БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Икӗ ҫул иртсессӗн фараон тӗлӗк курнӑ: акӑ вӑл ҫырма хӗрринче тӑрать пек; |
| 2 |
| акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухнӑ та хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫланӑ; |
| 3 |
| акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухнӑ, хӑйсем начар, ырхан ӳтлӗ пулнӑ, вӗсем ҫырма хӗррине леш ӗнесем патне пырса тӑнӑ; |
| 4 |
| начар, ырхан ӳтлӗ ӗнесем илемлӗ ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе янӑ. Фараон вӑранса кайнӑ, |
| 5 |
| унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ та тепӗр хут тӗлӗк курнӑ: акӑ пӗр хӑмӑлран ҫичӗ тутӑ та паха пучах ӳссе тухнӑ; |
| 6 |
| акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ выҫӑ пучах, тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑскерсем, ӳссе тухнӑ; |
| 7 |
| выҫӑ пучахсем ҫичӗ тулли те тутӑ пучаха ҫисе янӑ. Фараон вӑранса кайнӑ та ку тӗлӗк пулнине ӑнласа илнӗ. |
| 8 |
| Ирхине фараонӑн чунӗ шикленсе ӳкнӗ, вӑл вара Египетри мӗнпур асамҫӑпа мӗнпур ӑсчаха чӗнтерсе илтернӗ те вӗсене хӑйӗн тӗлӗкне каласа кӑтартнӑ; анчах ҫав тӗлӗке фараона никам та ӑнлантарса парайман. |
| 9 |
| Эрех парса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ фараона кала пуҫланӑ: эпӗ халӗ хамӑн ҫылӑхӑмсене аса илетӗп; |
| 10 |
| фараон хӑйӗн чурисене ҫилленнӗччӗ те мана тата ҫӑкӑр парса тӑракансенӗн пуҫлӑхне, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне хупса, хурал аллине панӑччӗ; |
| 11 |
| пӗр каҫхине эпир — эпӗ те, вӑл та — тӗлӗк куртӑмӑр, кашнийӗ хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курчӗ; |
| 12 |
| пирӗнпе пӗрле унта пӗр ҫамрӑк еврей, патшамӑр сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн чури, пурччӗ; эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире харпӑр хӑй тӗлӗкне кура ӑнлантарса пачӗ; |
| 13 |
| вӑл пире епле каласа ӑнлантарчӗ, ҫаплах пулса тухрӗ: эпӗ хамӑн вырӑна таврӑнтӑм, лешне ҫакса вӗлерчӗҫ, тенӗ. |
| 14 |
| Фараон вара ҫын янӑ та Иосифа чӗнтерсе илнӗ. Ӑна васкасах тӗрмерен илсе тухнӑ. Вӑл ҫӳҫне кастарнӑ, тумтирне улӑштарнӑ, унтан фараон патне пынӑ. |
| 15 |
| Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм, анчах ӑна никам та ӑнлантарса параймасть; эпӗ сан ҫинчен тӗлӗк ӑнлантарма пӗлет тенине илтрӗм, тенӗ. |
| 16 |
| Иосиф фараона хуравласа каланӑ: манран килмест ку; фараон ырӑлӑхӗшӗн Турӑ каласа парӗ, тенӗ. |
| 17 |
| Фараон вара Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ ҫырма хӗрринче тӑратӑп пек; |
| 18 |
| акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухрӗ те хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫларӗ; |
| 19 |
| акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухрӗ, хӑйсем начар, илемсӗр, ырхан ӳтлӗ; эпӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче вӗсем пек начар ӗне курманччӗ; |
| 20 |
| начар, ырхан ӗнесем малтанхи ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе ячӗҫ; |
| 21 |
| мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, анчах мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗни палӑрмарӗ те: лешӗсем унчченхи пекех ырхан тӑрса юлчӗҫ. Вара эпӗ вӑранса кайрӑм. |
| 22 |
| Унтан татах тӗлӗк куртӑм: акӑ пӗр хӑмӑлтан ҫичӗ тулли те паха пучах ӳссе тухрӗ; |
| 23 |
| акӑ вӗсем хыҫҫӑн тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ та выҫӑ пучах ӳссе тухрӗ; |
| 24 |
| выҫӑ пучахсем ҫичӗ паха пучаха ҫисе ячӗҫ. Эпӗ ҫакна асамҫӑсене каласа патӑм, анчах никам та мана ӑнлантарса параймарӗ, тенӗ. |
| 25 |
| Иосиф фараона каланӑ: фараонӑн тӗлӗкӗсем пӗр тӗлӗкех: Турӑ Хӑй мӗн тӑвассине фараона пӗлтернӗ. |
| 26 |
| Ҫичӗ паха ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул; ҫичӗ паха пучах та — ҫичӗ ҫул: пӗр тӗлӗкех ку; |
| 27 |
| лешӗсем хыҫӗнчен тухнӑ ҫичӗ ырхан та начар ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул, тухӑҫран вӗрекен ҫилпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ пучах та — ҫичӗ ҫул, выҫлӑх ҫулӗсем вӗсем. |
| 28 |
| «Турӑ Хӑй мӗн тӑвассине фараона кӑтартнӑ» тесе, эпӗ фараона ҫавӑнпа каларӑм ӗнтӗ. |
| 29 |
| Акӑ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул пулӗ; |
| 30 |
| вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ ҫул выҫлӑх пулӗ, вара Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ пулнӑ ҫулсем пӗтӗмпе манӑҫа тухӗҫ, ҫӗре выҫлӑх типӗтсе ярӗ, |
| 31 |
| выҫлӑх ҫитнӗ пирки ҫӗр ҫинче ӗлӗкхи тулӑх ҫулсем асран кайӗҫ, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑхӗ питӗ хаяр пулӗ. |
| 32 |
| Тӗлӗк фараона икӗ хут курӑнни ҫакӑ чӑнах Турӑ сӑмахӗ иккенне, ҫакна Турӑ часах тӑвассине пӗлтерет. |
| 33 |
| Халӗ ӗнтӗ фараон ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын суйласа илтӗр те ӑна Египет ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ туса хутӑр. |
| 34 |
| Фараон ҫӗре пӑхса тӑракан ҫынсем суйласа лартма хуштӑр, ытлӑ-ҫитлӗ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — Египет ҫӗрӗнчи [пӗтӗм ҫимӗҫӗн] пиллӗкӗмӗш пайне пуҫтарса пыма хуштӑр; |
| 35 |
| вӗсем ҫитес ӑнӑҫлӑ ҫулсенче пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ пухчӑр, ӑна фараон аллине парса, кайран ҫимешкӗн хуласенче упраса усраччӑр; |
| 36 |
| ҫӗр выҫлӑхпа ан пӗттӗр тесессӗн, ҫак тырӑ-пулӑ Египет ҫӗрӗ ҫинче пулас ҫичӗ выҫлӑх ҫул валли сыхлӑха пултӑр, тенӗ. |
| 37 |
| Ҫакӑ фараона та, унӑн тарҫисене те пурне те кӑмӑлне килнӗ. |
| 38 |
| Фараон хӑйӗн тарҫисене каланӑ: ку ҫын ӑшӗнче Турӑ Сывлӑшӗ пур, эпир ҫакӑн пек ҫын тупайӑпӑр-и? тенӗ. |
| 39 |
| Унтан фараон Иосифа каланӑ: ҫакна пурне те сана Турӑ пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сан пек ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫук; |
| 40 |
| эсӗ манӑн килӗм пуҫлӑхӗ пулӑн, манӑн пӗтӗм халӑхӑм санӑн сӑмахна итлесе тӑрӗ; патшара ларнӑран ҫеҫ эпӗ санран аслӑ пулӑп, тенӗ. |
| 41 |
| Фараон Иосифа тата каланӑ: акӑ эпӗ сана пӗтӗм Египет ҫӗрне пуҫ туса лартатӑп, тенӗ. |
| 42 |
| Фараон вара хӑйӗн пӳрнинчен ҫӗррине хывса илнӗ те ӑна Иосиф пӳрнине тӑхӑнтартнӑ; ӑна виссон тумтир тумлантарнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ; |
| 43 |
| ӑна хӑйӗн иккӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме хушнӑ, унӑн умӗнчен: чӗркуҫленӗр! тесе кӑшкӑрса пыма хушнӑ. Ӑна пӗтӗм Египет ҫӗрне пуҫ туса хунӑ. |
| 44 |
| Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ фараон; санран ирӗк илмесӗр пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче никам та аллине те, урине те хускатмӗ, тенӗ. |
| 45 |
| Фараон Иосифа Цафнаф-панеах ятлӑ хунӑ, ӑна Асенефӑна — Илиополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрне — качча илсе панӑ. Вара Иосиф Египет ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ. |
| 46 |
| Фараон — Египет патши — умне тӑнӑ чухне Иосиф вӑтӑр ҫулта пулнӑ. Иосиф фараон патӗнчен кайнӑ та пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе тухнӑ. |
| 47 |
| Тулӑхлӑ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — ҫӗр вара пӗр пӗрчӗрен пӗр ывӑҫ парса тӑнӑ. |
| 48 |
| Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул хушши [ӑнса] пулнӑ тӗрлӗ тырпула Иосиф пухсах пынӑ, тырра хуласене пухса хунӑ; кашни хулана ун таврашӗнчи хирсенчен тырӑ пухса хунӑ. |
| 49 |
| Иосиф темӗн чухлӗ тырӑ пухнӑ, вӑл тинӗсри хӑйӑр пек нумай пулнӑ, тырра шутлама хисеп ҫитменнипе вӑл ӑна шутлама та пӑрахнӑ. |
| 50 |
| Выҫлӑх ҫулсем ҫитиччен Иосифӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ, вӗсене ӑна Асенефа — Илиополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрӗ — ҫуратса панӑ. |
| 51 |
| Аслӑ ывӑлне Иосиф Манассия ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн Турӑ мана хам курнӑ пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑма, аттемӗн пӗтӗм кил-ҫуртне манмалла турӗ, тенӗ. |
| 52 |
| Тепӗр ывӑлне Ефрем ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн хам асап курнӑ ҫӗршывра Турӑ мана ӗрчевлӗ турӗ, тенӗ. |
| 53 |
| Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул иртсе кайнӑ та, |
| 54 |
| Иосиф каланӑ пек, ҫичӗ выҫлӑх ҫул ҫитнӗ. Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗ ҫеҫ тырӑллӑ пулнӑ. |
| 55 |
| Пӗтӗм Египет ҫӗрӗ те выҫлӑх тӳсе пуҫласассӑн, халӑх фараона йӑлӑнса тырӑ ыйта пуҫланӑ. Фараон вара Египет ҫыннисене пурне те: Иосиф патне кайӑр та вӑл мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ. |
| 56 |
| Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ; Иосиф пӗтӗм кӗлете уҫнӑ та Египет ҫыннисене тырӑ сута пуҫланӑ. Египет ҫӗрӗнче выҫлӑх хаярлансах пынӑ. |
| 57 |
| Пур ҫӗршывран та Египета Иосифран тырӑ илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр ҫинче выҫлӑх хаярлансах пынӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/genesis/041.mp3
50
41