БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Хӑйне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм тӑшманӗсен аллинчен тата Саул аллинчен хӑтарнӑ кун Давид Ҫӳлхуҫана мухтаса юрӑ юрланӑ, вӑл ҫапла каланӑ: |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм, манӑн хӑватӑм, мана Хӑтараканӗ. |
| 3 |
| Туррӑм — манӑн чул хысакӑм; эпӗ Ӑна шанатӑп; Вӑл — манӑн хулканӑм, мана ҫӑлакан мӑйрака, манӑн хӳтлӗхӗм, манӑн тарса пытанмалли вырӑнӑм; мана Ҫӑлаканӗ, Эсӗ мана инкек-синкекрен хӑтартӑн! |
| 4 |
| Мухтава тивӗҫлӗ Ҫӳлхуҫана чӗнӗп те — хамӑн тӑшмансенчен ҫӑлӑнӑп. |
| 5 |
| Мана вилӗм хумӗсем хупӑрларӗҫ, мана капланса килнӗ йӗркесӗр ӗҫсем хӑратрӗҫ; |
| 6 |
| тамӑк сӑнчӑрӗсем явса илчӗҫ мана, вилӗм танатисем явакларӗҫ мана. |
| 7 |
| Чун тӑвӑрланса ҫитнӗ чухне Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса чӗнтӗм, хамӑн Туррӑма тархасларӑм — Вӑл манӑн сассӑма Хӑйӗн [сӑваплӑ] керменӗнчен илтрӗ, эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Унӑн хӑлхине ҫитрӗ. |
| 8 |
| [Ҫӳлхуҫа вӗсене] ҫилленчӗ те — ҫӗр чӗтрерӗ, силленчӗ, тӳпе никӗсӗсем кисренсе хускалчӗҫ. |
| 9 |
| Унӑн ҫиллипе тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑм тапса тухрӗ; Унран шӗл-кӑвар тӑкӑнса пычӗ. |
| 10 |
| Вӑл пӗлӗте тайӑлтарчӗ те — аяла анчӗ; Унӑн ури айӗнче — сӗм тӗттӗм; |
| 11 |
| херувимсем ҫине ларчӗ те — вӗҫсе кайрӗ, ҫил ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе пычӗ; |
| 12 |
| тӳпери пӗлӗтсен шывне ҫӑралатса, сӗмлӗхе Хӑйӗн пӗркенчӗкӗ турӗ; |
| 13 |
| Ун умӗнче ялтӑртатакан ҫутӑран вутлӑ кӑвар хыпса ҫунчӗ. |
| 14 |
| Тӳпере Ҫӳлхуҫа кӗмсӗртеттерсе ячӗ, Ҫӳлти Турӑ ҫапла сасӑ пачӗ; |
| 15 |
| ҫӗмренӗсемпе печӗ те — вӗсене салатрӗ; ҫиҫӗмне [ҫиҫтерчӗ те] — вӗсене тӗп турӗ. |
| 16 |
| Ҫӳлхуҫанӑн хаяр сассипе, Унӑн ҫилли ҫил пек вӗрсе тӑнипе тинӗс тӗпӗсем курӑнчӗҫ, тӗнченӗн тӗпӗ-никӗсӗ уҫӑлчӗ. |
| 17 |
| Вӑл ҫӳлтен аллине тӑсрӗ те — мана ярса илчӗ, мана тарӑн шывран туртса кӑларчӗ; |
| 18 |
| мана вӑйлӑ тӑшманӑмран, хама курайманнисенчен, хамран вӑйлӑраххисенчен, хӑтарчӗ. |
| 19 |
| Вӗсем хӗн-асаплӑ кунӑмра мана хирӗҫ тӑчӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа манӑн тӗрекӗм пулчӗ, |
| 20 |
| мана ирӗк вырӑна илсе тухрӗ, мана хӑтарчӗ: Вӑл мана кӑмӑллать. |
| 21 |
| Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, аллӑм тасине кура тавӑрса пачӗ мана: |
| 22 |
| эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳрерӗм, хамӑн Туррӑм умӗнче усал ҫын пулмарӑм; |
| 23 |
| умӑмрах Унӑн пӗтӗм ӳкӗчӗ, эпӗ Унӑн йӗркисенчен пӑрӑнмарӑм, |
| 24 |
| Унӑн умӗнче айӑпсӑр пултӑм, ҫылӑха кӗресрен сыхлантӑм. |
| 25 |
| Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, мана Хӑй куҫӗ умӗнче таса пулнине кура тавӑрса пачӗ. |
| 26 |
| Эсӗ ырӑ ҫыншӑн ырӑ, тӳрӗ ҫыншӑн тӳрӗ, |
| 27 |
| таса ҫыншӑн таса пулатӑн, ултавлӑ ҫынна ултавне кура тавӑрса паратӑн. |
| 28 |
| Эсӗ хурлӑх тӳсекенсене ҫӑлатӑн, мӑнаҫлисем ҫине пӑхса илетӗн те — вӗсене кӗҫӗнлететӗн. |
| 29 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — манӑн ҫуттӑм; Ҫӳлхуҫа манӑн сӗмлӗхе ҫутӑлтарать. |
| 30 |
| Санпа пӗрле эпӗ тӑшман ҫарне аркататӑп, Туррӑмпа пӗрле хӳме урлӑ каҫатӑп. |
| 31 |
| Турӑ! — Унӑн ҫулӗ айӑпсӑр, Ҫӳлхуҫанӑн сӑмахӗ таса. Хӑйне шанакансемшӗн пуриншӗн те хулкан Вӑл. |
| 32 |
| Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне кам Турӑ пултӑр тата? пирӗн Турӑсӑр пуҫне кам тата хута кӗрекенӗ? |
| 33 |
| Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать, мана тӗрӗс ҫул кӑтартать; |
| 34 |
| манӑн урасене пӑлан ури пек тӑвать, мана ҫӳллӗ ҫӗре тӑратать; |
| 35 |
| аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентет, шӑнӑрӑмсене пӑхӑр ухӑ пек карӑнтарать. |
| 36 |
| Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна паратӑн, Санӑн ырӑлӑху мана асла кӑларать. |
| 37 |
| Эсӗ мана пысӑк утӑмпа уттаратӑн, урасем такӑнмаҫҫӗ манӑн. |
| 38 |
| Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, вӗсене аркататӑп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп; |
| 39 |
| вӗсене ҫӗмӗретӗп, аркататӑп, вӗсем тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ. |
| 40 |
| Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхатӑн, мана хирӗҫ тӑракансене ура айне ӳкеретӗн; |
| 41 |
| Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартатӑн, эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп: |
| 42 |
| вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест; |
| 43 |
| эпӗ вӗсене тусан авӑснӑ пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп, ҫӑратӑп. |
| 44 |
| Эсӗ мана халӑхӑм пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ пулма сыхласа хӑвартӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; |
| 45 |
| ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ; |
| 46 |
| ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса чӗтресе тӑраҫҫӗ. |
| 47 |
| Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, мана хӳтӗлекен мухтавлӑ! Мана ҫӑлакан Турӑ асла тухтӑр! |
| 48 |
| Маншӑн тавӑракан Турӑ, халӑхсене мана пӑхӑнтаракан Турӑ, |
| 49 |
| мана тӑшмансенчен хӑтаракан Турӑ асла тухтӑр! Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн. |
| 50 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫавӑнпа Сана ют халӑхсем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп: |
| 51 |
| Эсӗ — Хӑвӑн патшуна хӑватлӑн ҫӑлаканӗ, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давида, унӑн йӑхне ӗмӗр-ӗмӗр ырӑлӑх кӑтартаканӗ! |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2samuel/022.mp3
24
22