БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Соломон патша пӗтӗм Израиле тытса тӑракан патша пулнӑ. |
| 2 |
| Ун ҫумӗнче пулнӑ пуҫлӑхсем ҫаксем: Садок священник ывӑлӗ Азария; |
| 3 |
| Сива ывӑлӗсем Елихорефпа Ахия, ҫыруҫӑсем; Ахилуд ывӑлӗ Иоасафат, самана ҫыруҫи; |
| 4 |
| Иодай ывӑлӗ Ванея, ҫарпуҫ; Садокпа Авиафар — священниксем; |
| 5 |
| Нафан ывӑлӗ Азария, халӑха пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ; Нафан священник ывӑлӗ Завуф — патша тусӗ; |
| 6 |
| Ахисар — патша ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑх; Авда ывӑлӗ Адонирам — аслӑ алманчӑ. |
| 7 |
| Тата Соломонӑн пӗтӗм Израиль хушшинче пуҫлӑх туса лартнисем вуниккӗн пулнӑ, вӗсем патшапа унӑн килӗ валли апат-ҫимӗҫ кӳрсе тӑнӑ: ҫулталӑкра кашнийӗн пӗр уйӑхлӑха апат-ҫимӗҫ тӑратмалла пулнӑ. |
| 8 |
| Акӑ вӗсен ячӗсем: Бен-Хур — Ефрем тӑвӗ ҫинче; |
| 9 |
| Бен-Декер — Макацра тата Шаалбимра, Вефсамисра тата Елонра, Беф-Хананра; |
| 10 |
| Бен-Хесед — Арюбофра; Соко тата пӗтӗм Хефер ҫӗрӗ те ун аллинче пулнӑ; |
| 11 |
| Бен-Авинадав — пӗтӗм Нафаф-Дора тытса тӑнӑ; Соломон хӗрӗ Тафафь унӑн арӑмӗ пулнӑ; |
| 12 |
| Ахилуд ывӑлӗ Ваана — Фаанахпа Мегиддора тата Изреельтен анатарахри Цартан ҫывӑхӗнчи пӗтӗм Беф-Санра, тата Беф-Санпа Абел-Мехол хутлӑхӗнче, тата Иокмеам леш енчи ҫӗрсенче те; |
| 13 |
| Бен-Гевер — Галаад ҫӗрӗнчи Рамофра; ун аллинче Манассия ывӑлӗн Иаирӑн Галаадри ялӗсем пулнӑ; ҫавӑн пекех Васанри Аргов тӑрӑхӗ тата хӳме хӳнӗ, пӑхӑр хӑлӑплӑ хапхасем лартнӑ утмӑл пысӑк хула та унӑнах пулнӑ; |
| 14 |
| Гиддо ывӑлӗ Ахинадав — Маханаимра; |
| 15 |
| Ахимаас — Неффалим ҫӗрӗнче; вӑл Соломон хӗрне Васемафана качча илнӗ; |
| 16 |
| Хушай ывӑлӗ Ваана — Асир ҫӗрӗнче тата Баалофра; |
| 17 |
| Паруах ывӑлӗ Иосафат — Иссахар ҫӗрӗнче; |
| 18 |
| Ела ывӑлӗ Шимей — Вениамин ҫӗрӗнче; |
| 19 |
| Урий ывӑлӗ Гевер — Галаад ҫӗрӗнче, Амморей патшийӗн Сигон ҫӗрӗнче, Васан патшийӗн Ог ҫӗрӗнче. Ӑна ҫак ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ туса лартнӑ. |
| 20 |
| Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ халӑхлӑ Иудӑпа Израиль ӗҫнӗ, ҫинӗ, савӑнса пурӑннӑ. |
| 21 |
| Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чиккисем таран пур патшалӑх та Соломон аллинче пулнӑ. Вӗсем парнесем кӳрсе тӑнӑ, Соломон ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӑна пӑхӑнса тӑнӑ. |
| 22 |
| Соломон килне кунсерен ҫакӑн чухлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ: тулӑ ҫӑнӑхӗ — вӑтӑр кор, ытти йышши ҫӑнӑх — утмӑл кор, |
| 23 |
| пӑлансемпе ту качакисемсӗр, сайгаксемсӗр, самӑртнӑ кайӑк-кӗшӗксӗр пуҫне тата вунӑ самӑртнӑ вӑкӑр, кӗтӳлӗхрен илсе килнӗ ҫирӗм вӑкӑр, ҫӗр сурӑх; |
| 24 |
| Соломон вӑл Евфрат шывӗн ку енчи пӗтӗм ҫӗре, Типсах хулипе Газа хули хутлӑхне, шыв ку енчи мӗнпур патшана тытса тӑнӑ, тата унӑн таврари пур ҫӗршывпа та килӗшӳ пулнӑ. |
| 25 |
| Соломон вӑхӑтӗнче Иудӑпа Израиль — Дан хулинчен пуҫласа Вирсавия хули таранах — тӑнӑҫлӑн, кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм пахчийӗпе смоква йывӑҫӗсем айӗнче пурӑннӑ. |
| 26 |
| Соломонӑн ҫар ураписене кӳлмелли лашасем валли хӗрӗх пин вите пӳлмекӗ, утлӑ ҫар валли вуникӗ пин пӳлмек пулнӑ. |
| 27 |
| Халӑх хушшине пуҫлӑха лартнӑ леш вуникӗ пуҫлӑх Соломона патша сӗтелӗ валли мӗн кирлине пурне те кашнийӗ хӑйӗн уйӑхӗнче кӳрсе тӑнӑ, вӗсем нимӗн тӗлӗшӗнчен те ҫителӗксӗр паманни пулман. |
| 28 |
| Патша тӑнӑ вырӑна лашасемпе мулсем валли, кашнийӗ хӑйӗн черечӗпе, урпа тата улӑм кӳре-кӳре панӑ. |
| 29 |
| Турӑ Соломона ӑслӑлӑхпа питех те пысӑк ӑс-хакӑл, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек виҫесӗр ӑстӑн панӑ. |
| 30 |
| Соломонӑн ӑсӗ-тӑнӗ тухӑҫ ывӑлӗсен ӑсӗнчен те, Египет ҫыннисен пур ӑслӑлӑхӗнчен те пысӑкрах пулнӑ. |
| 31 |
| Вӑл пур ҫынран та ӑслӑрах пулнӑ: Езран ывӑлӗнчен Ефанран та, Махол ывӑлӗсенчен Еманран та, Халколпа Дардӑран та, унӑн ячӗ таврари пур халӑх хушшинче те чапа тухнӑ. |
| 32 |
| Вӑл хайланӑ ытарӑшсен шучӗ виҫӗ пине ҫитнӗ, юррисем унӑн пин те пилӗк юрӑ пулнӑ; |
| 33 |
| вӑл йывӑҫ-курӑк ҫинчен каланӑ, Ливан кедрӗнчен пуҫласа хӳме ҫинче шӑтса ӳсекен иссоп таранах пӗлнӗ вӑл, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен те, кайӑк-кӗшӗк ҫинчен те, ҫӗлен-калта ҫинчен те, пулӑсем ҫинчен те каланӑ. |
| 34 |
| Соломонӑн ӑслӑ сӑмахӗсене итлеме пур халӑх хушшинчен те пырса ҫӳренӗ, патшасем те хӑйсен ӑсчахӗсене Соломон патша каланине итлеме янӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1kings/004.mp3
22
4