×

БИБЛИ 2009

1 Ҫулсеренхи 3

1
Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея;
2
виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ;
3
пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, —
4
ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
5
Иерусалимра вара унӑн ҫаксем ҫуралнӑ: Шима, Шовав, Нафан тата Соломон, кусем, тӑваттӑшӗ, — Вирсавияран, Аммиил хӗрӗнчен, ҫуралнисем;
6
тата Ивхар, Елишама, Елифелет,
7
Ногаг, Нефег, Иафия,
8
Елишама, Елиада тата Елифелет — пурӗ тӑххӑрӑн.
9
Ҫаксем ӗнтӗ — Давидӑн мӗнпур ывӑлӗ. Вӗсемпе пӗртӑван Фамарь ятлӑ хӗр пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Давидӑн тата ҫум-арӑмӗсенчен ҫуралнӑ ывӑлсем те пулнӑ.
10
Соломон ывӑлӗ Ровоам; унӑн ывӑлӗ Авия, унӑн ывӑлӗ Аса, унӑн ывӑлӗ Иосафат,
11
унӑн ывӑлӗ Иорам, унӑн ывӑлӗ Охозия, унӑн ывӑлӗ Иоас,
12
унӑн ывӑлӗ Амасия, унӑн ывӑлӗ Азария, унӑн ывӑлӗ Иофам,
13
унӑн ывӑлӗ Ахаз, унӑн ывӑлӗ Езекия, унӑн ывӑлӗ Манассия,
14
унӑн ывӑлӗ Амон, унӑн ывӑлӗ Иосия пулнӑ.
15
Иосия ывӑлӗсем: малтанхи — Иоахаз, иккӗмӗшӗ — Иоаким, виҫҫӗмӗшӗ — Седекия, тӑваттӑмӗшӗ — Селлум.
16
Иоаким ывӑлӗсем: Иехония тата Седекия.
17
Иехония ывӑлӗсем: Асир, унӑн ывӑлӗ Салафиил;
18
Малкирам, Федаия, Шенацар, Иезекия, Гошама тата Савадия.
19
Федаия ывӑлӗсем: Зоровавель тата Шимей. Зоровавель ывӑлӗсем: Мешуллам тата Ханания, вӗсемпе пӗртӑван хӗр Шеломиф пулнӑ;
20
унтан тата пиллӗкӗн: Хашува, Огел, Берехия, Хасадия тата Иушав-Хесед.
21
Ханания ывӑлӗсем: Фелатия тата Исаия; унӑн ывӑлӗ Рефаия, унӑн ывӑлӗ Арнан, унӑн ывӑлӗ Овадия, унӑн ывӑлӗ Шехания.
22
Шехания ывӑлӗ: Шемаия; Шемаия ывӑлӗсем: Хаттуш, Игеал, Бариах, Неария тата Шафат — улттӑн.
23
Неария ывӑлӗсем: Елиоенай, Езекия тата Азрикам — виҫҫӗн.
24
Елиоенай ывӑлӗсем: Годавьягу, Елеашив, Фелаия, Аккув, Иоханан, Делаия тата Анани — ҫиччӗн.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки