БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Турӑ саккунӗн арчине илсе килсессӗн, ӑна Давид ун валли хатӗрленӗ чатӑр варрине лартнӑ та Турра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ. |
| 2 |
| Давид пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ, |
| 3 |
| израильсене пурне те — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ. |
| 4 |
| Унтан вӑл темиҫе левита Ҫӳлхуҫа арчи умне Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине мухтавлама, тав тума тата аслӑлама тӑратнӑ: |
| 5 |
| Асафа — асли, Захарийӑна иккӗмӗшӗ тунӑ, Иеиелӑн, Шемирамофӑн, Иехиилӑн, Маттафиян, Елиавӑн, Ванеян, Овед-Эдомӑн, Иеиелӑн псалтирьпе цитра каламалла пулнӑ, Асафӑн кимвал ҫапмалла пулнӑ. |
| 6 |
| Ванеяпа Озиил священниксене Турӑ халалӗн арчи умӗнче пӗр вӗҫӗм трупа кӑшкӑртма тӑратнӑ. |
| 7 |
| Давид ҫав кунхине Асафпа унӑн тӑванӗсене Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтамашкӑн пӗрремӗш хут мухтав юрри панӑ: |
| 8 |
| Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр, халӑхсем хушшинче Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗр; |
| 9 |
| Ӑна мухтавлӑр, Ӑна мухтаса юрлӑр; Унӑн мӗнпур кӗтречӗ ҫинчен каласа кӑтартӑр; |
| 10 |
| Унӑн сӑваплӑ ячӗпе мухтанӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансенӗн чӗри хаваслантӑр; |
| 11 |
| Ҫӳлхуҫана, Унӑн вӑй-хӑватне шырӑр, яланах Унӑн сӑнне шырӑр; |
| 12 |
| Вӑл пултарнӑ кӗтретсене, Ун хӑвачӗн паллисене, Вӑл каланӑ йӗркесене астуса тӑрӑр, |
| 13 |
| эсир — Израиль вӑрлӑхӗ, Унӑн чурисем, Иаков ывӑлӗсем, Турӑ суйласа илнисем! |
| 14 |
| Вӑл — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: пӗтӗм ҫӗр ҫинче Унӑн йӗркисем. |
| 15 |
| Унӑн халалне, пин-пин сыпӑк валли каланӑ сӑмахне, Авраампа хывнӑ халалне, Исаака тупа тунине ӗмӗрӗпе астуса тӑрӑр, |
| 16 |
| 17 |
| ҫавна Вӑл Иаковшӑн саккун тунӑ, Израильшӗн ӗмӗрлӗх халал туса хунӑ, |
| 18 |
| «сана Ханаан ҫӗрне еткерлӗхе парӑп» тенӗ. |
| 19 |
| Вӗсем ун чухне сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ, унта ютран пынӑ ҫынсем пулса пурӑннӑ, |
| 20 |
| пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран тепӗр халӑх патне куҫса ҫӳренӗ; |
| 21 |
| анчах Вӑл вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те питленӗ: |
| 22 |
| «Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ. |
| 23 |
| Ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр; Вӑл ҫӑлни ҫинчен, ҫӑласси ҫинчен куллен-кун ырӑ хыпар сарӑр. |
| 24 |
| Халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен, пур тӗрлӗ йӑх хушшинче Унӑн кӗтречӗсем ҫинчен пӗлтерӗр: |
| 25 |
| Ҫӳлхуҫа аслӑ, мухтава тивӗҫлӗ, Вӑл пур турӑран та хӑрушӑ. |
| 26 |
| Халӑхсенӗн туррисем пурте ӑҫтиҫук ҫеҫ, Ҫӳлхуҫа вара тӳпене пултарнӑ. |
| 27 |
| Унӑн умӗнче — мухтавлӑх та аслӑлӑх, Унӑн [сӑваплӑ] вырӑнӗнче — хӑват та чаплӑ илем. |
| 28 |
| Эй халӑхсенӗн ӑрӑвӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр та чыслӑр, |
| 29 |
| Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр. Чаплӑ тум тӑхӑнса, парне илсе Ун умне пырӑр, Ҫӳлхуҫана пуҫҫапӑр. |
| 30 |
| Эй ҫут тӗнче, Унӑн умӗнче чӗтресе тӑр: Вӑл ҫут тӗнчене пултарнӑ, вӑл хускалмӗ. |
| 31 |
| Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳпе савӑнтӑр, ҫӗр хӗпӗртентӗр, халӑхсем: Ҫӳлхуҫа патшара ларать! тетчӗр. |
| 32 |
| Тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те шавлаччӑр, хир те, унта мӗн пурри те — пурте савӑнччӑр. |
| 33 |
| Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрман йывӑҫӗсем те пурте хавасланччӑр — Вӑл ҫӗре сут тума килет. |
| 34 |
| Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе. |
| 35 |
| Ҫапла калӑр: эй Туррӑмӑр, эй Ҫӑлаканӑмӑр, ҫӑлсамччӗ пире! халӑхсем хушшинчен пуҫтарсамччӗ пире, вӗсенчен хӑтарсамччӗ, эпир Санӑн сӑваплӑ ятна аслӑлар, Санӑн мухтавлӑхупа мухтанар! |
| 36 |
| Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ӗмӗртен ӗмӗре мухтавлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь! аллилуия! тенӗ. |
| 37 |
| Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, |
| 38 |
| вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, |
| 39 |
| Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: |
| 40 |
| вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; |
| 41 |
| вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе. |
| 42 |
| Еманпа Идифун вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем трупа кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапса янӑраттарнӑ тата ытти тӗрлӗ сӑпрай каласа Турра мухтанӑ; Идифун ывӑлӗсене вара хапха умне тӑратнӑ. |
| 43 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсем хӑйсен килӗсене саланнӑ; Давид та хӑйӗн килне пиллеме таврӑннӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1chronicles/016.mp3
29
16