БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иерусалимра пурӑнакансем ун вырӑнне Охозияна, унӑн кӗҫӗн ывӑлне, патшана лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн аслӑ ывӑлӗсене Арави ҫыннисемпе пӗрле тапӑра тапӑннӑ эшкер вӗлерсе тухнӑ пулнӑ, — вара Охозия, Иорам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ. |
| 2 |
| Патшана ларнӑ чухне Охозия ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл ҫулталӑк хушши патшара ларнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Гофолия, вӑл Амврий хӗрӗ пулнӑ. |
| 3 |
| Охозия та Ахав килӗ ҫӳренӗ ҫулпах ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна амӑшӗ йӗркене пӑсса пурӑнма вӗрентсе те хӗтӗртсех тӑнӑ. |
| 4 |
| Вара вӑл, Ахав килӗ пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Ахав килӗ канаш парса-вӗрентсе тӑнӑ, ҫапла ӑна вилӗм патнех илсе ҫитернӗ. |
| 5 |
| Ахав килӗ хӗтӗртнипех вӑл Иорампа — Ахав ывӑлӗпе, Израиль патшипе — Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшине Азаила хирӗҫ вӑрҫӑпа кайнӑ. Сири ҫыннисем ҫавӑнта Иорама амантнӑ, |
| 6 |
| вӑл Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра ҫапӑҫнӑ чухне пулнӑ суранӗсене сиплес тесе Изрееле таврӑннӑ. Охозия — Иорам ывӑлӗ, Иудея патши — аманнӑ Иорама, Ахав ывӑлне, курма Изрееле пынӑ. |
| 7 |
| Иорам патне килнӗшӗн Турӑ Охозияна пӗтмелле тунӑ, мӗншӗн тесессӗн кунта килсен вӑл Иорампа пӗрле Намесси ывӑлне Ииуя хирӗҫ тухнӑ; Ииуя вара Ҫӳлхуҫа Ахав килне тӗп тума суйласа илнӗ пулнӑ. |
| 8 |
| Ахав килне сут тунӑ чухне Ииуй ӗнтӗ Иудея пуҫлӑхӗсене тата Охозия пӗртӑванӗсен ывӑлӗсене, Охозияна пулӑшса пурӑннӑскерсене, шыраса тупса вӗлерсе тухнӑ. |
| 9 |
| Унтан вӑл Охозияна шырама хушнӑ, ӑна вара Самарире пытанса пурӑннӑ чухне ярса илнӗ те Ииуй патне илсе пынӑ; ӑна ӗнтӗ вӗлернӗ, ҫапах та «вӑл — Ҫӳлхуҫа патне пӗтӗм чун-чӗрипе туртӑннӑ Иосафат ывӑлӗ» тесе, тирпейлесе пытарнӑ. Ҫапла вара Охозия килӗнче патша пулмалли ҫын юлман. |
| 10 |
| Гофолия, Охозия амӑшӗ, ывӑлӗ вилнине курсассӑн Иуда килӗн патши йӑхне пӗтӗмпех тӗп туса тухнӑ. |
| 11 |
| Анчах та Иосавеф — патша хӗрӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрсе пытарнӑ; ҫапла вара Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Иодай священникӑн арӑмӗ, Охозия пӗртӑванӗ — Иоаса Гофолияран пытарса хӑварнӑ, Гофолия ӑна вӗлереймен. |
| 12 |
| Иоас вара вӗсем патӗнче, Турӑ Ҫуртӗнче, ултӑ ҫул пытанса пурӑннӑ; ҫав хушӑра Гофолия патшара ларнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2chronicles/022.mp3
36
22