|
| 1 |
|
| Вениаминран Бела — малтанхи ывӑлӗ — ҫуралнӑ, иккӗмӗшӗ — Ашбел, виҫҫӗмӗшӗ — Ахрай, |
|
| 2 |
|
| тӑваттӑмӗшӗ — Ноха, пиллӗкӗмӗшӗ Рафа пулнӑ. |
|
| 3 |
|
| Бела ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Аддар, Гера, Авиуд, |
|
| 4 |
|
| Авишуа, Нааман, Ахоах, |
|
| 5 |
|
| Гера, Шефуфан тата Хурам. |
|
| 6 |
|
| Акӑ Егуд ывӑлӗсем — вӗсем ӑру пуҫлӑхӗсем пулнӑ, Гевӑра пурӑннӑ, каярахпа вӗсене Манахафа куҫарса кайнӑ: |
|
| 7 |
|
| Нааман, Ахия тата Гера, вӗсене урӑх ҫӗре куҫараканӗ; унран Узза тата Ахихуд ҫуралнӑ. |
|
| 8 |
|
| Шегараим ачисем Моав ҫӗрӗнче вӑл хӑйӗн арӑмӗсене Хушимапа Баарӑна уйӑрса янӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. |
|
| 9 |
|
| Ходеша ятлӑ арӑмӗнчен унӑн Иовав, Цивия, Меша, Малхам, |
|
| 10 |
|
| Иеуц, Шахия тата Мирма ҫуралнӑ: кусем — унӑн ывӑлӗсем, ӑру пуҫлӑхӗсем. |
|
| 11 |
|
| Хушимаран унӑн Авитув тата Елпаал ҫуралнӑ. |
|
| 12 |
|
| Елпаал ывӑлӗсем: Евер, Мишам тата Шемер, — вӑл Оно хулине тата Лод хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене туса лартнӑ, — |
|
| 13 |
|
| Берия тата Шема. Вӗсем Аиалонра пурӑнакан ӑрусен пуҫлӑхӗсем пулнӑ. Вӗсем Геф ҫыннисене хӑваласа кӑларса янӑ. |
|
| 14 |
|
| Ахио, Шашак, Иремоф, |
|
| 15 |
|
| Зевадия, Арад, Едер, |
|
| 16 |
|
| Михаил, Ишфа тата Иоха — Берия ывӑлӗсем. |
|
| 17 |
|
| Зевадия, Мешуллам, Хизкий, Хевер, |
|
| 18 |
|
| Ишмерай, Излия тата Иовав — Елпаал ывӑлӗсем. |
|
| 19 |
|
| Иаким, Зихрий, Завдий, |
|
| 20 |
|
| Елиенай, Цилфай, Елиил, |
|
| 21 |
|
| Адаия, Бераия тата Шимраф — Шимей ывӑлӗсем. |
|
| 22 |
|
| Ишпан, Евер, Елиил, |
|
| 23 |
|
| Авдон, Зихрий, Ханан, |
|
| 24 |
|
| Ханания, Елам, Антофия, |
|
| 25 |
|
| Ифдия тата Фенуил — Шашак ывӑлӗсем. |
|
| 26 |
|
| Шамшерай, Шехария, Афалия, |
|
| 27 |
|
| Иаарешия, Елия тата Зихрий — Иерохам ывӑлӗсем. |
|
| 28 |
|
| Ҫаксем — ӑру пуҫлӑхӗсем, хӑйсен йӑхӗнче вӗсем аслисем пулнӑ. Вӗсем Иерусалимра пурӑннӑ. |
|
| 29 |
|
| Гаваонра пурӑннисем: [Иеил,] Гаваон ҫыннисен ашшӗ, — унӑн арӑмӗн ячӗ Мааха, — |
|
| 30 |
|
| унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑнхисем — Цур, Кис, Ваал, Надав, [Нер,] |
|
| 31 |
|
| Гедор, Ахио, Зехер тата Миклоф. |
|
| 32 |
|
| Миклофран Шимей ҫуралнӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем ҫывӑхӗнче Иерусалимра, хӑйсен пиччӗш-шӑллӗсемпе пӗрле пурӑннӑ. |
|
| 33 |
|
| Нертан Кис ҫуралнӑ; Кисран Саул ҫуралнӑ; Саулран Ионафан, Мелхисуй, Авинадав тата Ешбаал ҫуралнӑ. |
|
| 34 |
|
| Ионафан ывӑлӗ — Мериббаал; Мериббаалтан Миха ҫуралнӑ. |
|
| 35 |
|
| Миха ывӑлӗсем: Пифон, Мелег, Фаарея тата Ахаз. |
|
| 36 |
|
| Ахазран Иоиадда ҫуралнӑ; Иоиаддӑран Алемеф, Азмавеф тата Замврий ҫуралнӑ, Замврийрен Моца ҫуралнӑ; |
|
| 37 |
|
| Моцаран Бинея ҫуралнӑ. Унӑн ывӑлӗ Рефаия; унӑн ывӑлӗ Елеаса; унӑн ывӑлӗ Ацел. |
|
| 38 |
|
| Ацелӑн ултӑ ывӑл пулнӑ, акӑ вӗсен ячӗсем: Азрикам, Бохру, Исмаил, Шеария, Овадия тата Ханан; вӗсем пурте Ацел ывӑлӗсем. |
|
| 39 |
|
| Унпа пӗртӑван Ешек ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Улам, иккӗмӗшӗ — Иеуш, виҫҫӗмӗшӗ — Елифелет. |
|
| 40 |
|
| Улам ывӑлӗсем вӑрҫа хастар, ухӑпа перекен ҫынсем пулнӑ, вӗсен нумай-нумай ывӑл-мӑнук пулнӑ: ҫӗр аллӑ таран. Пурте вӗсем Вениамин ывӑлӗсенчен тухнӑ. |
|
|
|
|