×

БИБЛИ 2009

1 Ҫулсеренхи 25

1
Давидпа ҫарпуҫсем ӗнтӗ Асаф, Еман тата Идифун ывӑлӗсене ятарлӑ ӗҫ валли уйӑрса илнӗ: вӗсен псалтирьпе цитра каласа, кимвал ҫапса Турра аслӑламалла пулнӑ; ҫав ӗҫе тӑвакансенӗн йышӗ:
2
Асаф ывӑлӗсенчен: Заккур, Иосиф, Нефания тата Ашарела; ывӑлӗсене Асаф хӑй ертсе пынӑ, кӗвӗ сӑпрайӗсене вӑл патша вӗрентнӗ пек каланӑ.
3
Идифунран — Идифун ывӑлӗсем: Гедалия, Цери, Исаия, Семей, Хашавия тата Маттафия — улттӑн; вӗсене хӑйсен ашшӗ Идифун — Ҫӳлхуҫана аслӑласа, мухтаса цитра калаканскер — ертсе пынӑ;
4
Еманран — Еман ывӑлӗсем: Буккия, Матфания, Озиил, Шевуил, Иеримоф, Ханания, Ханани, Елиафа, Гиддалти, Ромамти-Езер, Иошбекаша, Маллофи, Гофир тата Махазиоф.
5
Кусем пурте — Еман ывӑлӗсем; Еман вӑл патшанӑн витӗркуранӗ пулнӑ, унӑн мӑйраки Турӑ сӑмахӗпе ҫӗкленнӗ: Турӑ ӑна вунтӑватӑ ывӑлпа виҫӗ хӗр панӑ.
6
Вӗсем пурте ашшӗ ертсе пынипе кимвал ҫапса, псалтирьпе цитра каласа Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юрланӑ, ҫапла вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑнӑ, патша мӗн хушнине е Асаф, е Идифун, е тата Еман кӑтартнине туса пынӑ.
7
Вӗсене те, вӗсенӗн тӑванӗсене те Ҫӳлхуҫа умӗнче юрлама вӗрентнӗ, ҫак ӗҫе пӗлекенсем мӗнпурӗ икҫӗр сакӑрвун ҫын пулнӑ.
8
Ҫак ӗҫе черетпе туса тӑма, вӗсем — аслисемпе кӗҫӗннисем те, вӗрентекенсемпе вӗренекенӗсем те — пӗр тан шӑпа янӑ.
9
Пӗрремӗш шӑпа Асафа, Иосиф валли, тухнӑ; иккӗмӗшӗ — Гедалийӑпа унӑн тӑванӗсемпе ывӑлӗсене; вӗсем вуниккӗн пулнӑ;
10
виҫҫӗмӗшӗ — Заккурпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
11
тӑваттӑмӗшӗ — Ицрийпе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
12
пиллӗкӗмӗшӗ — Нефанийӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
13
улттӑмӗшӗ — Буккияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
14
ҫиччӗмӗшӗ — Иесарелӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
15
саккӑрмӗшӗ — Исаийӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
16
тӑххӑрмӗшӗ — Матфанияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
17
вуннӑмӗшӗ — Шимейпе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
18
вунпӗрмӗшӗ — Азариилпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
19
вуниккӗмӗшӗ — Хашавияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
20
вунвиҫҫӗмӗшӗ — Шуваилпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
21
вунтӑваттӑмӗшӗ — Маттафияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
22
вунпиллӗкмӗшӗ — Иеримофпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
23
вунулттӑмӗшӗ — Хананияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
24
вунҫиччӗмӗшӗ — Иошбекашӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
25
вунсаккӑрмӗшӗ — Хананипе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
26
вунтӑххӑрмӗшӗ — Маллофийпе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
27
ҫирӗммӗшӗ — Елиафпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
28
ҫирӗм пӗрремӗшӗ — Гофирпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
29
ҫирӗм иккӗмӗшӗ — Гиддалтипе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
30
ҫирӗм виҫҫӗмӗшӗ — Махазиофпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн;
31
ҫирӗм тӑваттӑмӗшӗ — Ромамти-Езерпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки