БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: пухӑнӑр, эпӗ сире килес кунсенче хӑвӑра мӗн пулассине каласа хӑварам. |
| 2 |
| Эй Иаков ывӑлӗсем, пуҫтарӑнӑр та итлӗр, хӑвӑр аҫӑра, Израиле, итлӗр. |
| 3 |
| Эй Рувим, малтанхи ывӑлӑм манӑн! эсӗ — манӑн тӗрекӗм, вӑй-халӑмӑн малтанхи ҫимӗҫӗ эсӗ, пысӑк чыслӑ, пысӑк хӑватлӑ эсӗ; |
| 4 |
| анчах эсӗ шыв пек чарусӑр кӗрлерӗн, халӗ ӗнтӗ асли, ҫӳлти пулаймӑн: эсӗ аҫу вырӑнӗ ҫине хӑпартӑн, ҫапла хӑпарса, манӑн вырӑнӑма ирсӗрлетрӗн. |
| 5 |
| Симеонпа Левий — пӗртӑвансем, вӗсенӗн хӗҫӗсем — хаярлӑх хӗҫӗсем; |
| 6 |
| манӑн чунӑм вӗсен канашне ан кӗтӗр, манӑн мухтавӑм вӗсен пухӑвне ан пӗлтӗр; вӗсем, ҫилли тулса ҫитсессӗн, ар ҫынна вӗлерчӗҫ, кӑмӑлне чараймасӑр вӑкӑр шӑнӑрне касса татрӗҫ; |
| 7 |
| вӗсен ҫилли ылханлӑ, мӗншӗн тесен тискер вӑл, хаярлӑхӗ те ылханлӑ, мӗншӗн тесен усал вӑл; вӗсене Иаков ывӑлӗсем хушшинче салатӑп, Израиль ывӑлӗсем хушшинче сапалӑп. |
| 8 |
| Эй Иуда! сана тӑванусем аслӑласа мухтӗҫ. Аллу — тӑшманусен ӗнсийӗ ҫийӗнче; сана хӑвӑн аҫун ывӑлӗсем пуҫҫапӗҫ. |
| 9 |
| Ҫамрӑк арӑслан эсӗ, Иуда, ывӑлӑм, ҫӗклентӗн, тупӑшу тӗлӗнче тӑратӑн. Лапчӑнчӗ вӑл, выртрӗ, арӑслан пек, арӑслан ами пек выртать: ӑна кам тӑратайӗ? |
| 10 |
| Килӗштерекенни киличчен, халӑхсем Ӑна парӑниччен Иудӑран пуҫлӑх туйи каймӗ, ун варӗнчен саккун паракан ҫуралсах тӑрӗ. |
| 11 |
| Вӑл ашакӗн тихине иҫӗм турачӗ ҫумне кӑкарать, чи паха иҫӗм турачӗ ҫумне ашакӗн ывӑлне кӑкарать; вӑл хӑйӗн тумтирне эрехпе ҫӑвать, хӑйӗн тумне иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗпе ҫӑвать; |
| 12 |
| [унӑн] куҫӗсем эрехпе ҫуталса тӑраҫҫӗ, [унӑн] шӑлӗсем сӗтпе шуралнӑ. |
| 13 |
| Завулон тинӗс хӗрринче пурӑнӗ, карапсем чарӑнакан тӗлте пурӑнӗ, Сидон таран унӑн ҫӗрӗ. |
| 14 |
| Иссахар — тӗреклӗ ашак вӑл, шыв юпписем хушшинче выртакан ашак; |
| 15 |
| вӑл канӑҫ аваннине, ҫак ҫӗр илемлине курчӗ: хулпуҫҫине ҫӗклем йӑтма пӗшкӗртрӗ, хырҫӑ тӳлемешкӗн ӗҫле пуҫларӗ. |
| 16 |
| Дан, Израилӗн пӗр йӑхӗ пулнӑ май, хӑй халӑхне сут туса тӑрӗ; |
| 17 |
| Дан ҫул ҫинчи ҫӗлен, сукмак ҫинчи аспид пулӗ, вӑл ут урине сӑхӗ те, юланутҫи каялла кайса ӳкӗ. |
| 18 |
| Эй Турӑ, Эсӗ пулӑшасса шанса тӑратӑп! |
| 19 |
| Гад — ӑна халӑх ушкӑнӗ хӗстерӗ, анчах вӑл ӑна хыҫӗнчен хӑваласа хӳтерсе ярӗ. |
| 20 |
| Асирӑн тырри-пулли питӗ тулӑх; вӑл патша валли ҫимӗҫ парса тӑрӗ. |
| 21 |
| Неффалим — ҫӳллӗ теревинф, хитре турачӗсене сарса ларать. |
| 22 |
| Иосиф — тулӑх ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ, ҫӑлкуҫ тӗлӗнче ӳсекен, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ; унӑн турачӗсем хӳмерен те ҫӳллӗрех ӳссе сарӑлаҫҫӗ; |
| 23 |
| ӑна кӳрентерчӗҫ, перекенсем ӑна печӗҫ, ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ, кураймарӗҫ, |
| 24 |
| анчах уххи унӑн ҫирӗп пулчӗ, алли унӑн тӗреклӗ пулчӗ: хӑватлӑ Туррӑн — Иаков Туррин — алли вӑй панипе, Кӗтӳҫӗ, Израиль тӗрекӗ пулӑшнипе ҫапла пулчӗ. |
| 25 |
| Вӑл — сан аҫунӑн Турри, Вӑл сана пулӑшса тӑтӑр; Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Вӑл сана пиллетӗр, сана ҫӳлтен тӳпе пиллӗхӗпе, аялти тӗпсӗр авӑрсен пиллӗхӗпе, сӗтлӗ кӑкӑр пиллӗхӗпе, вар пиллӗхӗпе, |
| 26 |
| хӑвӑн аҫу пиллӗхӗпе пиллетӗр, ҫак пиллӗх авалхи тусен пилӗнчен те, ӗмӗрхи сӑртсен сипетӗнчен те аслӑрах; вӑл Иосиф пуҫӗ ҫинче пултӑр, тӑванӗсем хушшинчен суйласа илнӗскерӗн лӗпки ҫинче пултӑр. |
| 27 |
| Вениамин — ҫӑткӑн кашкӑр: ирхине хӑй тытнине ҫийӗ, каҫпала тупӑшне тӑпӑлтарӗ. |
| 28 |
| Израилӗн мӗнпур вуникӗ йӑхӗ ҫакӑ; вӗсенӗн ашшӗ вӗсене мӗн калани ҫакӑ; вӑл вӗсене пилленӗ, кашнине хӑйне тивӗҫлӗ пиллӗх панӑ. |
| 29 |
| Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ халӑхӑмпа пӗрлешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр, |
| 30 |
| ҫак сӑрт хӑвӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑхӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑвӑлне] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑвӑлне пытарӑр; |
| 31 |
| унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытарнӑ; ҫавӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм; |
| 32 |
| ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ. |
| 33 |
| Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене ҫапла пиллесе тухнӑ, унтан урине вырӑн ҫине хунӑ та вилнӗ, хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/genesis/049.mp3
50
49