БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари. |
| 2 |
| Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил. |
| 3 |
| Амрам ачисем: Аарон, Моисей тата Мариам. Аарон ывӑлӗсем: Надав, Авиуд, Елеазар тата Ифамар. |
| 4 |
| Елеазартан Финеес ҫуралнӑ, Финеесран Авишуй ҫуралнӑ; |
| 5 |
| Авишуйран Буккий ҫуралнӑ, Буккийрен Озия ҫуралнӑ; |
| 6 |
| Озияран Зерахия ҫуралнӑ, Зерахияран Мераиоф ҫуралнӑ; |
| 7 |
| Мераиофран Амария ҫуралнӑ, Амарияран Ахитув ҫуралнӑ; |
| 8 |
| Ахитувран Садок ҫуралнӑ, Садокран Ахимаас ҫуралнӑ; |
| 9 |
| Ахимаасран Азария ҫуралнӑ, Азарияран Иоанан ҫуралнӑ; |
| 10 |
| Иоананран Азария ҫуралнӑ, — ку вӑл Соломон Иерусалимра туса лартнӑ Турӑ Ҫуртӗнче священник пулнӑскер. |
| 11 |
| Азарияран Амария ҫуралнӑ, Амарияран Ахитув ҫуралнӑ; |
| 12 |
| Ахитувран Садок ҫуралнӑ; Садокран Селлум ҫуралнӑ; |
| 13 |
| Селлумран Хелкия ҫуралнӑ, Хелкияран Азария ҫуралнӑ; |
| 14 |
| Азарияран Сераия ҫуралнӑ, Сераияран Иоседек ҫуралнӑ; |
| 15 |
| Ҫӳлхуҫа иудейсене тата Иерусалим ҫыннисене Навуходоносор аллипе урӑх ҫӗре куҫарнӑ чухне ҫак Иоседека тыткӑна илсе кайнӑ. |
| 16 |
| Ҫапла ӗнтӗ Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари. |
| 17 |
| Акӑ Гирсон ывӑлӗсен ячӗсем: Ливни тата Шимей. |
| 18 |
| Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил. |
| 19 |
| Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши. Акӑ Левий ӑрӑвӗсен тӑхӑмӗсем. |
| 20 |
| Гирсон тӑхӑмӗсем: унӑн ывӑлӗ Ливни; унӑн ывӑлӗ Иахав; унӑн ывӑлӗ Зимма; |
| 21 |
| унӑн ывӑлӗ Иоах; унӑн ывӑлӗ Иддо; унӑн ывӑлӗ Зерах; унӑн ывӑлӗ Иеафрай. |
| 22 |
| Кааф ывӑлӗсем: унӑн ывӑлӗ Аминадав; унӑн ывӑлӗ Корей; унӑн ывӑлӗ Асир; |
| 23 |
| унӑн ывӑлӗ Елкана; унӑн ывӑлӗ Евиасаф; унӑн ывӑлӗ Асир; |
| 24 |
| унӑн ывӑлӗ Тахаф; унӑн ывӑлӗ Уриил; унӑн ывӑлӗ Узия; унӑн ывӑлӗ Саул. |
| 25 |
| Елкана ывӑлӗсем: Амасай тата Ахимоф. |
| 26 |
| Ахимоф ывӑлӗ Елкана; унӑн ывӑлӗ Цофай; унӑн ывӑлӗ Нахаф; |
| 27 |
| унӑн ывӑлӗ Елиаф; унӑн ывӑлӗ Иерохам; унӑн ывӑлӗ Елкана; [унӑн ывӑлӗ Самуил]. |
| 28 |
| Самуил ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Иоиль, иккӗмӗшӗ — Авия. |
| 29 |
| Мерари ывӑлӗсем: Махли; унӑн ывӑлӗ Ливни; унӑн ывӑлӗ Шимей; унӑн ывӑлӗ Уза; |
| 30 |
| унӑн ывӑлӗ Шима; унӑн ывӑлӗ Хаггия; унӑн ывӑлӗ Асаия. |
| 31 |
| Саккун арчине Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вырӑнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Давид ҫак ҫынсене унти юрӑҫсен пуҫлӑхӗсем пулма лартнӑ. |
| 32 |
| Вӗсем Соломон Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗ туса лартичченех, юрӑҫсем пулса, пуху чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем хӑйсен йӗркипе туса тӑнӑ. |
| 33 |
| Акӑ вӗсем, ҫак ӗҫе хӑйсен ывӑлӗсемпе пӗрле туса тӑнӑ ҫынсем: Кааф ывӑлӗсенчен — Еман юрӑҫӑ, вӑл — Иоиль ывӑлӗ, Иоиль — Самуил ывӑлӗ, |
| 34 |
| Самуил — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Иерохам ывӑлӗ, Иерохам — Елиил ывӑлӗ, Елиил — Тоах ывӑлӗ, |
| 35 |
| Тоах — Цуф ывӑлӗ, Цуф — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Махаф ывӑлӗ, Махаф — Амасай ывӑлӗ, |
| 36 |
| Амасай — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Иоиль ывӑлӗ, Иоиль — Азария ывӑлӗ, Азария — Цефания ывӑлӗ, |
| 37 |
| Цефания — Тахаф ывӑлӗ, Тахаф — Асир ывӑлӗ, Асир — Авиасаф ывӑлӗ, Авиасаф — Корей ывӑлӗ, |
| 38 |
| Корей — Ицгар ывӑлӗ, Ицгар — Кааф ывӑлӗ, Кааф — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ; |
| 39 |
| Асаф вара Еман тӑванӗ пулнӑ, вӑл унран сылтӑм енче тӑнӑ, Асаф вӑл — Берехия ывӑлӗ, Берехия — Шима ывӑлӗ, |
| 40 |
| Шима — Михаил ывӑлӗ, Михаил — Ваасея ывӑлӗ, Ваасея — Малхия ывӑлӗ, |
| 41 |
| Малхия — Ефний ывӑлӗ, Ефний — Зерах ывӑлӗ, Зерах — Адаия ывӑлӗ, |
| 42 |
| Адаия — Ефан ывӑлӗ, Ефан — Зимма ывӑлӗ, Зимма — Шимий ывӑлӗ, |
| 43 |
| Шимий — Иахаф ывӑлӗ, Иахаф — Гирсон ывӑлӗ, Гирсон — Левий ывӑлӗ. |
| 44 |
| Мерари ывӑлӗсем — Еманпа Асаф тӑванӗсем — юрланӑ чухне Еманран сулахай енче тӑнӑ: Ефан вӑл — Киший ывӑлӗ, Киший — Авдий ывӑлӗ, Авдий — Маллух ывӑлӗ, |
| 45 |
| Маллух — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Амасия ывӑлӗ, Амасия — Хелкия ывӑлӗ, |
| 46 |
| Хелкия — Амций ывӑлӗ, Амций — Ваний ывӑлӗ, Ваний — Шемер ывӑлӗ, |
| 47 |
| Шемер — Махлий ывӑлӗ, Махлий — Муший ывӑлӗ, Муший — Мерари ывӑлӗ, Мерари — Левий ывӑлӗ. |
| 48 |
| Вӗсемпе тӑванлӑ левитсем Турӑ Ҫуртӗнче тӗрлӗ ӗҫсем туса тӑнӑ. |
| 49 |
| Ааронпа унӑн ывӑлӗсем вара парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳрсе тӑнӑ, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ; вӗсем Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри таса ӗҫсене тунӑ тата, Турӑ чури Моисей вӗрентсе хӑварнӑ пек, Израиль халӑхне ҫылӑхӗсенчен тасатса, уншӑн кӗлтуса, парне кӳрсе тӑнӑ. |
| 50 |
| Акӑ Аарон ывӑлӗсем: унӑн ывӑлӗ Елеазар; Елеазар ывӑлӗ Финеес; Финеес ывӑлӗ Авиуд; |
| 51 |
| Авиуд ывӑлӗ Буккий; Буккий ывӑлӗ Уззий; Уззий ывӑлӗ Зерахия; |
| 52 |
| Зерахия ывӑлӗ Мераиоф; Мераиоф ывӑлӗ Амария; Амария ывӑлӗ Ахитув; |
| 53 |
| Ахитув ывӑлӗ Садок; Садок ывӑлӗ Ахимаас. |
| 54 |
| Акӑ Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсем пурӑнакан ял-хула: пӗрремӗш шӑпа Кааф ӑрӑвне тухнӑ, |
| 55 |
| вӗсене Иуда ҫӗрӗнчи Хеврон хулине тата ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; |
| 56 |
| ҫак хула хирӗсене тата ялӗсене вара Халева, Иефонния ывӑлне, панӑ. |
| 57 |
| Аарон ывӑлӗсене тата хӳтлӗх хуласем панӑ: Хевронпа Ливнӑна тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире, Иаттир хулипе Ештемоа хулине тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире, |
| 58 |
| Хилен хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Давир хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, |
| 59 |
| Ашан хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Вефсамис хулипе ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; |
| 60 |
| Вениамин йӑхӗ вара вӗсене Гева хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Аллемеф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Анафоф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, — пӗтӗмпе Кааф ӑрӑвне вунвиҫӗ хула панӑ. |
| 61 |
| Кааф ывӑлӗсене ҫак йӑхӑн ытти кил-йышне, шӑпа тӑрӑх, Манассия ҫур йӑхӗн пайӗнчен вунӑ хула панӑ. |
| 62 |
| Гирсон ывӑлӗсене, вӗсен ӑрӑвӗсене Иссахар йӑхӗнчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Васанри Манассия йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула панӑ. |
| 63 |
| Мерари ывӑлӗсене, ӑрӑвӗсем тӑрӑх шӑпа ярса, Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен вуникӗ хула панӑ. |
| 64 |
| Израиль ывӑлӗсем левитсене хуласемпе вӗсен таврашӗнчи уй-хире ҫапла парса тухнӑ. |
| 65 |
| Вӗсене Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен те, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен те, Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен те хуласем панӑ, хӑш хулана хӑш левит кил-йышне памаллине шӑпа ярса татса панӑ. |
| 66 |
| Кааф ывӑлӗсен хӑш-пӗр ӑрӑвӗсене Ефрем йӑхӗнчен хуласем панӑ. |
| 67 |
| Вӗсене тата хӳтлӗх хуласем панӑ: Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихемпа ун таврашӗнчи уй-хире, Гезерпа ун таврашӗнчи уй-хире, |
| 68 |
| Иокмеампа ун таврашӗнчи уй-хире, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи уй-хире, |
| 69 |
| Аиалонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи уй-хире; |
| 70 |
| Манассиян ҫур йӑхӗнчен — Анерпа ун таврашӗнчи уй-хире, Билеампа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ. Ку вӑл Каафӑн ытти ывӑлӗсен кил-йышне пани пулать. |
| 71 |
| Гирсон ывӑлӗсене Манассия ҫур йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен Васанри Голанпа ун таврашӗнчи уй-хире тата Аштарофпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ. |
| 72 |
| Иссахар йӑхӗнчен — Кедеспа ун таврашӗнчи уй-хире, Даврафпа ун таврашӗнчи уй-хире, |
| 73 |
| Рамофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Анемпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; |
| 74 |
| Асир йӑхӗнчен — Машалпа ун таврашӗнчи уй-хире, Авдонпа ун таврашӗнчи уй-хире, |
| 75 |
| Хукокпа ун таврашӗнчи уй-хире, Реховпа ун таврашӗнчи уй-хире; |
| 76 |
| Неффалим йӑхӗнчен — Галилейӑри Кедеспа ун таврашӗнчи уй-хире, Хаммонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Кириафаимпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ. |
| 77 |
| Мерарин ытти ывӑлӗсене Завулон йӑхӗнчен Риммонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Фаворпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ. |
| 78 |
| Иордан леш енче, Иерихонпа тӗлме-тӗл, Иорданран тухӑҫ еннелле, Рувим йӑхӗнчен пушхирти Восорпа ун таврашӗнчи уй-хире, Иаацӑпа ун таврашӗнчи уй-хире, |
| 79 |
| Кедемофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Мефаафпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; |
| 80 |
| Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Маханаимпа ун таврашӗнчи уй-хире, |
| 81 |
| Есевонпа ун таврашӗнчи уй-хире тата Иазерпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1chronicles/006.mp3
29
6