|
| 1 |
|
| Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем, — хӑй вӑл малтанхийӗ; анчах вӑл ашшӗн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсӗрлетнӗ те, вара малтанхи ывӑл тивӗҫне Иосиф ывӑлӗсене панӑ, ҫавӑнпа Рувима йӑх-кӑк кӗнекинче малтанхийӗ тесе ҫырма юраман; |
|
| 2 |
|
| Иуда хӑйпе пӗртӑванӗсенчен пуринчен те вӑйли пулнӑ, унӑн кил-йышӗнчен ҫулпуҫ тухнӑ, анчах ҫавах малтанхи ывӑл тивӗҫӗ Иосиф ҫине куҫнӑ. |
|
| 3 |
|
| Рувимӑн, Израилӗн малтанхи ывӑлӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Ханох, Фаллу, Хецрон тата Харми. |
|
| 4 |
|
| Иоиль ывӑлӗсем: Шемая, унӑн ывӑлӗ; Шемая ывӑлӗ Гог, унӑн ывӑлӗ Шимей, |
|
| 5 |
|
| унӑн ывӑлӗ Миха, унӑн ывӑлӗ Реаия, унӑн ывӑлӗ Ваал, |
|
| 6 |
|
| унӑн ывӑлӗ Беера, ӑна Ассири патши Феглафелласар тыткӑна илсе кайнӑ. Вӑл Рувим ҫыннисен ҫулпуҫӗ пулнӑ. |
|
| 7 |
|
| Унӑн тӑванӗсене, вӗсен ӑрӑвӗсене пурне те йӑх-кӑк кӗнеки тӑрӑх кӑтартсассӑн ҫапла пулать: чи асли Иеиель, унтан Захария, |
|
| 8 |
|
| унтан Бела, Бела вӑл Азаз ывӑлӗ пулнӑ, Азаз — Шема ывӑлӗ, Шема — Иоиль ывӑлӗ. Вӑл пурӑнакан ҫӗр Ароертан пуҫланса Невона тата Ваал-Меона ҫитиччен сарӑлса выртнӑ; |
|
| 9 |
|
| тухӑҫ енчи ҫӗрӗ вара пушхир чикки патнех, Евфрат шывӗ патнех ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Галаад ҫӗрӗнче вӗсен кӗтӗвӗсем йышлӑ пулнӑ. |
|
| 10 |
|
| Саул вӑхӑтӗнче вӗсем Агарь ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене аркатса тӑкнӑ, Галаад ҫӗрӗн пӗтӗм тухӑҫ енне ярса илнӗ те ҫавӑнта Агарь чатӑрӗсенче пурӑнма пуҫланӑ. |
|
| 11 |
|
| Гад ывӑлӗсем вӗсемпе тӗлме-тӗл Васан ҫӗрӗнче, Салха хулине ҫити тӑсӑлакан ҫӗр ҫинче, пурӑннӑ; |
|
| 12 |
|
| Васанра чи асли Иоиль, иккӗмӗшӗ Шафан, унтан Иаанайпа Шафат пулнӑ. |
|
| 13 |
|
| Вӗсен тӑванӗсем, хӑйсен килӗ-йышӗпе пурӑнаканскерсем: Михаил, Мешуллам, Шева, Иорай, Иаакан, Зия тата Евер — ҫиччӗн. |
|
| 14 |
|
| Ҫаксем ӗнтӗ Авихаил ывӑлӗсем пулнӑ, Авихаил хӑй — Хурий ывӑлӗ, Хурий — Иароах ывӑлӗ, Иароах — Галаад ывӑлӗ, Галаад — Михаил ывӑлӗ, Михаил — Иешишай ывӑлӗ, Иешишай — Иахдо ывӑлӗ, Иахдо — Буз ывӑлӗ. |
|
| 15 |
|
| Ахи — Гуни ывӑлӗн Авдиилӑн ывӑлӗ — хӑй ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. |
|
| 16 |
|
| Вӗсем хӑйсем виличченех Галаадра, Васанра, ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче тата Сарон йӗри-тавра пурӑннӑ. |
|
| 17 |
|
| Вӗсене пурне те Иудея патши Иоафам вӑхӑтӗнче тата Израиль патши Иеровоам вӑхӑтӗнче шута илсе тухнӑ. |
|
| 18 |
|
| Рувимпа Гад тӑхӑмӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен паттӑр ҫынсем, хӗҫпе те хулканпа авӑрланнӑскерсем, ухӑпа перекенсем, вӑрҫӑ вӑрҫма пӗлекенсем, ҫапӑҫма хатӗр ҫынсем хӗрӗх тӑватӑ пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн шутланнӑ. |
|
| 19 |
|
| Вӗсем Агарь ҫыннисемпе, Иетурпа, Нафишпа тата Надавпа ҫапӑҫнӑ. |
|
| 20 |
|
| Ҫапӑҫура вӗсене пулӑшу ҫитнӗ, Агарь ҫыннисем те, ҫавсен мӗнпур пурлӑхӗ те вӗсен аллине куҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӗсем Турра тархасланӑ, Турра шанса тӑнине курса, Вӑл вӗсем тархасланине илтнӗ. |
|
| 21 |
|
| Вӗсем Агарь ҫыннисен кӗтӗвӗсене ярса илнӗ: аллӑ пин пуҫ тӗве, икҫӗр аллӑ пин пуҫ вак выльӑх, икӗ пин пуҫ ашак; тата ҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ; |
|
| 22 |
|
| вилнисем питӗ нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫапӑҫу Турӑран килнӗ. Ҫак вырӑнта вӗсем хӑйсене урӑх ҫӗре куҫарса кайичченех пурӑннӑ. |
|
| 23 |
|
| Манассия ҫур йӑхӗн тӑхӑмӗсем Васанран пуҫласа Ваал-Ермон патне ҫитиччен, Сенир тата Ермон патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗрсем ҫинче пурӑннӑ; вӗсем йышлӑн пулнӑ. |
|
| 24 |
|
| Акӑ вӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем: Ефер, Ишьи, Елиил, Азриил, Иеремия, Годавия тата Иагдиил — тӗреклӗ, ятлӑ-сумлӑ арсем, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем. |
|
| 25 |
|
| Анчах вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, хӑйсен умӗнчен Турӑ хӑваласа янӑ халӑхсен, ҫав ҫӗрте пурӑннӑ халӑхсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса пурӑнма тытӑнсассӑн, |
|
| 26 |
|
| Израиль Турри ӗнтӗ Ассири патшин Фулӑн — Ассири патшин Феглафелласарӑн — кӑмӑлне хускатса янӑ та, вӑл вара Рувимпа Гад ҫыннисене тата Манассиян ҫур йӑхне хӑйсем пурӑнакан ҫӗртен хӑваласа кӑларса Халах, Хавор, Ара теекен вырӑнсене, Гозан шывӗ хӗррине куҫарнӑ, — вӗсем халӗ те унтах пурӑнаҫҫӗ. |
|
|
|
|