БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иосиф хӑйӗн ашшӗ ҫине ӳксе ӑна чуптӑва-чуптӑва йӗнӗ. |
| 2 |
| Унтан Иосиф хӑйӗн эмелҫӗ-тарҫисене ашшӗне ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлеме хушнӑ; эмелҫисем Израиле ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейленӗ. |
| 3 |
| Вӑл вилни хӗрӗх кун ҫитнӗ: ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлесси ҫав вӑхӑта пырать; Египет ҫыннисем уншӑн ҫитмӗл кун хурланса хӳхленӗ. |
| 4 |
| Иаковшӑн хӳхлес кунсем иртсессӗн, Иосиф фараон таврашӗнчи пуҫлӑхсене каланӑ: эпӗ сирӗн умӑрта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эсир фараона ҫапла каласа парӑр: |
| 5 |
| аттем мана ҫапла тупа тутарчӗ: акӑ эпӗ вилетӗп; мана ҫавӑнта, Ханаан ҫӗрӗнчи хам алтса тунӑ тупӑклӑха, пытарӑр, терӗ. Эпӗ халӗ кайӑттӑм та аттене пытарса каялла таврӑнӑттӑм тесе калать, тейӗр, тенӗ. [Иосиф сӑмахӗсене фараона каласа панӑ.] |
| 6 |
| Вара фараон каланӑ: аҫу тупа тутарнӑ пек ту: кай та ӑна пытарса кил, тенӗ. |
| 7 |
| Иосиф хӑйӗн ашшӗне пытарма кайнӑ. Унпа пӗрле фараонӑн мӗнпур тарҫи, унӑн килӗнчи аслӑ ҫынсем, Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур аслӑ ҫын кайнӑ, |
| 8 |
| Иосиф килӗнчи мӗнпур ҫын, унӑн пиччӗшӗсем, ашшӗ килӗнчи ҫынсем пурте кайнӑ. Гесем ҫӗрӗнче ачисене ҫеҫ, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхне ҫеҫ хӑварнӑ. |
| 9 |
| Иосифпа пӗрле урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫарсем пынӑ, ҫапла халӑх питех те йышлӑ пулнӑ. |
| 10 |
| Вӗсем Иордан хӗрринчи Горен-гаатад патне ҫитнӗ те ҫавӑнта питӗ хытӑ макӑрнӑ, темӗн тӗрлӗ йӗнӗ; Иосиф ашшӗшӗн унта ҫичӗ кун хушши хӳхленӗ. |
| 11 |
| Ҫав ҫӗрте пурӑнакансем, ханаансем, Горен-гаатад патӗнче хӳхленине курнӑ та каланӑ: ку Египет ҫыннисем ытла та татӑлса йӗреҫҫӗ! тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна [вӑл вырӑна] «Египет ҫыннисен Иордан хӗрринчи хӳхлевӗ» теҫҫӗ. |
| 12 |
| Иаков ывӑлӗсем вара хӑйсенӗн ашшӗне хӑй каласа хӑварнӑ пек тирпейленӗ; |
| 13 |
| ывӑлӗсем ӑна Ханаан ҫӗрне илсе кайнӑ та Махпела хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне пытарнӑ, Мамре ҫывӑхӗнчи ҫав вырӑна Авраам хӑй валли хирӗ-мӗнӗпех хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ. |
| 14 |
| Ашшӗне пытарнӑ хыҫҫӑн Иосиф хӑй те, унӑн тӑванӗсем те, унпа пӗрле унӑн ашшӗне пытарма пынӑ ҫынсем те пурте каялла Египета таврӑннӑ. |
| 15 |
| Иосиф тӑванӗсем хӑйсен ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн каланӑ: Иосиф пире курайми пулсассӑн, хӑйне усал тунӑшӑн пире тавӑрма шухӑш тытсассӑн, мӗн пулать-ха? тенӗ. |
| 16 |
| Вӗсем Иосиф патне ҫапла калама ҫын янӑ: хӑй вилес умӗн аҫу ҫапла пиллесе хӑварчӗ: |
| 17 |
| Иосифа ҫапла калӑр: тӑванусем сана усал тунӑччӗ, эсӗ вӗсен айӑпне, вӗсен ҫылӑхне каҫар, тейӗр, терӗ. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑн аҫу Туррийӗн чурисен айӑпӗсене каҫарсам, тенӗ. Хӑйне ҫапла каланӑ чухне Иосиф йӗрсе тӑнӑ. |
| 18 |
| Тӑванӗсем хӑйсем те пынӑ, вӗсем унӑн умне ӳксе ӑна каланӑ: акӑ эпир санӑн чурусем пулатпӑр, тенӗ. |
| 19 |
| Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп; |
| 20 |
| акӑ эсир мана хирӗҫ усал шухӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пурӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫавӑрчӗ; |
| 21 |
| эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ. Вӑл вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсен кӑмӑлне килмелле калаҫнӑ. |
| 22 |
| Вара Иосиф хӑй те, унӑн ашшӗн килӗ-йышӗ те Египетра пурӑннӑ; мӗнпурӗ Иосиф ҫӗр те вунӑ ҫул пурӑннӑ; |
| 23 |
| Иосиф Ефрем ачисене виҫҫӗмӗш сыпӑк таранчченех курнӑ, Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем те Иосиф чӗрҫи ҫинех ҫуралнӑ. |
| 24 |
| Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ вилетӗп, Турӑ сирӗн пата килетех, Вӑл сире ҫак ҫӗртен Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе тухӗ, тенӗ. |
| 25 |
| Иосиф Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ: Турӑ сирӗн пата килсессӗн, манӑн шӑммӑмсене кунтан илсе тухӑр, тенӗ. |
| 26 |
| Иосиф ҫӗр вунӑ ҫулта вилнӗ. Ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе Египет ҫӗрӗнче арчана хурса пытарнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/genesis/050.mp3
50
50