БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Аса вӑтӑр улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вааса, Израиль патши, Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе Рама хулине тума тытӑннӑ. |
| 2 |
| Аса Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗн мул управӑшӗсенчен ылтӑнпа кӗмӗл илсе тухнӑ та ҫакна Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне ӑсатнӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: |
| 3 |
| ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана ылтӑнпа кӗмӗл ярса паратӑп: кай та Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗвне пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ. |
| 4 |
| Венадад ӗнтӗ Аса патшана итленӗ, хӑйӗн ҫарпуҫӗсене Израиль хулисене хирӗҫ кӑларса янӑ, лешӗсем вара Ийон, Дан, Авелмаим хулисене тата Неффалим хулисенчи сыхлӑх пурлӑха пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ. |
| 5 |
| Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн Вааса, хӑйӗн ӗҫне чарса, Рама хулине тума пӑрахнӑ. |
| 6 |
| Аса патша вара иудейсене пурне те чӗнсе пуҫтарнӑ та, лешӗсем Вааса ҫурт-йӗр лартма хатӗрленӗ чулпа йывӑҫа Рамӑран илсе кайнӑ, — ҫавӑнтан вӗсем Гева тата Мицфа хулисене туса лартнӑ. |
| 7 |
| Ҫав вӑхӑтра Ананий витӗркуран Иудея патши Аса патне пырса ҫапла каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫа Турруна шанмарӑн, Сири патшине шантӑн, унӑн ҫарӗ ҫавӑнпа сан аллунтан ҫӑлӑнса юлчӗ. |
| 8 |
| Эфиопсемпе Ливи ҫыннисем вара пысӑкрах ҫарпа, нумай йышлӑ ҫар ураписемпе, юланутсемпе килменччӗ-и? Анчах та ун чухне эсӗ Ҫӳлхуҫа пулӑшасса шанса тӑтӑн та, Вӑл вӗсене сан аллуна пачӗ, |
| 9 |
| мӗншӗн тесессӗн Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать. Халӗ эсӗ ӑссӑрла турӑн. Ҫавӑнпа паянтан санӑн вӑрҫӑсем пулӗҫ, тенӗ Ананий витӗркуран. |
| 10 |
| Аса ҫилленсе кайнӑ та Анание тӗрмене хупса лартнӑ, вӑл ӗнтӗ ҫав сӑмахшӑн питӗ тарӑхнӑ; ҫав вӑхӑтра Аса ытти ҫынсене те хӗсӗрленӗ. |
| 11 |
| Аса ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. |
| 12 |
| Хӑй вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Аса ури ыратнипе аптӑрама пуҫланӑ, ӳчӗ тӑрӑх чирӗ ҫӳлеллех сарӑлнӑ; анчах вӑл чирӗнчен сывалмашкӑн Ҫӳлхуҫаран мар, эмелҫӗсенчен пулӑшу кӗтнӗ. |
| 13 |
| Аса ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, вӑл хӑй хӗрӗх пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вилнӗ. |
| 14 |
| Ӑна хӑй Давид хулинче туса янтӑланӑ тупӑклӑха пытарнӑ; ырӑ шӑршӑлӑх тата тӗрлӗрен тунӑ сӗрӗш хурса тултарнӑ сак ҫине вырттарнӑ, ҫавна ун ячӗпе темӗн чухлӗ ҫунтарнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2chronicles/016.mp3
36
16