БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Соломон вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулинчен, Сионран, куҫарса килмешкӗн Израилӗн аслӑ ҫыннисене, пӗтӗм йӑх пуҫӗсемпе Израиль ывӑлӗсен ӑру пуҫлӑхӗсене пурне те хӑй патне Иерусалима чӗнтернӗ. |
| 2 |
| Афаним уйӑхӗнче, — вӑл ӗнтӗ ҫиччӗмӗш уйӑх шутланать, — Соломон патша патне уява пӗтӗм Израиль ҫынни пуҫтарӑннӑ. |
| 3 |
| Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ; священниксем саккун арчине йӑтнӑ та |
| 4 |
| Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине те, пуху чатӑрне те, чатӑрти мӗнпур таса япалана та йӑтса кайнӑ; вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ. |
| 5 |
| Соломон патшапа ун патне пухӑннӑ пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ытла та нумай пулнӑран шутласа та кӑларайми вак тата шултӑра выльӑх парне кӳрсе, арча умӗнчен пынӑ. |
| 6 |
| Священниксем Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне — Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне — лартса хунӑ. |
| 7 |
| Херувимсем ҫуначӗсене арча вырӑнӗ ҫийӗн сарса тӑнӑ, херувимсем арчапа унӑн каштисене ҫӳлтен хупӑрласа тӑнӑ. |
| 8 |
| Каштисем вӑрӑм пулнӑ, вӗсен вӗҫӗсем Сӑваплӑ пӳлӗмренех курӑнса тӑнӑ, анчах тулаллах тухса тӑман; вӗсем мӗн паянхи кунчченех ҫавӑнта. |
| 9 |
| Саккун арчинче икӗ чул хӑмасӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман; вӗсене унта Моисей Хорив тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Египетран илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсемпе халал хывнӑ чухне хунӑ пулнӑ. |
| 10 |
| Священниксем Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗлӗт кӗрсе тулнӑ; |
| 11 |
| ҫав пӗлӗте пула, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑран, священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман. |
| 12 |
| Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗттӗмре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ; |
| 13 |
| эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, Санӑн ӗмӗрхи вырӑну ҫакӑнта пултӑр терӗм, тенӗ. |
| 14 |
| Унтан халӑх еннелле ҫаврӑнса патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, — |
| 15 |
| Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе каланине халӗ Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ! Туррӑмӑр каланӑччӗ: |
| 16 |
| «Хамӑн Израиль халӑхне Египетран илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн израильсен нихӑш йӑхӗнче те хула суйламан; [анчах Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе Иерусалима суйласа илтӗм] тата Хамӑн халӑхӑма Израиле тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ. |
| 17 |
| Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ; |
| 18 |
| анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл; |
| 19 |
| ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ. |
| 20 |
| Хӑй каланӑ сӑмахне Ҫӳлхуҫа вырӑна килтерчӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, эпӗ, Давид аттемӗн вырӑнне кӗрсе, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт туса лартрӑм; |
| 21 |
| унта саккун арчи валли вырӑн хатӗрлерӗм, арчара Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн аттесене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе хывнӑ халал упранать, тенӗ патша. |
| 22 |
| Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе |
| 23 |
| ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук; Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн. |
| 24 |
| Эсӗ Хӑвӑн чуруна, манӑн Давид аттеме, мӗн каланине вырӑна килтертӗн; Хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн каланине паянхи кун Хӑвӑн аллупа туса ҫитертӗн. |
| 25 |
| Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, халӗ ӗнтӗ Хӑвӑн чурушӑн, манӑн аттемшӗн, Ху ӑна: «эхер те санӑн ывӑлусем, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр, Ман умӑмра эсӗ ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтмӗҫ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ. |
| 26 |
| Халӗ ӗнтӗ, эй Израиль Турри, Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, каланӑ сӑмаху тӳрре килтӗр! |
| 27 |
| Чӑнахах та, Туррӑн ҫӗр ҫинче пурӑнмалла-и? ҫӳлти вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе те шӑнӑҫтараймасть Сана, эпӗ [Сан ятупа] лартнӑ Ҫурт епле шӑнӑҫтарайӗ? |
| 28 |
| эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ҫапах та Хӑвӑн чуру кӗлтуни ҫине, вӑл тилмӗрсе ыйтни ҫине пӑхсамччӗ; Хӑвӑн чуру паян Сана тархасланине, Сана йӑлӑнса кӗлтунине илтсемччӗ. |
| 29 |
| Ҫак Ҫурт ҫинчен Эсӗ: «Манӑн ятӑм унта пулӗ» тенӗ, апла Санӑн куҫу ӑна кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗ; Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта туса тӑрас кӗлле илтсе тӑрсамччӗ. |
| 30 |
| Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; Хӑв пурӑнакан вырӑнта, тӳпере, илтсемччӗ, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ. |
| 31 |
| Кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫынни умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑха кӗнӗ ҫынран вара тупа тума ыйтсассӑн, тупа тумашкӑн ӑна ҫак Ҫурта парне вырӑнӗ умне тӑратсассӑн, |
| 32 |
| Эсӗ, тӳперен илтсе, Хӑвӑн чурусене сут тусамччӗ: айӑплине усал ӗҫне хӑйӗн пуҫӗ ҫине ҫитерсе айӑпла, тӳррине хӑйӗн тӳрӗлӗхне кура тӳрре кӑларсамччӗ. |
| 33 |
| Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара, Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса тархасласассӑн, |
| 34 |
| Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсенӗн ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва тавӑрсамччӗ вӗсене. |
| 35 |
| Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн, |
| 36 |
| Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ. |
| 37 |
| Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин инкек-синкек, мӗнле те пулин чир пулать-и — |
| 38 |
| ҫынсем, инкеке чӗрипе туйса илсе, аллисене ҫак Ҫурт еннелле тӑссассӑн, Санӑн пӗтӗм халӑху хушшинчен пӗр ҫынни те пулин кӗлтуса йӑлӑнсассӑн та, |
| 39 |
| илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, хӗрхенсемччӗ вара; Эсӗ кирек хӑш ҫынна та, ун чӗри мӗнлине курса, вӑл мӗнле ҫӳренине кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн пур этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн: |
| 40 |
| ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр. |
| 41 |
| Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн ятушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, — |
| 42 |
| вӗсем Санӑн чаплӑ яту ҫинчен, Санӑн хӑватлӑ аллупа Санӑн пысӑк вӑю ҫинчен илтеҫҫех ӗнтӗ, — ҫапла килсе, вӑл ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, |
| 43 |
| илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан; ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне: ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑраччӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлччӗр. |
| 44 |
| Санӑн халӑху Эсӗ кӑтартса янӑ ҫулпа хӑйӗн тӑшманне хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Эсӗ суйласа илнӗ ҫак хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ чухне |
| 45 |
| илтсемччӗ тӳперен вӗсен кӗллине, вӗсем мӗн ыйтнине, вара вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ. |
| 46 |
| Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене хӑйсен ҫывӑхри е аякри ҫӗрне кайса ярсассӑн, |
| 47 |
| вӗсем унта, тыткӑнра пурӑнакан ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, |
| 48 |
| вара, хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ тӑшмансен ҫӗрӗнче пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, |
| 49 |
| вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ; |
| 50 |
| Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине, Хӑвӑн умӑнта тунӑ пур айӑпне те каҫарсамччӗ; вӗсене тыткӑна илсе кайнисенӗн чӗрине ҫемҫетсемччӗ, тӑшманӗсем хӗрхенччӗр вӗсене, вӗсемпе ырӑ пулччӑр; |
| 51 |
| вӗсем — Санӑн халӑху, Ху Египетран, тимӗр кӑмакаран, илсе тухнӑ еткерӳ вӑл. |
| 52 |
| [Санӑн хӑлхупа] Санӑн куҫу Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлӗшӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗ тӑвакан кӗлӗшӗн уҫӑ тӑччӑр: Сана тархасласа чӗннӗ чухне вӗсене яланах илтмелле пултӑр: |
| 53 |
| Эсӗ вӗсене, Ху Моисей чуру урлӑ каланӑ пек, пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхсен хушшичен Хӑв валли еткерлӗхе уйӑрса илнӗ, эй Ҫӳлхуҫа Патшамӑр! тенӗ Соломон. |
| 54 |
| Соломон Ҫӳлхуҫана парне вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ. Кӗлтуса пӗтерсессӗн [кӗлли вӗҫленсессӗн], вӑл ура ҫине тӑнӑ, аллисене хӑй ҫаплах ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ. |
| 55 |
| Ҫапла тӑрса, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне хытӑ сасӑпа каласа пилленӗ: |
| 56 |
| Хӑйӗн Израиль халӑхне, Хӑй каланӑ пек, лӑпкӑ пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мухтавлӑ! Хӑйӗн Моисей чури урлӑ каланӑ ырӑ сӑмахӗсенчен Унӑн пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлмарӗ; |
| 57 |
| пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗнпе пӗрле те пултӑрччӗ, ан пӑрахтӑрччӗ пире, пӑрахса ан кайтӑрччӗ пире, |
| 58 |
| пирӗн чӗресене Хӑй еннелле ҫавӑртӑрччӗ: эпир вара Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрер, Унӑн пирӗн аттемӗрсене панӑ ӳкӗчӗсене, йӗркисене, саккунӗсене уяса пурӑнар; |
| 59 |
| эпӗ [халӗ] Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтуса каланӑ ҫак сӑмахсем Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫапла Вӑл хӑй чуришӗн мӗн кирлине, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн мӗн кирлине кунран-кун туса тӑринччӗ, |
| 60 |
| вара халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗр Турӑ иккенне, Ун евӗрли урӑх ҫуккине пӗлӗҫинччӗ; |
| 61 |
| сирӗн чӗрӗрсем пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнса тӑччӑр, ҫапла, паянхи пекех, Вӑл панӑ йӗркесемпе ҫӳремелле, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнмалла пултӑр, тенӗ Соломон. |
| 62 |
| Вара патшапа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ. |
| 63 |
| Соломон канӑҫлӑх парнине ҫирӗм икӗ пин шултӑра выльӑх тата ҫӗр ҫирӗм пин вак выльӑх панӑ. Патшапа Израилӗн пӗтӗм ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ. |
| 64 |
| Ҫав кунах патша, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе тырӑ-пулӑ парнисем кӳрсе, канӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи картишӗн вӑтаҫӗр пайне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа умӗнчи пӑхӑр парне вырӑнӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене, тырӑ-пулӑ парнисене, канӑҫлӑх парнийӗсен ҫӑвне шӑнӑҫтарма пултарайман. |
| 65 |
| Ҫавӑн чухне Соломон уяв тунӑ, унпа пӗрле пӗтӗм Израиль халӑхӗ уявланӑ; пӗтӗм халӑх — Емаф хулинчен пуҫласа Египет шывӗ таран пурӑнакан халӑх — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ умне пуҫтарӑннӑ; [ӗҫнӗ, ҫинӗ, ҫавӑнта туса лартнӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ умӗнче кӗлтунӑ,] ҫичӗ кун, унтан тата ҫичӗ кун — вунтӑватӑ кун уявланӑ. |
| 66 |
| Саккӑрмӗш кунне Соломон халӑха килӗсене янӑ. Ҫынсем патшана мухтаса, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Давид чуришӗн, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн тунӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртесе, чӗререн савӑнса хӑйсен килӗсене саланнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1kings/008.mp3
22
8