×

БИБЛИ 2009

Пултарни 5

1
Адамӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Турӑ этеме пултарнӑ чухне, Вӑл ӑна Хӑй евӗрлӗ тунӑ чухне,
2
Вӑл вӗсене арҫыннине тата хӗрарӑмне пултарнӑ, вӗсене пилленӗ, вӗсене пултарнӑ кун вӗсене «этем» тесе ят хунӑ.
3
Адам ҫӗр вӑтӑр [230] ҫул пурӑннӑ та, унӑн хӑй евӗрлӗ, хӑй сӑнарлӑ ывӑл ҫуралнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ.
4
Сиф ҫуралнӑ хыҫҫӑн Адамӑн кунҫулӗ сакӑрҫӗр [700] ҫула пынӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
5
Адам пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
6
Сиф ҫӗр пилӗк [205] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енос ҫуралнӑ.
7
Енос ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сиф сакӑрҫӗр ҫичӗ [707] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
8
Сиф пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вуникӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
9
Енос тӑхӑрвунӑ [190] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Каинан ҫуралнӑ.
10
Каинан ҫуралнӑ хыҫҫӑн Енос сакӑрҫӗр вунпилӗк [715] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
11
Енос пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
12
Каинан ҫитмӗл [170] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Малелеил ҫуралнӑ.
13
Малелеил ҫуралнӑ хыҫҫӑн Каинан сакӑрҫӗр хӗрӗх [740] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
14
Каинан пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вунӑ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
15
Малелеил утмӑл пилӗк [165] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Иаред ҫуралнӑ.
16
Иаред ҫуралнӑ хыҫҫӑн Малелеил сакӑрҫӗр вӑтӑр [730] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
17
Малелеил пурӑннӑ кунҫул пурӗ сакӑрҫӗр тӑхӑрвун пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
18
Иаред ҫӗр утмӑл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енох ҫуралнӑ.
19
Енох ҫуралнӑ хыҫҫӑн Иаред сакӑрҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
20
Иаред пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл икӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
21
Енох утмӑл пилӗк [165] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Мафусал ҫуралнӑ.
22
Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, Мафусал ҫуралнӑ хыҫҫӑн вӑл тата виҫҫӗр [200] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
23
Енох пурӑннӑ кунҫул пурӗ виҫҫӗр утмӑл пилӗк ҫул пулнӑ.
24
Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ; унтан вӑл курӑнми пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ.
25
Мафусал ҫӗр сакӑрвун ҫичӗ ҫул пурӑннӑ та, унӑн Ламех ҫуралнӑ.
26
Ламех ҫуралнӑ хыҫҫӑн Мафусал ҫичҫӗр сакӑрвун икӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
27
Мафусал пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл тӑхӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
28
Ламех ҫӗр сакӑрвун икӗ [188] ҫул пурӑннӑ та, унӑн ывӑл ача ҫуралнӑ,
29
хамӑр ӗҫе тунӑ чухне, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ылханнӑ ҫӗре хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе тӑнӑ чухне пире ҫакӑ лӑплантарӗ тесе, Ламех ӑна Ной ятлӑ хунӑ.
30
Ной ҫуралнӑ хыҫҫӑн Ламех пилӗкҫӗр тӑхӑрвун пилӗк [565] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
31
Ламех пурӑннӑ кунҫул пурӗ ҫичҫӗр ҫитмӗл ҫичӗ [753] ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.
32
Пилӗкҫӗр ҫула ҫитсессӗн Нойӑн [виҫӗ ывӑл] Сим, Хам тата Иафет ҫуралнӑ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки