Вара вӑл йывӑр япаласем ҫӗклеме ҫитмӗл пин ҫын, тусем хушшинче чул кӑларса чул касма сакӑрвунӑ пин ҫын тата вӗсене ӗҫре пӑхса тӑма виҫӗ пин те ултҫӗр пуҫлӑх уйӑрнӑ.
Соломон ӗнтӗ Тир патши Хирам патне ҫапла калама янӑ: эсӗ манӑн Давид аттемпе мӗнле пулнӑ, ӑна хӑй валли ҫурт лартма кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑнӑ, манпа та ҫаплах пулсамччӗ, тенӗ.
Ун валли Ҫурт лартма камӑн та пулин вӑй ҫитейӗ-ши — Ӑна тӳпе те, вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе те шӑнӑҫтараймасть-ҫке! Ун валли Ҫурт тума пултарас пур — кам вара эпӗ? Унӑн умӗнче тӗтӗркӗчпе тӗтӗрме юрӑхлӑ пулинех.
Акӑ ӗнтӗ эпӗ йывӑҫ касакансене, санӑн чурусене, ӗҫме-ҫиме ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм пин кор урпа, ҫирӗм пин бат эрех, ҫирӗм пин бат йывӑҫ ҫӑвӗ паратӑп, тенӗ Соломон патша.
вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ хӗрарӑм ывӑлӗ, ашшӗ вара — Тир ҫынни; вӑл ылтӑнпа кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен, чулпа йывӑҫран, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен, виссонран, йӑм хӗрлӗ пиртен япаласем ӑсталама пӗлет, тем тӗрлӗ чӗнтӗрлесе касса кӑларма та ӑста, хӑвӑн ӳнерҫӳсемпе тата Давид хуҫамӑн, санӑн аҫун, ӳнерҫисемпе пӗрле мӗн тума хушнине пурне те тума пултарать.
Ҫавӑн чухне Соломон Израиль ҫӗрне ютран килнӗ мӗнпур ҫынна шута илсе тухнӑ, ку ӗнтӗ вӗсене хӑйӗн ашшӗ Давид шута илни хыҫҫӑн шутлани пулнӑ, — вӗсем ҫӗр аллӑ виҫӗ пин те ултҫӗр ҫын тупӑннӑ.
Ҫавсенчен патша ҫитмӗл пин ҫынна — йывӑр япаласем ҫӗклеме, сакӑрвунӑ пин ҫынна тусем хушшинче чул касма янӑ, виҫӗ пин те ултҫӗрӗшне халӑха ӗҫре хистесе тӑма пуҫлӑха уйӑрса лартнӑ.