БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| [Иосиф] хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне хушса каланӑ: ҫак ҫынсенӗн миххисене хӑйсем йӑтса кайма пултарнӑ таран тырӑ тултар, кашнийӗн кӗмӗлне каялла хӑйӗн миххине хур, |
| 2 |
| кӗҫӗннийӗн миххине вара хӑй илнӗ тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗлпе пӗрле манӑн куркама, кӗмӗл куркама, чиксе хур, тенӗ. Лешӗ Иосиф каласа хунӑ пекех тунӑ. |
| 3 |
| Ирхине, тул ҫутӑлсассӑн, ку ҫынсене хӑйсене те, вӗсен ашакӗсене те кӑларса янӑ. |
| 4 |
| Вӗсем хуларан аякках та каяйман, Иосиф хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: кай та хӑваласа ҫит ҫав ҫынсене, хӑваласа ҫитсессӗн кала вӗсене: мӗншӗн эсир ырӑшӑн усалпа тавӑратӑр? [мӗншӗн манӑн кӗмӗл куркана вӑрларӑр?] те. |
| 5 |
| Ара, ку манӑн хуҫамӑн курки мар-и? вӑл унпа ӗҫмест-и? ун ҫине пӑхса юмламасть-и? Эсир капла начар турӑр, те, тенӗ. |
| 6 |
| Лешӗ вӗсене хӑваласа ҫитнӗ те ҫак сӑмаха каланӑ. |
| 7 |
| Вӗсем ӑна каланӑ: пирӗн хуҫамӑр мӗншӗн ҫапла калать-ха? Ҫук, санӑн чурусем ун пек ӗҫ тӑвас ҫук. |
| 8 |
| Акӑ эпир хамӑр михӗсенче тупнӑ кӗмӗле те сана Ханаан ҫӗрӗнчен каялла илсе килсе патӑмӑр: епле-ха эпир санӑн хуҫу ҫуртӗнчен кӗмӗл е ылтӑн вӑрлама пултарнӑ? |
| 9 |
| Хӑвӑн чурусем хушшинче [курка] камра тупӑнӗ, ҫав ҫынна вилӗм ҫиттӗр, эпир те хамӑр хуҫамӑр чурисем пулӑпӑр, тенӗ. |
| 10 |
| Вӑл каланӑ: юрӗ; хӑвӑр епле каларӑр, ҫапла пултӑр: [куркана] илекенӗ манӑн чура пулӗ, ыттисем айӑплӑ пулмӑр, тенӗ. |
| 11 |
| Вӗсем харпӑр хӑй миххине хӑвӑртрах ҫӗре антарса лартнӑ та уҫса хунӑ. |
| 12 |
| Вӑл вӗсене аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитичченех ухтарса тухнӑ; курка Вениамин миххинче тупӑннӑ. |
| 13 |
| Вӗсем хӑйсен ҫийӗнчи тумтирӗсене туртса ҫурнӑ та, харпӑр хӑй ҫӗклемне ашакӗ ҫине тиесе, каялла хулана таврӑннӑ. |
| 14 |
| Иудӑпа унӑн тӑванӗсем Иосиф ҫуртне пынӑ, Иосиф ун чухне килӗнчех пулнӑ-ха, вӗсем ун умне ҫӗре ӳкнӗ. |
| 15 |
| Иосиф вӗсене каланӑ: эсир капла мӗн турӑр? ман пек ҫын ҫакна сисме пултарасса эсир пӗлмен-и-мӗн? тенӗ. |
| 16 |
| Иуда каланӑ: хамӑр хуҫамӑра пирӗн мӗн калас-ха? мӗн теес-ха? мӗнле тӳрре тухас-ха? Турӑ санӑн чурусен суйине тупрӗ; акӑ эпир пурсӑмӑр та, камӑн аллинче курка тупнӑ — ҫавӑ та, хамӑр хуҫамӑрӑн чури пулатпӑр, тенӗ. |
| 17 |
| Анчах [Иосиф] ҫапла каланӑ: ҫук, эпӗ апла тӑвассӑм ҫук; камӑн аллинче курка тупӑннӑ, ҫавӑ манӑн чура пулӗ, эсир лӑпланса хӑвӑр аҫӑр патне кайӑр, тенӗ. |
| 18 |
| Иуда ун патне ҫывӑха пынӑ та каланӑ: эй хуҫамӑм, хӑвӑн чуруна хамӑн хуҫама сӑмах калама парсамччӗ, хӑвӑн чуруна ан ҫилленсемччӗ: эсӗ фараонпа пӗрех-ҫке. |
| 19 |
| Манӑн хуҫамӑм хӑйӗн чурисенчен: сирӗн аҫӑр е тӑванӑр пур-и? тесе ыйтсаччӗ. |
| 20 |
| Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: пирӗн ватӑлса ҫитнӗ аттемӗр пур, [унӑн] ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑлӗ пур, унӑн пӗртӑванӗ вилчӗ, вӑл вара амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать, терӗмӗр. |
| 21 |
| Эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: илсе килӗр ӑна ман патӑма, курам ӑна, терӗн. |
| 22 |
| Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: ача хӑйӗн ашшӗне пӗччен хӑвараймасть, вӑл ашшӗнчен уйӑрӑлса кайсассӑн, ашшӗ вилет, терӗмӗр. |
| 23 |
| Анчах эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: сирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑр килмесессӗн, эсир урӑх манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗн. |
| 24 |
| Эпир, санӑн чуру патне, хамӑр аттемӗр патне, ҫитсессӗн, ӑна хамӑр хуҫамӑрӑн сӑмахне каласа патӑмӑр. |
| 25 |
| Пирӗн атте: татах кайӑр, кӑштах тырӑ илсе килӗр, терӗ. |
| 26 |
| Эпир каларӑмӑр: пирӗн кайма юрамасть; пирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑмӑр пырсассӑн кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑмӑр пулмасассӑн, пирӗн ҫав ҫыннӑн куҫне курӑнма юрамасть, терӗмӗр. |
| 27 |
| Санӑн чуру, пирӗн атте, пире каларӗ: эсир манӑн арӑмӑм мана икӗ ывӑл ҫуратса панине пӗлетӗр; |
| 28 |
| пӗри мана пӑрахса кайрӗ, эпӗ: ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахрӗ ахӑр, терӗм; эпӗ ӑна ҫак таранчченех курмарӑм; |
| 29 |
| кӑна та куҫӑм умӗнчен илсе кайсассӑн, ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, терӗ. |
| 30 |
| Халӗ эпӗ санӑн чуру патне, хамӑрӑн аттемӗр патне, ҫитсессӗн, унӑн чунӗ юратакан ачи пирӗнпе пӗрле пулмасассӑн, |
| 31 |
| вӑл ачи ҫуккине курӗ те вилсе выртӗ; ҫапла санӑн чурусем санӑн чуруна, хамӑрӑн аттемӗре, ватӑлмалӑх кунӗнче кулянтарса тупӑка кӗртӗҫ. |
| 32 |
| Ҫитменнине тата эпӗ, санӑн чуру, ачашӑн атте умӗнче явап тытма пултӑм, эпӗ: ӑна сан патна илсе килмесессӗн, [ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн,] эпӗ аттем умӗнче пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп, терӗм. |
| 33 |
| Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ача вырӑнне хам хуҫамӑм чури пулса юлам, ача вара хӑйӗн пиччӗшӗсемпе пӗрле кайтӑр, |
| 34 |
| мӗншӗн тесессӗн, ача манпа пӗрле пулмасассӑн, эпӗ аттем патне епле каям? апла эпӗ аттеме ҫитсе ҫапнӑ хурлӑха курмалла пулатӑп, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/genesis/044.mp3
50
44