БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа тӑватҫӗр сакӑрвуннӑмӗш ҫулхине, Соломон Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине иккӗмӗш уйӑхра, зиф уйӑхӗнче, Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума пуҫланӑ. |
| 2 |
| Соломон Ҫӳлхуҫа валли лартнӑ Ҫуртӑн тӑршшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм икӗ, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр икӗ чике пулнӑ, |
| 3 |
| Ҫурт умӗнчи пӑлтӑрӑн тӑршшӗ Ҫурт сарлакӑш пек ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ вунӑ чике пулнӑ. |
| 4 |
| Ҫурт чӳречисене Соломон решеткеллӗ тунӑ, анисене вашӑк кӑларса хупӑр чӳречесем тунӑ. |
| 5 |
| Ҫурт стенисем ҫумне, Ҫуртпа Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм йӗри-тавра, хушма хуралтӑ тӗксе тунӑ; тата йӗри-тавраллах «айккинчи пӳлӗмсем» тенӗ пӳлӗмсен ӗречӗ ҫавӑрса тухнӑ. |
| 6 |
| Тӗксе тунӑ хушма хуралтӑн аялти хучӗ хӑйӗн сарлакӑшӗпе пилӗк чике, варринчи — ултӑ чике, виҫҫӗмӗш хучӗ вара ҫичӗ чике сарлакӑш пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн, хушма хуралтӑ Ҫурт стенисене перӗнсе тӑмаллах ан пултӑр тесе, Ҫурт тавралла тул енчен картлаҫсем тунӑ. |
| 7 |
| Ҫурт лартнӑ ӗҫе чутласа янтӑланӑ чул ярса тӑнӑ; Ҫурт лартнӑ чухне унта ҫапкӑч, чусла е ытти нимӗнле тимӗр сӑпрай сасси те илтӗнмен. |
| 8 |
| Варринчи хута кӗмелли алӑк Ҫуртӑн сылтӑм енче пулнӑ. Пӑрӑмлӑ пусма тӑрӑх варринчи хута, варринчи хутран вара виҫҫӗмӗшне кӗрсе ҫӳренӗ. |
| 9 |
| Ҫапла Соломон Ҫурт лартнӑ, туса пӗтернӗ ӑна, ҫиелтен Ҫурта кедр хӑмипе сӑртарнӑ. |
| 10 |
| Пӗтӗм Ҫурт ҫумне пилӗк чике ҫӳллӗш айккинчи пӳлӗмсем туса тухнӑ; вӗсене, кедр пӗренисемпе усӑ курса, Ҫуртпа сыпӑнтарнӑ. |
| 11 |
| Соломона ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ: |
| 12 |
| акӑ эсӗ Ҫурт лартатӑн; эхер те эсӗ, Эпӗ кӑтартса панӑ йӗркесемпе Манӑн ӳкӗтсене пурне те тытса тӑрса, Эпӗ хунӑ йӗркесене пӑхӑнса пурӑнсассӑн, Эпӗ Давид аҫуна каланӑ сӑмахӑма сан тӗлӗшрен вырӑна килтерӗп, |
| 13 |
| Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, Хамӑн Израиль халӑхне пӑрахмӑп, тенӗ. |
| 14 |
| Ҫапла ӗнтӗ Соломон Ҫурт лартнӑ, туса пӗтернӗ ӑна. |
| 15 |
| Ҫурт стенисене шалтан кедр хӑмапа сӑрнӑ; Ҫурта шалтан урайӗнчен пуҫласа маччана ҫитиччен йывӑҫпа сӑрнӑ, урайне кипарис хӑми сарса тухнӑ. |
| 16 |
| Ҫуртӑн хыҫал енче, хӗрринчен ҫирӗм чикере, стена хӑпартнӑ, стенасемпе маччана кедр хӑмисемпе сӑрнӑ, ҫапла тунӑ пӳлӗме Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм тенӗ. |
| 17 |
| Ҫуртӑн малти пайӗ хӗрӗх чике тӑршшӗ пулнӑ. |
| 18 |
| Ҫурт ӑшчиккине сӑрнӑ кедр хӑмасене йӑлтах хӑяр, ҫурӑлакан ҫеҫке ӗренкисем каса-каса кӑларса эрешленӗ; чул пачах та курӑнман, пурне те кедр витсе тӑнӑ. |
| 19 |
| Ҫуртри Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине лартма тунӑ. |
| 20 |
| Ҫав пӳлӗмӗн вӑрӑмӑшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ ҫирӗм чике пулнӑ; ӑна таса ылтӑнпа сӑрнӑ; парне вырӑнне вара кедр хӑмапа сӑрнӑ. |
| 21 |
| Соломон Ҫурта та шалтан таса ылтӑнпа сӑрнӑ, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умне ылтӑн сӑнчӑрсем ҫактарнӑ, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме те ылтӑнпа сӑрнӑ. |
| 22 |
| Пӗтӗм Ҫурта ылтӑнпа сӑрнӑ, пӗтӗм Ҫурта йӑлтах, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнчи парне вырӑнне те пӗтӗмпе ылтӑнпа сӑрнӑ. |
| 23 |
| Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме ҫу йывӑҫҫинчен вунӑ чике ҫӳллӗш икӗ херувим туса лартнӑ. |
| 24 |
| Херувимӑн пӗр ҫуначӗ пилӗк чике тӑршшӗ, тепӗр ҫуначӗ те пилӗк чике тӑршшӗ пулнӑ; пӗр ҫуначӗ вӗҫӗпе тепӗр ҫуначӗ вӗҫӗ хушши вунӑ чике пулнӑ. |
| 25 |
| Тепӗр херувимӗ те вунӑ чике ҫӳллӗш пулнӑ; икӗ херувимӗ те пӗрешкел виҫеллӗ, пӗрешкел евӗрлӗ пулнӑ. |
| 26 |
| Пӗр херувимӗн ҫӳллӗшӗ вунӑ чике, тепӗр херувимӗн те ҫавӑн пекех пулнӑ. |
| 27 |
| Херувимсене Соломон Ҫуртӑн шалти пайӗн варрине лартнӑ. Херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, пӗрин ҫуначӗ Ҫуртӑн пӗр енне, тепӗр херувимӗн ҫуначӗ тепӗр енне перӗнсе тӑнӑ; иккӗмӗш ҫуначӗсем вӗсен Ҫурт варринче ҫунатпа ҫунат сӗртӗнсе тӑнӑ. |
| 28 |
| Херувимсене Соломон ылтӑнпа сӑрнӑ. |
| 29 |
| Ҫуртӑн пӗтӗм стени ҫине, икӗ пӳлӗмӗн стенисем ҫине те йӗри-таврах херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан ҫеҫкесем каса-каса ӳкернӗ. |
| 30 |
| Ҫурт урайне, шалти тата малти уйрӑмсен урайне, ылтӑнпа сӑрнӑ. |
| 31 |
| Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗме ҫу йывӑҫҫинчен алӑк тутарнӑ, сулисем унӑн пилӗк кӗтеслӗ пулнӑ. |
| 32 |
| Ҫу йывӑҫҫинчен тунӑ алӑкӑн икӗ хупӑлчи ҫине те херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан чечексем каса-каса ӳкернӗ те ылтӑнпа сӑрнӑ; херувимсене те, пальмӑсене те ылтӑнпа витнӗ. |
| 33 |
| Ҫурта кӗнӗ ҫӗрти алӑк суллисене ҫу йывӑҫҫинчен, тӑватӑ кӗтеслӗ тунӑ, |
| 34 |
| кипарис йывӑҫҫинчен тата икӗ алӑк тунӑ; пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлчи енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑннӑ, тепӗр алӑкӗн икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑннӑ. |
| 35 |
| Вӗсем ҫине херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан чечексем каса-каса ӳкернӗ. |
| 36 |
| Виҫӗ ӗрет чутласа янтӑланӑ чул сарса, пӗр ӗрет кедр пӑрӑсӗ сарса шалти картиш тунӑ. |
| 37 |
| Тӑваттӑмӗш ҫулхине, зиф уйӑхӗнче, [иккӗмӗш уйӑхра,] Соломон ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, |
| 38 |
| вуннӑмӗш ҫулхине вара, бул уйӑхӗнче, — ку уйӑх саккӑрмӗш, — вӑл ӑна мӗнпур хатӗрӗ-хӗтӗрӗпе пӗрле, Ҫурчӗ мӗнле пулмаллине малтан пӗтӗмпе палӑртса хунӑ пек туса пӗтернӗ; ҫичӗ ҫул тунӑ ӑна. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1kings/006.mp3
22
6