӗр ӗҫленӗ чухне вӑл сана текех хӑйӗн вӑйне парса тӑмӗ, ҫӗр ҫинче эсӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑн, тенӗ. |
|
| 13 |
|
| Каин Ҫӳлхуҫа [Турра] каланӑ: ман ҫине хунӑ хаса чӑтас чӑтӑмран та пысӑкрах: |
|
| 14 |
|
| акӑ Эсӗ халӗ мана ҫӗр ҫинчен хӑваласа яратӑн, эпӗ Санӑн куҫу умӗнчен ҫухалӑп, ҫӗр ҫинче эпӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑп; мана тӗл пулакан кирек кам та мана вӗлерӗ, тенӗ. |
|
| 15 |
|
| Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна каланӑ: кам Каина вӗлерӗ, ӑна уншӑн ҫичӗ хут тавӑрмалла, тенӗ. Каина тӗл пулса никам та ан вӗлертӗр тесе, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна паллӑ тунӑ. |
|
| 16 |
|
| Вара Каин Ҫӳлхуҫа умӗнчен пӑрахса кайнӑ, вӑл Эдемран тухӑҫалла, Нод ҫӗрне, кайса вырӑнаҫнӑ. |
|
| 17 |
|
| Каин хӑйӗн арӑмӗпе хутшӑннӑ; арӑмӗ, йывӑр ҫын пулса, Еноха ҫуратнӑ. Каин хула лартнӑ; хулине ывӑлӗн ячӗпе Енох тенӗ. |
|
| 18 |
|
| Енохӑн Ирад [Гаидад] ҫуралнӑ; Ирадран Мехиаель [Малелеил] ҫуралнӑ; Мехиаелӗн Мафусал ҫуралнӑ; Мафусалран Ламех ҫуралнӑ. |
|
| 19 |
|
| Ламех хӑй валли икӗ арӑм илнӗ: пӗри Ада ятлӑ, тепӗри Цилла [Селла] ятлӑ пулнӑ. |
|
| 20 |
|
| Ада Иавала ҫуратнӑ: вӑл кӗтӳ кӗтсе чатӑрта пурӑнакансенӗн ашшӗ пулнӑ. |
|
| 21 |
|
| Унӑн шӑллӗн ячӗ Иувал: вӑл пӗтӗм кӗслеҫӗсен, шӑхлич калакансен ашшӗ пулнӑ. |
|
| 22 |
|
| Цилла та Тувалкаина [Фовела] ҫуратнӑ: вӑл пӑхӑртан тата тимӗртен тӗрлӗ япала туптаса тӑвакан ӑста пулнӑ. Тувалкаинӑн йӑмӑкӗ — Ноема. |
|
| 23 |
|
| Ламех хӑйӗн арӑмӗсене каланӑ: эй Ада, эй Цилла! итлӗр эпӗ каланине; эй Ламех арӑмӗсем! тӑнлӑр ман сӑмахсене: суранӑмшӑн эпӗ ар пулнӑ ҫынна вӗлертӗм, хама амантнӑшӑн яш ачана вӗлертӗм; |
|
| 24 |
|
| Каиншӑн ҫичӗ хут тавӑрас пулсассӑн, Ламехшӑн ҫитмӗл ҫичӗ хут тавӑрӗҫ, тенӗ. |
|
| 25 |
|
| Адам татах хӑйӗн арӑмӗпе, [Евӑпа,] хутшӑннӑ, Ева ывӑл ача ҫуратнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] Каин вӗлернӗ Авель вырӑнне Турӑ мана тепӗр вӑрлӑх пачӗ, тенӗ. |
|
| 26 |
|
| Сифӑн та ывӑл ача ҫуралнӑ: вӑл ӑна Енос ятлӑ хунӑ; ҫавӑн чухне вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ятне асӑнса чӗне пуҫланӑ. |
|
|
|
|