БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид филистимсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, парӑнтарнӑ вӗсене, Давид филистимсен аллинчен Мефег-Гаамма хулине туртса илнӗ. |
| 2 |
| Вӑл моавсене те парӑнтарнӑ, вӗсене ҫӗр ҫине вырттарса тухнӑ та рете вӗренпе виҫеленӗ; вӗлермешкӗн икӗ вӗренлӗх, чӗрӗ хӑвармашкӑн пӗр вӗренлӗх виҫнӗ. Моавсем вара Давида хырҫӑ тӳлесе тӑракан чура пулса тӑнӑ. |
| 3 |
| Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ; |
| 4 |
| Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ. |
| 5 |
| Сува патшине Адраазара пулӑшма Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, ҫитнӗ; Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ. |
| 6 |
| Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал ҫарӗсем тӑратнӑ та, Сири ҫыннисем Давида хырҫӑ тӳлесе тӑракан чура пулса тӑнӑ. |
| 7 |
| Давид ӗнтӗ, Адраазар чурисенчен ылтӑн хулканӗсене туртса илсе, вӗсене Иерусалима илсе кайнӑ. [Кайран вӗсене Египет патши Сусаким, Соломон ывӑлӗ Ровоам вӑхӑтӗнче Иерусалима тапӑнсан, туртса илнӗ.] |
| 8 |
| Беф хулипе Бероф хулинче — Адраазар хулисенче — Давид патша питӗ нумай пӑхӑр ярса илнӗ, [унран Соломон пӑхӑр тинӗспе пӑхӑр юпасем, ҫӑвӑнмалли савӑтсем тата ытти савӑт-сапа тутарнӑ]. |
| 9 |
| Фой — Имаф патши — Давид Адраазарӑн пӗтӗм ҫарне аркатса тӑкни ҫинчен илтнӗ те |
| 10 |
| Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Адраазар Фоя хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ пулнӑ. Иорам хӑйпе пӗрле ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа илсе пынӑ. |
| 11 |
| Давид патша ҫакна та Ҫӳлхуҫана халалланӑ, хӑй пӑхӑнтарнӑ мӗнпур халӑхсенчен — Сири ҫыннисемпе моавсенчен, аммонсемпе филистимсенчен, амаликсенчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те, Адраазартан — Рехов ывӑлӗнчен, Сува патшинчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те Турра халалланӑ. |
| 12 |
| 13 |
| Давид, Тӑварлӑ айлӑмра Сири ҫыннисене вунсакӑр пин аркатса таврӑнсан, хӑйӗн ятне чапа кӑларнӑ. |
| 14 |
| Вӑл Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратса тухнӑ; пӗтӗм Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратнӑ хыҫҫӑн идумейсем пурте Давид чури пулса тӑнӑ. Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида пур ҫӗрте те Турӑ упранӑ. |
| 15 |
| Давид пӗтӗм Израиль патши пулнӑ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхне тӳрӗ сут туса, тӗрӗссине туса тӑнӑ. |
| 16 |
| Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, |
| 17 |
| Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Ахимелех — священниксем, Сераия — ҫыруҫӑ, |
| 18 |
| Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнчи пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2samuel/008.mp3
24
8