|
| 1 |
|
| Соломона ашшӗ вырӑнне патшана лартса ҫу сӗрни ҫинчен илтсессӗн, Тир патши Хирам ун патне хӑйӗн тарҫисене янӑ: Хирам ӗмӗр тӑршшӗпех Давидпа туслӑ пулнӑ. |
|
| 2 |
|
| Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ: |
|
| 3 |
|
| эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ; |
|
| 4 |
|
| халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук; |
|
| 5 |
|
| халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп; |
|
| 6 |
|
| ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон. |
|
| 7 |
|
| Соломон сӑмахӗсене илтсессӗн, Хирам питӗ савӑнса кайнӑ та каланӑ: Давида ҫав йышлӑ халӑха тытса тӑма ӑслӑ ывӑл панӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ пултӑр! тенӗ. |
|
| 8 |
|
| Хирам вара Соломон патне ҫапла калама ҫынсем янӑ: эсӗ ман патӑма мӗн калама янине эпӗ тӑнласа итлерӗм, кедр йывӑҫҫисемпе кипарис йывӑҫҫисем тӗлӗшӗнчен ху мӗн кӑмӑл тунине пӗтӗмпех тӑвӑп; |
|
| 9 |
|
| ман чурасем ӑна Ливанран тинӗс хӗррине турттарса анӗҫ, эпӗ ӑна сулӑсем ҫине тиесе тинӗспе эсӗ кӑтартнӑ вырӑна илсе ҫитерӗп, ҫавӑнта пушатса купалӑп, эсӗ ҫавӑнтан илсе кайӑн; анчах хӑв та тивӗҫтерсем ман кӑмӑла: ман килӗм валли тырӑ кӳрсе тӑмалла ту, тенӗ. |
|
| 10 |
|
| Хирам ӗнтӗ Соломона, ун кӑмӑлне ҫырлахтарса, ҫителӗклех кедр йывӑҫҫипе кипарис йывӑҫӗ парса тӑнӑ. |
|
| 11 |
|
| Соломон вара Хирам килне апат-ҫимӗҫ валли ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм кор чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ панӑ: Соломон Хирама ҫулсерен ҫавӑн чухлӗ парса тӑнӑ. |
|
| 12 |
|
| Хӑй каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Соломона ӑслӑлӑх панӑ. Хирампа Соломон пӗр-пӗринпе ҫураҫуллӑ пурӑннӑ, вӗсем вара хӑйсем хушшинче килӗшӳ тунӑ. |
|
| 13 |
|
| Соломон пӗтӗм Израиле черетпе ӗҫлеттерме хушнӑ; вӑтӑр пин ҫыннӑн ӗҫлемелле пулнӑ. |
|
| 14 |
|
| Вӗсене Ливана вуншар пин ҫыннӑн, ылмаштарса, уйӑхлӑха ярса тӑнӑ; пӗр уйӑх вӗсем Ливанра пулнӑ, икӗ уйӑх хӑйсен килӗнче пурӑннӑ. Адонирам вӗсене пуҫлӑх пулса тытса тӑнӑ. |
|
| 15 |
|
| Тата Соломонӑн йывӑр йӑтаканӗсем ҫитмӗл пин ҫын, ту хушшинче чул касаканӗсем сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ. |
|
| 16 |
|
| Кунсӑр пуҫне тата унта ӗҫ тӑвакан халӑха астуса тӑма лартнӑ виҫӗ пин те виҫҫӗр пуҫлӑх пулнӑ. |
|
| 17 |
|
| Патша Ҫурт никӗсӗ валли пысӑк чулсем, хаклӑ чулсем, чутласа янтӑланӑ чулсем турттарса тӑма хушнӑ. |
|
| 18 |
|
| Вӗсене Соломон ӗҫлевҫисемпе Хирам ӗҫлевҫисем тата Гивал хули ҫыннисем чутла-чутла якатнӑ, Ҫурт лартма ҫапла [виҫӗ ҫул] йывӑҫпа чул хатӗрленӗ. |
|
|
|
|