БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Мӗнпур Израиль халӑхне ҫапла хӑйсен йӑхӗ-ӑрӑвӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ, вӗсене пурне те Израиль патшисенӗн кӗнекине кӗртнӗ. |
| 2 |
| Иудейсене вара вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Вавилона куҫарнӑ. Хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен хулисене чи малтан каялла таврӑннисем Израиль ҫыннисем, священниксем, левитсем тата левитсене пулӑшса тӑракансем пулнӑ. |
| 3 |
| Иерусалимра Иуда ывӑлӗсенчен, Вениамин ывӑлӗсенчен, Ефрем ывӑлӗсенчен тата Манассия ывӑлӗсенчен пурӑннӑ ҫынсем ҫаксем: |
| 4 |
| Уфай, вӑл — Аммиуд ывӑлӗ, Аммиуд — Омри ывӑлӗ, Омри — Имрий ывӑлӗ, Имрий Ваний ывӑлӗ пулнӑ, Ваний вара — Фарес тӑхӑмӗ, Фарес — Иуда ывӑлӗ; |
| 5 |
| Шилон ывӑлӗсем — малтанхи ывӑлӗ Асаия тата унӑн ывӑлӗсем; |
| 6 |
| Зара ывӑлӗсем — Иеуил тата унӑн тӑванӗсем — ултҫӗр тӑхӑрвуннӑн; |
| 7 |
| Вениамин ывӑлӗсем — Саллу, вӑл Мешуллам ывӑлӗ пулнӑ, Мешуллам — Годавия ывӑлӗ, Годавия — Гассенуя ывӑлӗ; |
| 8 |
| Иерохам ывӑлӗ Ивния, Эла — Михрирен ҫуралнӑ Уззий ывӑлӗ, Мешуллам, вӑл Шефатия ывӑлӗ пулнӑ, Шефатия — Регуил ывӑлӗ, Регуил — Ивния ывӑлӗ; |
| 9 |
| хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, пиччӗшӗ-шӑллӗсем тӑхӑрҫӗр аллӑ улттӑн — ҫак арсем пурте хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ. |
| 10 |
| Иерусалимра пурӑннӑ священниксем: Иедаия, Иоиарив, Иахин, |
| 11 |
| Азария, вӑл Хелкия ывӑлӗ пулнӑ, Хелкия — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Садок ывӑлӗ, Садок — Мераиоф ывӑлӗ, Мераиоф — Ахитув ывӑлӗ; Азария Турӑ Ҫуртӗнче пуҫлӑх пулнӑ; |
| 12 |
| унта тата Адаия пулнӑ, вӑл — Иерохам ывӑлӗ, Иерохам — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ; унта тата Маасай пулнӑ, вӑл — Адиел ывӑлӗ, Адиел — Иахзер ывӑлӗ, Иахзер — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Мешиллемиф ывӑлӗ, Мешиллемиф — Иммер ывӑлӗ; |
| 13 |
| вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, — пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн, — Турӑ Ҫуртӗнчи кӗлӗ ӗҫне тӗплӗ туса тӑракан ҫынсем пулнӑ. |
| 14 |
| Левитсенчен вара ҫак ҫынсем пулнӑ: Шемаия, вӑл Хашув ывӑлӗ пулнӑ, Хашув вара — Азрикам ывӑлӗ, Азрикам — Хашавия ывӑлӗ; вӗсем — Мерари ывӑлӗсем; |
| 15 |
| тата Вакбакар, Хереш, Галал, Матфания пулнӑ, Матфания вӑл Миха ывӑлӗ пулнӑ, Миха вара — Зихрий ывӑлӗ, Зихрий — Асаф ывӑлӗ; |
| 16 |
| унта Овадия пулнӑ, вӑл Шемаия ывӑлӗ пулнӑ, Шемаия вара — Галал ывӑлӗ, Галал — Идифун ывӑлӗ. Унта тата Берехия пулнӑ, вӑл — Аса ывӑлӗ, Аса ӗнтӗ нетофафсен ялӗнче пурӑннӑ Елкана ывӑлӗ пулнӑ. |
| 17 |
| Хапха хуралҫисем: Шаллум, Аккуб, Талмон, Ахиман тата вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем; Шаллум вара пуҫлӑхӗ пулнӑ. |
| 18 |
| Ҫак хапха хуралҫисем, Левий ывӑлӗсем, Патша хапхи патӗнче тухӑҫ енче тӑнӑ, халичченех ҫавӑн пек. |
| 19 |
| Шаллум вӑл — Коре ывӑлӗ, Коре — Евиасаф ывӑлӗ, Евиасаф — Корей ывӑлӗ; вӗсем тата хӑйсен йӑхӗнчи пиччӗшӗ-шӑллӗсем, Корей ҫыннисем, хӑйсен тивӗҫӗ тӑрӑх, кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче хурал тӑнӑ, вӗсен ашшӗсем вара Ҫӳлхуҫа тапӑрне кӗмелли вырӑна хуралланӑ. |
| 20 |
| Ӗлӗк вӗсен пуҫлӑхӗ Елеазар ывӑлӗ Финеес пулнӑ, Ҫӳлхуҫа унпа пӗрле пулнӑ. |
| 21 |
| Захария, Мешелемия ывӑлӗ, пуху чатӑрӗ умӗнчи хапха хуралҫи пулнӑ. |
| 22 |
| Вӗсем, хапха патӗнче тӑма суйланӑ ҫынсем, мӗнпурӗ икҫӗр вуниккӗн пулнӑ. Вӗсене пурне те хӑйсем пурӑнакан вырӑнта шута кӗртсе тухнӑ. Шанчӑклӑ ҫынсем пулнӑран вӗсене ҫак ӗҫе Давидпа Самуил витӗркуран тӑратнӑ. |
| 23 |
| Вӗсем тата вӗсен ывӑлӗсем Турӑ Ҫурчӗн, кӗлӗ чатӑрӗн хапхи умӗнче хуралта тӑнӑ. |
| 24 |
| Хапха хуралҫисем тӑватӑ енче — тухӑҫ енче, анӑҫ енче, ҫурҫӗр тата кӑнтӑр енче — тӑнӑ. |
| 25 |
| Вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем хӑйсен ялӗсенче пурӑннӑ, вӗсем патне вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫичӗ куна килсе тӑнӑ. |
| 26 |
| Хуралҫӑсен тӑватӑ пуҫлӑхӗ вара пӗрмаях ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсем левитсем пулнӑ; вӗсем Турӑ Ҫурчӗн хуралчӗсемпе мул управӑшӗсене те сыхланӑ. |
| 27 |
| Вӗсем ҫӗрле те Турӑ Ҫурчӗ ҫывӑхӗнчех ҫӗр каҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм хурал ӗҫӗ вӗсем ҫинче пулнӑ, вӗсен кашни ирех алӑксене уҫмалла пулнӑ. |
| 28 |
| Хапха хуралҫисенчен хӑш-пӗрисене тата кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан савӑтсене хураллама хушнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна шутласах йышӑннӑ, шутласах панӑ. |
| 29 |
| Теприсене куллен тыткаламалли ытти япаласене тата пӗтӗм таса япалана, — чи паха ҫӑнӑха, эрехе, йывӑҫ ҫӑвне, ливана, ырӑ шӑршӑлӑха, — шанса панӑ. |
| 30 |
| Священниксен хӑш-пӗр ывӑлӗсем ырӑ шӑршӑлӑхран мирӑ хатӗрленӗ. |
| 31 |
| Левит-сенчен тухнӑ Маттафияна, — вӑл Корей ҫыннин Селлумӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ, — ҫатма ҫинче пӗҫермеллине шанса панӑ. |
| 32 |
| Вӗсенӗн хӑш-пӗр тӑванӗсене, Кааф ывӑлӗсене, Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем, кашни шӑматкун улӑштарса тӑмалли ҫӑкӑрсем, хатӗрлесе тӑма хушнӑ. |
| 33 |
| Юрӑҫӑ левитсем вара, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, Турӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчи пӳлӗмсенче пурӑннӑ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсӗр пуҫне урӑхла нимӗнле ӗҫ те туман, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлемелле пулнӑ. |
| 34 |
| Ҫаксем ӗнтӗ — левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑйсен ӑрӑвӗнчи тӗп ҫынсем. Вӗсем Иерусалимра пурӑннӑ. |
| 35 |
| Гаваонра ҫаксем пурӑннӑ: Гаваон ҫыннисен ашшӗ Иеил, — унӑн арӑмӗ Мааха ятлӑ пулнӑ, — |
| 36 |
| унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑн Цур, Кис, Ваал, Нер, Надав, |
| 37 |
| Гедор, Ахио, Захария тата Миклоф. |
| 38 |
| Миклофран Шимеам ҫуралнӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем ҫывӑхӗнче Иерусалимра пиччӗшӗ-шӑллӗсемпе пӗрле пурӑннӑ. |
| 39 |
| Нертан Кис ҫуралнӑ, Кисран Саул ҫуралнӑ, Саулран Ионафан, Мелхисуй, Авинадав тата Ешбаал ҫуралнӑ. |
| 40 |
| Ионафан ывӑлӗ — Мериббаал; Мериббаалтан Миха ҫуралнӑ. |
| 41 |
| Миха ывӑлӗсем: Пифон, Мелех, Фарей [тата Ахаз]. |
| 42 |
| Ахазран Иаера ҫуралнӑ; Иаерӑран Алемеф, Азмавеф тата Замврий ҫуралнӑ; Замврийрен Моца ҫуралнӑ; |
| 43 |
| Моцаран Бинея ҫуралнӑ: Бинея ывӑлӗ — Рефаия; Рефаия ывӑлӗ — Елеаса; Елеаса ывӑлӗ — Ацел. |
| 44 |
| Ацелӑн ултӑ ывӑл пулнӑ, акӑ вӗсен ячӗсем: Азрикам, Бохру, Исмаил, Шеария, Овадия тата Ханан. Ҫаксем — Ацел ывӑлӗсем. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/1chronicles/009.mp3
29
9