|
| 1 |
|
| Ҫӗр ҫинче этемсем ӗрче пуҫласассӑн, вӗсен хӗрӗсем те ҫуралсассӑн, |
|
| 2 |
|
| Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем илемлине курнӑ та вӗсене кам хӑшне суйланӑ, ҫавна хӑй валли качча илнӗ. |
|
| 3 |
|
| Ҫӳлхуҫа [Турӑ] каланӑ: ҫак ҫынсем Манӑн Сывлӑшӑма ӗмӗрех хирӗҫ тӑраймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт анчах; вӗсен кунҫулӗ ҫӗр ҫирӗм ҫул пултӑр, тенӗ. |
|
| 4 |
|
| Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче улӑпсем пулнӑ, уйрӑмах вӗсем Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем патне кӗре пуҫласассӑн, кусем вӗсем валли ача ҫурата пуҫласассӑн нумайланнӑ: вӗсем паттӑр ҫынсем, мӗн авалтанпах чаплӑ ҫынсем пулнӑ. |
|
| 5 |
|
| Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ; |
|
| 6 |
|
| ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа ӳкӗннӗ, Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ. |
|
| 7 |
|
| Вара Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам пултарнӑ этемсене Эпӗ ҫӗр ҫийӗнчен пӗтеретӗп, этемрен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калта, тӳпери вӗҫен кайӑк таранах пӗтеретӗп, вӗсене пултарнӑшӑн Эпӗ ӳкӗнтӗм ӗнтӗ, тенӗ. |
|
| 8 |
|
| Ной вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче тивлетлӗ пулнӑ. |
|
| 9 |
|
| Акӑ Нойӑн пурӑнӑҫӗ: Ной хӑйӗн ӑрӑвӗнче тӳрӗ ҫын, айӑпсӑр ҫын пулнӑ; Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ. |
|
| 10 |
|
| Нойӑн Сим, Хам тата Иафет ятлӑ виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ. |
|
| 11 |
|
| Ӗнтӗ Турӑ куҫӗ умӗнче ҫӗр ирсӗрленсе ҫитнӗ, ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ. |
|
| 12 |
|
| [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ҫӗр ҫине пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр пӗтӗмпе ирсӗрленнӗ, пурте хӑйсен ҫӗр ҫинчи ҫулне пӑсса пӗтернӗ. |
|
| 13 |
|
| [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: пӗтесси ҫитрӗ, мӗн пурри Манӑн умӑмра пӗтӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр вӗсенӗн усал ӗҫӗсемпе тулса ҫитрӗ; акӑ Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтерӗп. |
|
| 14 |
|
| Ху валли гофер йывӑҫӗнчен карап ту; карап ӑшӗнче пӳлӗмсем ту, унӑн шалашне те, тулашне те сӑмалапа сӗрсе тух. |
|
| 15 |
|
| Ӑна ҫапла ту: карапӑн тӑршшӗ виҫҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пултӑр. |
|
| 16 |
|
| Карапунта шӑтӑк туса хӑвар, тӑррине пӗр чикене ҫити ансӑрлат, карапа кӗме унӑн айккине алӑк ту; пурӑнмашкӑн ун ӑшӗнче аялти хутне, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш хутне ту. |
|
| 17 |
|
| Акӑ Эпӗ ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те пӗтермешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп; ҫӗр ҫинче мӗн пурри йӑлтах вилсе пӗтӗ. |
|
| 18 |
|
| Анчах Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ. |
|
| 19 |
|
| Ҫавӑн пекех карап ҫине тата [пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗлен-калтана тата] пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр илсе кӗр, вӗсем санпа пӗрле чӗрӗ юлччӑр; вӗсем аҫаллӑ-амаллӑ пулччӑр. |
|
| 20 |
|
| Санпа пӗрле чӗрӗ юлмашкӑн сан патна вӗҫен кайӑксен кашни ӑрӑвӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхсен кашни ӑрӑвӗнчен, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсен кашни ӑрӑвӗнчен аҫаллӑ-амаллӑ пӗрер мӑшӑр кӗччӗр. |
|
| 21 |
|
| Эсӗ ху валли ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ ҫимӗҫ ил, ӑна хӑв патна пухса хур; вӑл саншӑн та, вӗсемшӗн те апат пулӗ, тенӗ. |
|
| 22 |
|
| Ной пӗтӗмпех тунӑ: [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ. |
|
|
|
|