БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ун вӑхӑтӗнче Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейӑна тапӑнса кӗнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ, кайран, унран хӑпса, уйрӑлнӑ. |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем-пророкӗсем урлӑ каланӑ пек, Иудӑна тӗп тумашкӑн ун ҫине халдейсен эшкерне, Сири ҫыннисен эшкерне, моавсен эшкерне, аммонсен эшкерне ярсах тӑнӑ. |
| 3 |
| Ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе пулнӑ: Вӑл Манассия тунӑ ҫылӑхсемшӗн Иудӑна Хӑй умӗнчен сирес тенӗ; |
| 4 |
| Манассия айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн, Иерусалима айӑпсӑр юнпа тултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа Иудӑна каҫарасшӑн пулман. |
| 5 |
| Иоакимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. |
| 6 |
| Иоаким ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иехония, ларнӑ. |
| 7 |
| Вавилон патши Египет патшийӗн ҫӗрне Египет юхӑмӗнчен пуҫласа Евфрат шывӗ таранах ярса илнӗ, ҫавӑнпа Египет патши текех хӑй ҫӗрӗнчен тухса ҫӳреймен. |
| 8 |
| Патшана ларнӑ чухне Иехония вунсаккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Нехушта, вӑл Иерусалимри Елнафан хӗрӗ пулнӑ. |
| 9 |
| Иехония, ашшӗ пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче пур тӗлӗшпе те юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ. |
| 10 |
| Ҫав вӑхӑтра Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн чурисем Иерусалима ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ. |
| 11 |
| Вавилон патши Навуходоносор унта чурисем хулана ҫавӑрса илсессӗн пырса ҫитнӗ. |
| 12 |
| Иудея патши Иехония ӗнтӗ Вавилон патши патне хӑй тухнӑ; унпа пӗрле амӑшӗ те, тарҫисем те, аслӑ улпучӗсем те, хайранӗсем те тухнӑ, — Вавилон патши ӑна тыткӑна илнӗ, ку ӗҫ Навуходоносор саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулса иртнӗ. |
| 13 |
| Вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тата патша керменӗнчи мӗнпур хаклӑ пурлӑха турттарса кайнӑ; унччен Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, Израиль патши Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарттарнӑ мӗнпур ылтӑн савӑта ватса-ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; |
| 14 |
| вара пӗтӗм Иерусалима, мӗнпур аслӑ улпута, мӗнпур вӑйпитти ҫара, мӗнпур алӑстине, тимӗрҫе, — вунӑ пин ҫынна, — хӑваласа илсе кайнӑ; чухӑн хура халӑхсӑр пуҫне урӑх кунта никам та юлман. |
| 15 |
| Вӑл Иехонияна та Вавилона куҫарса кайнӑ; патша амӑшне те, патша арӑмӗсене те, унӑн хайранӗсене те, ҫав ҫӗрӗн аслӑ ҫыннисене те Иерусалимран Вавилона куҫарса кайнӑ. |
| 16 |
| Ҫичӗ пин ҫынлӑ ҫара та, ӳнерҫӗсене те, ҫурт-йӗр тума пӗлекен пин ӑстана та, вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур сывӑ та паттӑр ҫынна та — пӗтӗмпех Вавилон патши Вавилона пурӑнма куҫарса кайнӑ. |
| 17 |
| Вавилон патши вара Иерусалимра патша пулма Матфанийӑна — Иехония пиччӗшне — лартнӑ. Унӑн ятне Седекия тесе улӑштарнӑ. |
| 18 |
| Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ. |
| 19 |
| Седекия, Иоаким пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ. |
| 20 |
| Ҫӳлхуҫа Иерусалима та, Иудейӑна та питӗ вӑйлӑ ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирнӗ. Седекия ӗнтӗ Вавилон патшинчен уйрӑлнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2kings/024.mp3
25
24