БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах илсе, Израиль тапранса тухнӑ, Вирсавияна ҫитнӗ те хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Туррине парнесем кӳнӗ. |
| 2 |
| Израиле ҫӗрле Турӑ курӑннӑ, ӑна каланӑ: Иаков! Иаков! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ. |
| 3 |
| Турӑ каланӑ: Эпӗ Турӑ, санӑн аҫун Турри; Египета кайма ан хӑра, Эпӗ унта санран аслӑ халӑх кӑларӑп; |
| 4 |
| Эпӗ санпа пӗрле Египета пырӑп, Эпех сана каялла илсе тухӑп. Санӑн куҫна Иосиф хӑй аллипе хупӗ, тенӗ. |
| 5 |
| Иаков Вирсавияран тапранса кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗне Иакова, хӑйсен ачи-пӑчине, хӑйсен арӑмӗсене фараон Иакова илсе пыма парса янӑ чаплӑ урапасем ҫине лартса илсе кайнӑ. |
| 6 |
| Вӗсем хӑйсен выльӑхӗ-чӗрлӗхне тата Ханаан ҫӗрӗнче пуҫтарнӑ пурлӑхне илсе Египета ҫитнӗ, — Иаков хӑй те, унпа пӗрле унӑн мӗнпур йӑхӗ те ҫитнӗ. |
| 7 |
| Вӑл хӑйпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен ывӑлӗсене, хӑйӗн хӗрӗсене, хӗрӗсен хӗрӗсене, хӑйӗн мӗнпур йӑхне Египета ертсе килнӗ. |
| 8 |
| Египета ҫитнӗ Израиль ывӑлӗсен ячӗсем ҫаксем: Иаковпа унӑн ывӑлӗсем. Иаковӑн малтанхи ывӑлӗ Рувим. |
| 9 |
| Рувим ывӑлӗсем: Ханох тата Фаллу, Хецрон тата Харми. |
| 10 |
| Симеон ывӑлӗсем: Иемуил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата Ханаан арӑмӗн ывӑлӗ Саул. |
| 11 |
| Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари. |
| 12 |
| Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, тата Шела, тата Фарес, тата Зара; Ирпа Онан Ханаан ҫӗрӗнчех вилнӗ. Фарес ывӑлӗсем Есром тата Хамул пулнӑ. |
| 13 |
| Иссахар ывӑлӗсем: Фола тата Фува, Иов тата Шимрон. |
| 14 |
| Завулон ывӑлӗсем: Серед, Елон тата Иахлеил. |
| 15 |
| Ҫаксем Лия Иакова Месопотамире ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, Лия тата Дина ятлӑ хӗрне ҫуратса панӑ. Ывӑлӗсемпе хӗрӗсем мӗнпурӗ вӑтӑр виҫӗ чун пулнӑ. |
| 16 |
| Гад ывӑлӗсем: Цифион тата Хагги, Шуни тата Эцбон, Ери тата Ароди, тата Арели. |
| 17 |
| Асир ывӑлӗсем: Имна тата Ишва, тата Ишви, тата Бриа, тата вӗсенӗн йӑмӑкӗ Серах. Бриа ывӑлӗсем: Хевер тата Малхиил. |
| 18 |
| Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна парса янӑ Зелфӑн ывӑлӗсем; Зелфа Иакова вунултӑ чун ҫуратса панӑ. |
| 19 |
| Рахилӗн, Иаков арӑмӗн, ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин. |
| 20 |
| Египет ҫӗрӗнче Иосифӑн Манассияпа Ефрем ҫуралнӑ, вӗсене ӑна Асенефа — Потиферӑн, Илиополь хули апӑсӗн, хӗрӗ — ҫуратса панӑ. |
| 21 |
| Вениамин ывӑлӗсем: Бела, Бехер тата Ашбел; [Бела ывӑлӗсем:] Гера тата Нааман, Ехи тата Рош, Муппим тата Хуппим, тата Ард. |
| 22 |
| Кусем Рахиль Иакова ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, пурӗ вунтӑватӑ чун. |
| 23 |
| Дан ывӑлӗ: Хушим. |
| 24 |
| Неффалим ывӑлӗсем: Иахцеил тата Гуни, тата Иецер, тата Шиллем. |
| 25 |
| Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле парса янӑ Валлӑн ывӑлӗсем; вӑл Иакова пурӗ ҫичӗ чун ҫуратса панӑ. |
| 26 |
| Иаковпа пӗрле Египета пынисем, унран ҫуралса ӳснисем, Иаков ывӑлӗсен арӑмӗсене шутламасассӑн, пурӗ утмӑл ултӑ чун. |
| 27 |
| Иосифӑн Египетра ҫуралнӑ ывӑлӗсем икӗ чун. Иаковӑн [хӑйпе пӗрле] Египета куҫнӑ килӗ-йышӗ мӗнпурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун. |
| 28 |
| Иосиф Гесем ҫулне кӑтарттӑр тесе, Иаков Иудӑна хӑй умӗнчен Иосиф патне янӑ. Вӗсем Гесем ҫӗрне ҫитнӗ. |
| 29 |
| Иосиф хӑйӗн чаплӑ урапине кӳлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне Израиле кӗтсе илмешкӗн Гесем ҫӗрне кайнӑ; ашшӗне курсассӑн, ӑна ыталаса илнӗ те унӑн ытамӗнче чылайччен йӗнӗ. |
| 30 |
| Израиль Иосифа каланӑ: халӗ ӗнтӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать, тенӗ. |
| 31 |
| Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗн кил-йышне каланӑ: эпӗ каям та фараона хыпар тӑвам, ӑна: манӑн Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан тӑванӑмсем, манӑн аттемӗн килӗ-йышӗ ман патӑма килчӗҫ, теем; |
| 32 |
| ҫак ҫынсем — сурӑх кӗтӳҫисем, вӗсем выльӑх усракан ҫынсем; вӗсем хӑйсен вак выльӑхне те, шултӑра выльӑхне те, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах илсе килнӗ, теем. |
| 33 |
| Фараон сире чӗнтерсе: эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр? тесе ыйтсассӑн, |
| 34 |
| хӑвӑра Гесем ҫӗрне вырӑнаҫтарччӑр тесе, эсир ҫапла калӑр: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — мӗн ачаранпах выльӑх пӑхатпӑр, тейӗр. Мӗншӗн тесессӗн сурӑх кӗтекен кирек кам та Египет ҫыннисемшӗн ирсӗр, тенӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/genesis/046.mp3
50
46