БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Виҫӗ ҫул пурӑнса ирттернӗ, Сирипе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пулман. |
| 2 |
| Виҫҫӗмӗш ҫулӗнче Иосафат — Иудея патши — Израиль патши патне пынӑ. |
| 3 |
| Вара Израиль патши хӑйӗн тарҫисене каланӑ: Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хули пирӗн хула пулнине пӗлетӗр-и? Эпир вара тахҫантанпах шарламасӑр тӑратпӑр, ӑна Сири патши аллинчен туртса илесси ҫинчен шухӑшламастпӑр, тенӗ. |
| 4 |
| Унтан вӑл Иосафата каланӑ: манпа пӗрле Галаадри Рамофа хирӗҫ вӑрҫӑпа пырӑн-и? тенӗ. Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине каланӑ: эсӗ мӗнле, эпӗ те ҫапла; сан халӑху мӗнле, ман халӑхӑм та ҫавӑн пекех; санӑн урхамахусем мӗнле, ман урхамахсем те ҫавӑн пекех, тенӗ. |
| 5 |
| Иосафат Израиль патшине тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫа мӗн калӗ, ыйтса пӗл паян, тенӗ. |
| 6 |
| Израиль патши пророксене пӗр тӑватҫӗр ҫын пуҫтарнӑ та каланӑ: Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и манӑн, каймалла мар-и? тенӗ. Лешӗсем: кай, Ҫӳлхуҫа ӑна патша аллине парӗ, тенӗ. |
| 7 |
| Иосафат каланӑ: кунта Турӑ пророкӗ тата ҫук-ши? ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулатчӗ, тенӗ. |
| 8 |
| Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ. Иосафат ӗнтӗ: эй патша, ун пек ан кала, тенӗ. |
| 9 |
| Израиль патши вара пӗр хайрана чӗнсе илсе каланӑ: хӑвӑртрах Иемвлай ывӑлӗ Михей патне ҫитсе кил, тенӗ. |
| 10 |
| Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, Самари хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта харпӑр хӑй пуканӗ ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пророк вӗсем умӗнче тӑнӑ, малашне мӗн пуласса пӗлтерсе калаҫнӑ. |
| 11 |
| Седекия, Хенаана ывӑлӗ, тимӗр мӑйрака туса тӑхӑннӑскер, каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫакӑнпа эсӗ Сири ҫыннисене тӗппипе пӗтермелле сӗксе тухӑн, тет, тенӗ. |
| 12 |
| Ытти пророкӗсем те пурте ҫавнах шантарса калаҫнӑ: кай Галаадри Рамофа, ӑнӑҫу пулӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна патша аллине парӗ, тенӗ. |
| 13 |
| Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ; эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ. |
| 14 |
| Михей каланӑ: Турӑ пур! эпӗ Туррӑм мӗн каланине калӑп, тенӗ. |
| 15 |
| Вара вӑл патша патне пынӑ. Патша ӑна каланӑ: Михей! Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн, каймалла мар-и? тенӗ. Лешӗ ӑна: кай, ӑнӑҫу пулать, Ҫӳлхуҫа вӑл хулана патша аллине парӗ, тенӗ. |
| 16 |
| Патша ӑна каланӑ: татах, татах тархаслатӑп сана, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗрӗссине каланисӗр пуҫне мана урӑх нимӗн те ан кала, тенӗ. |
| 17 |
| Михей каланӑ: тусем тӑрӑх кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек сапаланса кайнӑ пӗтӗм Израиль ҫыннине куратӑп эпӗ. Ҫӳлхуҫа: пуҫлӑх ҫук вӗсен, ӗнтӗ лӑпланса кашнийӗ хӑй килне таврӑнтӑр, терӗ, тенӗ. |
| 18 |
| Израиль патши Иосафата каланӑ: каламарӑм-и сана, вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать темерӗм-и? тенӗ. |
| 19 |
| [Михей] каланӑ вара: [ун пек мар; ман сӑмаха мар,] Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн тавра сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ; |
| 20 |
| Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ. Хайхи пӗри капла калать, тепӗри апла калать; |
| 21 |
| унтан пӗр сывлӑшӗ Ҫӳлхуҫа умне тухса тӑчӗ те: эпӗ илӗртсе ҫавӑрӑп ӑна, терӗ. Ҫӳлхуҫа унран ыйтрӗ: мӗнле майпа? терӗ. |
| 22 |
| Лешӗ каларӗ: тухӑп та унӑн пур пророкӗн чӗлхи-ҫӑварӗнче те суя сывлӑш пулса тӑрӑп, терӗ. Ҫӳлхуҫа каларӗ: эсӗ илӗртсе ҫавӑрӑн ӑна, тӑвӑн ҫакна, кай та ҫапла ту, терӗ. |
| 23 |
| Халӗ ӗнтӗ акӑ Ҫӳлхуҫа ҫав суя сывлӑша санӑн пророкусен чӗлхи-ҫӑварне кӗме чарман; анчах Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ырӑ мар каларӗ, тенӗ Михей. |
| 24 |
| Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран уйӑрӑлса кайнӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ? тенӗ. |
| 25 |
| Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ. |
| 26 |
| Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та |
| 27 |
| калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫителӗксӗр ҫӑкӑр ҫитерсе, ҫителӗксӗр шыв ӗҫтерсе тытӑр ӑна, тесе калать тейӗр, тенӗ. |
| 28 |
| Михей каланӑ: эхер те эсӗ вӑрҫӑран таврӑнаятӑн пулсассӑн, ман урлӑ Турӑ мар калаҫнӑ вара, тенӗ. Унтан: эй халӑх, итлӗр пурте! тенӗ. |
| 29 |
| Ӗнтӗ Израиль патшипе Иосафат, Иудея патши, Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хули патне тухса кайнӑ. |
| 30 |
| Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ. Вара Израиль патши тумне улӑштарнӑ та ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ. |
| 31 |
| Сири патшийӗн вӑтӑр икӗ ҫар урапи пулнӑ, вӑл ҫавсен пуҫлӑхӗсене каланӑ: кӗҫӗннипе те, аслипе те ан ҫапӑҫӑр, пӗр Израиль патшипе анчах ҫапӑҫӑр, тенӗ. |
| 32 |
| Иосафата курсассӑн, ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем: «Израиль патши ҫакӑ!» тесе шутланӑ та ӑна тапӑнасшӑн талпӑннӑ. Иосафат кӑшкӑрса янӑ. |
| 33 |
| Ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем, ку Израиль патши маррине курса, ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ. |
| 34 |
| Пӗр ҫынни вара уххине ӑнсӑртран карӑнтарса вӗҫертнӗ те Израиль патшине тимӗр тумтирӗн ҫӗвви витӗр лектерсе амантнӑ. Патша хӑйӗн лавҫине каланӑ: мана амантрӗҫ, каялла ҫаврӑн та мана ҫар хушшинчен илсе тух, тенӗ. |
| 35 |
| Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ та, патша Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, ун суранӗнчен ҫар урапи ҫине юн юхнӑ, каҫхине вилнӗ вара. |
| 36 |
| Хӗвел аннӑ вӑхӑтра пӗтӗм тапӑра каласа пӗлтернӗ: кашнийӗ хӑй хулине, кашнийӗ хӑй ҫӗрне кайӑр! тенӗ. |
| 37 |
| Ҫапла патша вилнӗ, ӑна Самарие турттарса килнӗ, патшана Самарире пытарнӑ. |
| 38 |
| Ҫар урапине Самари пӗвинче ҫуса тасатнӑ, патша юнне йытӑсем ҫуланӑ, ҫав юнланнӑ шывпах аскӑн арӑмсем ҫӑвӑннӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх пулнӑ. |
| 39 |
| Ахавӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине, тата сӑлан шӑмминчен лартнӑ керменпе вӑл тунӑ хуласем ҫинчен Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. |
| 40 |
| Ҫапла Ахав канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Охозия ларнӑ. |
| 41 |
| Ахав Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине Аса ывӑлӗ Иосафат вара Иудея патшине ларнӑ пулнӑ. |
| 42 |
| Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр пилӗк ҫулта пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ. Унӑн амӑшӗ, Салаил хӗрӗ, Азува ятлӑ пулнӑ. |
| 43 |
| Иосафат пур тӗлӗшпе те хӑй ашшӗ Аса ҫулӗпе ҫӳренӗ, унран пӑрӑнман, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ. Анчах тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан; халӑх вӗсем ҫинче ҫаплах-ха парнесем кӳнӗ, тӗтӗркӗчпе тӗтӗрнӗ. |
| 44 |
| Иосафат Израиль патшипе килӗшӳ тунӑ. |
| 45 |
| Иосафатӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл мӗнле ҫапӑҫнине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. |
| 46 |
| Вӑл хӑйӗн ашшӗ Аса пурӑннӑ вӑхӑтра сыхланса юлнӑ аскӑн ҫынсене тӗппипе пӗтернӗ. |
| 47 |
| Идумея ҫӗрӗнче ун чухне патша пулман; унта Иудея патшин вырӑнти пуҫлӑхӗ анчах пулнӑ. |
| 48 |
| Иосафат [патша] Офир ҫӗрӗнчен ылтӑн турттарса тӑмашкӑн карапсем тутарнӑ; анчах вӗсем ҫитес ҫӗре ҫитеймен: Ецион-Гавер патӗнче ҫапӑнса арканнӑ. |
| 49 |
| Вара Охозия — Ахав ывӑлӗ — Иосафата каланӑ: ӗнтӗ ман тарҫӑмсем санӑн тарҫусемпе пӗрле карапсемпе кайччӑр-и, тенӗ. Анчах Иосафат килӗшмен. |
| 50 |
| Иосафат ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ашшӗн Давидӑн хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Иорам ларнӑ. |
| 51 |
| Иудея патши Иосафат вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Охозия Израиль патшҫине ларнӑ; Израиле [Самарире] икӗ ҫул тытса тӑнӑ, |
| 52 |
| вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, вӑл ашшӗ ҫулӗпе, амӑшӗ ҫулӗпе, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ: |
| 53 |
| вӑл Ваала пӑхӑнса тӑнӑ, ӑна пуҫҫапнӑ, ашшӗ тунӑ ӗҫсенех туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1kings/022.mp3
22
22