|
| 1 |
|
| Вара Иерусалимра, хӑйӗн ашшӗне Давида кӑтартнӑ Мориа тӑвӗ ҫинче, Давид хатӗрлесе хунӑ вырӑнта — Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче — Соломон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартма пуҫланӑ. |
|
| 2 |
|
| Пуҫласса вӑл ҫак ӗҫе хӑй патшана ларсассӑн тӑваттӑмӗш ҫулхине, иккӗмӗш уйӑхӑн иккӗмӗш кунӗнче, пуҫланӑ. |
|
| 3 |
|
| Акӑ Соломон Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне хывнӑ никӗс: унӑн тӑршшӗ, кивӗ виҫепе, утмӑл чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике; |
|
| 4 |
|
| Ҫурт умӗнчи пӑлтӑрӑн тӑршшӗ, Ҫурт сарлакӑшне кура, ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ вара ҫӗр ҫирӗм чике пулнӑ. Ӑна шалтан таса ылтӑнпа виттернӗ. |
|
| 5 |
|
| Тӗп Ҫурта, кипарис йывӑҫӗпе сӑрса, чи лайӑх ылтӑнпа виттернӗ, ҫиелтен пальмӑпа вӑчӑра ӗлкисем ӳкерсе тухнӑ. |
|
| 6 |
|
| Илемӗшӗн Ҫурта хаклӑ чулсем хывнӑ; ылтӑнӗ вара Парваим ылтӑнӗ пулнӑ. |
|
| 7 |
|
| Ҫурта, пӗренесене, алӑк пусахисемпе Ҫурт енӗсене, [чӳречесене,] алӑксене ылтӑнпа сӑрланӑ, Ҫурт енӗсем ҫине херувимсем каса-каса кӑларнӑ. |
|
| 8 |
|
| Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм тунӑ: унӑн тӑршшӗ, Ҫурт сарлакӑшне кура, ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ те ҫирӗм чике пулнӑ; ӑна чи лайӑх ултҫӗр талант ылтӑнпа сӑрнӑ. |
|
| 9 |
|
| Пӑтисем те ылтӑн пулнӑ, [кашни пӑти] аллӑ сикль тайнӑ. Ҫӳлти пӳлӗмсене те ылтӑнпа витнӗ. |
|
| 10 |
|
| Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме икӗ херувим туса лартнӑ, вӗсене касса кӑларнӑ, ылтӑнпа сӑрнӑ. |
|
| 11 |
|
| Херувимсен ҫуначӗсем пӗтӗмӗшпе ҫирӗм чике тӑршшӗ пулнӑ. Пилӗк чике тӑршшӗ пӗр ҫуначӗ Ҫуртӑн пӗр енне перӗнсе тӑнӑ, пилӗк чике тӑршшӗ иккӗмӗш ҫуначӗ тепӗр херувимӑн ҫуначӗпе пӗрлешӗнсе тӑнӑ; |
|
| 12 |
|
| ҫавӑн пекех тепӗр херувимӑн пилӗк чике тӑршшӗ ҫуначӗ те Ҫурт енне перӗнсе тӑнӑ, пилӗк чике тӑршшӗ иккӗмӗш ҫуначӗ тепӗр херувимӑн ҫуначӗпе пӗрлешӗнсе тӑнӑ. |
|
| 13 |
|
| Ҫуначӗсене херувимсем ҫирӗм чике сарлакӑш сарса янӑ пулнӑ; вӗсем, Ҫурт ӑшнелле пӑхса, урисем ҫинче тӑнӑ. |
|
| 14 |
|
| Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата виссонран чаршав тунӑ, ун ҫине херувимсен сӑнне ӳкернӗ. |
|
| 15 |
|
| Ҫурт умӗ валли вӑтӑр пилӗкшер чике тӑршшӗ икӗ юпа тунӑ, кашни юпине пилӗк чике ҫӳллӗш кӑшӑл тӑрӑласа тӑнӑ. |
|
| 16 |
|
| Юпасен тӑрри валли вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ, вӗсене нар улмисемпе эрешленӗ. |
|
| 17 |
|
| Вара юпасене Ҫурт умне пӗрне сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартнӑ, сылтӑмрине Иахин тесе, сулахайрине Воаз тесе ят панӑ. |
|
|
|
|