БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Акӑ хапха хуралҫисен ушкӑнӗсем: Корей ӑрӑвӗнчен: Корей ывӑлӗ Мешелемия, вӑл — Асаф ывӑлӗсенчен. |
| 2 |
| Мешелемия ывӑлӗсем: малтанхи — Захария, иккӗмӗшӗ — Иедиаил, виҫҫӗмӗшӗ — Зевадия, тӑваттӑмӗшӗ — Иафниил, |
| 3 |
| пиллӗкӗмӗшӗ — Елам, улттӑмӗшӗ — Иегоханан, ҫиччӗмӗшӗ — Елиегоэнай. |
| 4 |
| Овед-Эдом ывӑлӗсем: малтанхи — Шемаия, иккӗмӗшӗ — Иегозавад, виҫҫӗмӗшӗ — Иоах, тӑваттӑмӗшӗ — Сахар, пиллӗкӗмӗшӗ — Нафанаил, |
| 5 |
| улттӑмӗшӗ — Аммиил, ҫиччӗмӗшӗ — Иссахар, саккӑрмӗшӗ — Пеульфай, ӗнтӗ Турӑ Овед-Эдома пиллӗх панӑ. |
| 6 |
| Унӑн Шемаия ятлӑ ывӑлӗн те хӑйсен ӑрӑвӗнче пуҫ пулса тӑракан ывӑлсем ҫуралнӑ, вӗсем паттӑр ҫынсем пулнӑ. |
| 7 |
| Шемаия ывӑлӗсем: Офни, Рефаил, Овед тата Елзавад, унӑн тӑванӗсем, вӑйлӑ ҫынсем: Елия, Семахия [тата Иеваком]. |
| 8 |
| Ҫак ҫынсем пурте Овед-Эдом тӑхӑмӗсем пулнӑ; вӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсем, вӗсенӗн тӑванӗсем пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫынсем пулнӑ: вӗсем Овед-Эдомӑн утмӑл иккӗн пулнӑ. |
| 9 |
| Мешелемиян пултаруллӑ ывӑлӗсем, тӑванӗсем пурӗ вунсаккӑрӑн пулнӑ. |
| 10 |
| Мерари йӑхӗнчи Хоса ывӑлӗсем: асли — Шимри, вӑл малтанхи ывӑл пулман пулсассӑн та, ашшӗ ӑна асли пулма лартнӑ; |
| 11 |
| иккӗмӗшӗ — Хелкия, виҫҫӗмӗшӗ — Тевалия, тӑваттӑмӗшӗ — Захария; Хосан ывӑлӗсемпе тӑванӗсем пурӗ вунвиҫҫӗн пулнӑ. |
| 12 |
| Ҫак ҫынсем — хапха хуралҫисен пуҫлӑхӗсем, вӗсем — кил-йыш пуҫӗсем, вӗсен тӑванӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлемелле пулнӑ. |
| 13 |
| Кашни хапха тӗлӗшӗнчен вӗсем хӑйсен кил-йышӗ тӑрӑх асли те, кӗҫӗнни те шӑпа сиктернӗ. |
| 14 |
| Шелемияна шӑпа тухнӑ — унӑн тухӑҫ енчи хапхана сыхламалла пулнӑ; Захарийӑна — унӑн ывӑлне, ӑслӑ канашҫӑна — шӑпа ярсассӑн ҫурҫӗр енӗ тухнӑ; |
| 15 |
| Овед-Эдома кӑнтӑр енӗ тухнӑ, унӑн ывӑлӗсене вара тӗрлӗ пурлӑх управӑшӗсем лекнӗ. |
| 16 |
| Шупимпа Хосан анӑҫ енче Шаллехет хапхи умӗнче тӑмалла пулнӑ, ку вырӑнта ҫул тӑвалла хӑпарнӑ. Хуралҫӑсем тӗлме-тӗл тӑнӑ. |
| 17 |
| Тухӑҫ енче кунсерен — ултшар левит, ҫурҫӗр енче кунсерен — тӑватшар, кӑнтӑр енче кунсерен — тӑватшар, пурлӑх управӑшӗсем патӗнче икшер левит тӑнӑ. |
| 18 |
| Анӑҫ енчи картишӗнче тӑватӑ хуралҫӑ, картиш енне каякан ҫул ҫинче икшер хуралҫӑ тӑнӑ. |
| 19 |
| Ҫаксем ӗнтӗ — хапха хуралҫисен, Корей ывӑлӗсемпе Мерари ывӑлӗсен, ушкӑнӗсем. |
| 20 |
| Левитсемех, вӗсен тӑванӗсем, Турӑ Ҫуртӗнчи хаклӑ япаласене тата халалланӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ; |
| 21 |
| вӗсем Герсон ывӑлӗн Лаеданӑн ывӑлӗсем пулнӑ. Лаеданран, Герсон ывӑлӗнчен, кил-йыш пуҫӗ Иехиел тухнӑ. |
| 22 |
| Иехиел ывӑлӗсем: Зефампа унӑн пӗртӑванӗ Иоиль, вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ; |
| 23 |
| вӗсем ҫак ӗҫе Амрам, Ицгар, Хеврон тата Озиил тӑхӑмӗсемпе пӗрле туса тӑнӑ. |
| 24 |
| Шевуил — Моисей ывӑлӗн Гирсонӑн ывӑлӗ — хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. |
| 25 |
| Елиезерӑн, Шевуил пӗртӑванӗн, Рехавия ятлӑ ывӑл пулнӑ; Рехавия ывӑлӗ — Исаия, Исаия ывӑлӗ — Иорам, Иорам ывӑлӗ — Зихрий, Зихрий ывӑлӗ — Шеломиф. |
| 26 |
| Шеломифпа унӑн тӑванӗсем вара Давид патшапа кил-йыш пуҫӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем тата ҫарпуҫсем Турра халалласа панӑ хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ. |
| 27 |
| Вӑрҫӑра туртса илнӗ тупӑша вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тытса тӑма халалласа панӑ. |
| 28 |
| Самуил пророк халаллани те, Кис ывӑлӗ Саул, Нир ывӑлӗ Авенир, Саруия ывӑлӗ Иоав халалласа пани те пӗтӗмпех Шеломифпа унӑн тӑванӗсен аллинче пулнӑ. |
| 29 |
| Ицгар ӑрӑвӗнчен: Хенанияпа ун ывӑлӗсене, ҫыруҫӑсемпе тӳресем пулса, Израилӗн тулашри ӗҫӗсене туса пыма уйӑрнӑ. |
| 30 |
| Хеврон ӑрӑвӗнчен: Хашавияпа ун тӑванӗсем — хастар ҫынсем, пин те ҫичҫӗр ҫын — Израильре, Иордан ку енчи анӑҫ ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫашӑн мӗнле ӗҫлесе тӑнине, патша ӗҫӗ мӗнле пулса пынине сӑнаса тӑнӑ. |
| 31 |
| Хеврон ҫыннисен пуҫлӑхӗ Хеврон ӑрӑвӗн ҫынни Иерия пулнӑ. Давид хӗрӗхмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӗсене шута илсе тухнӑ, вӗсем хушшинче Галаад ҫӗрӗнчи Иазер хулинче хӑюллӑ ҫынсем тупӑннӑ. |
| 32 |
| Вара Давид патша унӑн тӑванӗсене — пултаруллӑ ҫынсене, кил-йыш пуҫӗсене, пурӗ пин те ҫичҫӗр ҫынна — Рувимпа Гад йӑхӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Турӑ ӗҫӗсене тата патша ӗҫӗсене мӗнле туса тӑнине пӑхса тӑма лартнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1chronicles/026.mp3
29
26