БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн Израилӗн мӗнпур йӑхӗ Давид патне Хеврона пынӑ та каланӑ: акӑ эпир — санӑн шӑмму, санӑн ӳтӳ, тенӗ; |
| 2 |
| ӗнерпе виҫӗмкун кӑна-ха, Саул пирӗн патша пулнӑ чухне, эсӗ Израиль ҫыннисене ҫапӑҫӑва илсе ҫӳреттӗн; Ҫӳлхуҫа сана ҫапла каларӗ: малашне Манӑн Израиль халӑхне эсӗ пӑхса усрӑн, эсӗ Израиль ҫулпуҫӗ пулӑн, терӗ. |
| 3 |
| Вара Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни патша патне Хеврона пынӑ та, Давид патша вӗсемпе Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ; Давида [пӗтӗм] Израиль патши пулма ҫу сӗрнӗ. |
| 4 |
| Патшана ларнӑ чухне Давид вӑтӑрта пулнӑ; вӑл хӗрӗх ҫул патшара ларнӑ. |
| 5 |
| Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх таран Иудея патши пулнӑ, пӗтӗм Израильпе Иудея патши пулса вӑтӑр виҫӗ ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ. |
| 6 |
| Патшапа унӑн ҫыннисем, иевусейсене хирӗҫ кайса, Иерусалима тапӑннӑ, иевусейсем ҫак ҫӗршыв ҫыннисемех пулнӑ; анчах вӗсем Давида: эсӗ кунта кӗреймӗн; сана суккӑрсемпе чӑлахсем хӑваласа ярӗҫ, тенӗ, ку ӗнтӗ «Давид кунта кӗреймӗ» тенине пӗлтернӗ. |
| 7 |
| Анчах Давид Сион керемне парӑнтарнӑ: ку — Давид хули. |
| 8 |
| Вара Давид ҫав кун каланӑ: иевусейсене вӗлернӗ чухне кирек хӑшӗ те Давид чунне курайман уксахсемпе суккӑрсене те сӑнӑпа чиктӗр, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ суккӑрпа уксах [Ҫӳлхуҫа] ҫуртне кӗреймӗ, теҫҫӗ. |
| 9 |
| Давид кереме вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ, хулана вӑл йӗри-таврашӗпех, Милло теекен вырӑнтан пуҫласа йӗри-таврах, шалтан та, тулашӗнчен те тӗреклӗлетнӗ. |
| 10 |
| Давид ӗҫӗсем ӑнӑҫсах пынӑ, вӑл вӑй илсе ҫӗкленнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ унпа пӗрле пулнӑ. |
| 11 |
| Хирам, Тир патши, Давид патне элчӗсем янӑ, вӗсемпе пӗрле кедр пӗрене тата каскалакансемпе чул купалакансем ярса панӑ; вӗсем Давида ҫурт лартса панӑ. |
| 12 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид хӑйне Ҫӳлхуҫа Израиль патши пулма ҫирӗплетнине, Вӑл ӑна Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн ҫӗкленине ӑнланса илнӗ. |
| 13 |
| Хевронран куҫса килнӗ хыҫҫӑн Давид Иерусалимран та ҫум-арӑмсемпе арӑмсем илнӗ. |
| 14 |
| Давидӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Акӑ Иерусалимра ҫуралнисен ячӗсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон, |
| 15 |
| Евеар, Елисуа, Нафек, Иафиа, |
| 16 |
| Елисама, Елидае, Елифалеф, [Самае, Иосиваф, Нафан, Галамаан, Иеваар, Феисус, Елифалаф, Нагев, Нафек, Ионафан, Леасамис, Ваалимаф тата Елифааф]. |
| 17 |
| Давида Израиль патши пулма ҫу сӗрнине пӗлсессӗн, филистимсем пурте Давида шырама хускалнӑ. Давид ҫакна илтнӗ те кереме кайнӑ. |
| 18 |
| Филистимсем ҫитнӗ те Рефаим айлӑмне вырӑнаҫса тӑнӑ. |
| 19 |
| Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: манӑн филистимсене хирӗҫ каймалла-и? вӗсене манӑн аллӑма парӑн-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа Давида каланӑ: кай, Эпӗ филистимсене санӑн аллуна парӑп, тенӗ. |
| 20 |
| Давид вара Ваал-Перацим теекен вырӑна кайнӑ, ҫавӑнта филистимсене аркатса тӑкнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн Давид каланӑ: Ҫӳлхуҫа ман тӑшманӑмсене ман умрах шыв юхӑмӗ аркатнӑ-ҫӗмӗрнӗ евӗр хирсе тӑкрӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа та ҫак вырӑна Ваал-Перацим тесе ят панӑ. |
| 21 |
| [Филистимсем] унта хӑйсен йӗрӗхӗсене пӑраха-пӑраха хӑварнӑ та, Давид ҫыннисем вӗсене пуҫтарнӑ, патша ҫавсене [вутра ҫунтарса яма хушнӑ.] |
| 22 |
| Филистимсем каллех килнӗ те Рефаим айлӑмне вырӑнаҫса тӑнӑ. |
| 23 |
| Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: [манӑн филистимсене хирӗҫ каймалла-и, вӗсене манӑн аллӑма парӑн-и? тенӗ.] Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: хирӗҫ ан тух, хыҫалтан ҫаврӑн та пурҫӑн йывӑҫҫи ӳсекен ката енчен пыр; |
| 24 |
| пурҫӑн йывӑҫҫисем ҫийӗн ҫын утнӑ пек сасӑ илтсессӗн хускал, ҫавӑн чухне филистимсен ҫарне пӗтерме сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, тенӗ. |
| 25 |
| Давид Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ та филистимсене Гавая хулинчен пуҫласа Газер хули таранах аркатса тӑкнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2samuel/005.mp3
24
5