БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Езекия ҫакӑн пек чунтан парӑнса тунӑ ӗҫсем хыҫҫӑн Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑна пырса кӗнӗ, тӗреклӗлетнӗ хуласене ҫавӑрса илнӗ, вӑл вӗсене хӑй валли туртса илесшӗн пулнӑ. |
| 2 |
| Езекия, Сеннахирим Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма шутланине курсассӑн, |
| 3 |
| хӑйӗн ҫулпуҫӗсемпе, ҫар ҫыннисемпе канашланӑ та, вӗсем хула тулашӗнчи ҫӑлкуҫсене хупласа лартма шутланӑ; лешӗсем ку тӗлӗшпе пулӑшнӑ ӑна. |
| 4 |
| Халӑх нумай пуҫтарӑннӑ, вара мӗнпур ҫӑл-пӗве таврашне тата ҫӗршыв урлӑ юхса выртнӑ юхӑма тӑпра сапса хупланӑ та каланӑ: кунта килсессӗн Ассири патшисем шыв ан тупайччӑр, [ан ҫирӗпленейччӗр], тенӗ. |
| 5 |
| Езекия ӗнтӗ хавхаланса кайнӑ, тӳннӗ-юхӑннӑ хӳмене ҫӗнеттернӗ, ӑна пашне ҫӳллӗшех хӑпарттарнӑ, хула тулашӗнче тата тепӗр хӳме тутарнӑ, Давид хулинчи Миллона ҫирӗплетнӗ тата темӗн чухлӗ кӑралпа хулкан хатӗрленӗ. |
| 6 |
| Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: |
| 7 |
| ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, |
| 8 |
| унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ. Иудея патши Езекия каланӑ сӑмахсемпе вара халӑх вӑй илсе ҫирӗпленнӗ. |
| 9 |
| Ҫавӑн хыҫҫӑн Ассири патши Сеннахирим хӑйӗн чурисене Иерусалима янӑ, — хӑй вӑл тата унӑн пӗтӗм ҫарӗ Лахисра тапӑрпа тӑнӑ пулнӑ, — вӑл Иудея патшине Езекияна тата Иерусалимри пӗтӗм иудейсене ҫапла калама хушнӑ: |
| 10 |
| Ассири патши Сеннахирим ҫапла калать: мӗне шанатӑр эсир? Иерусалим керемӗнче мӗне шанса ларатӑр? |
| 11 |
| Езекия сире: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварӗ» тесе, выҫӑпа та шывсӑр антӑхтарса вӗлерессишӗн илӗртмест-и-ха? |
| 12 |
| Унӑн тӳпем вырӑнӗсемпе Унӑн парне вырӑнӗсене ҫав Езекия ҫӗмӗрсе тухманччӗ-и-ха, Иудейӑпа Иерусалима: «пӗртен-пӗр парне вырӑнӗ умӗнче ҫеҫ кӗлтӑвӑр, унӑн умӗнче ҫеҫ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗр» теекенни ҫавӑ мар-и-ха? |
| 13 |
| Эпӗ тата манӑн аттемсем ытти ҫӗршывсенчи халӑхсене мӗн-мӗн тунине эсир пӗлместӗр-им вара? Ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен ҫӗрне ман алӑран ҫӑлса хӑварма пултарнӑ-и? |
| 14 |
| Манӑн аттемсем тӗп тунӑ халӑхсен туррисенчен хӑшӗ хӑй халӑхне ман аллӑмран хӑтарса хӑварнӑ? Сирӗн Туррӑр сире ман аллӑмран епле ҫӑлса хӑварӗ-ши? |
| 15 |
| Халӗ ӗнтӗ Езекия сире улталаса ан йӑпаттӑр; ан ӗненӗр ӑна: нихӑш халӑхпа нихӑш патшалӑхӑн турри те хӑй халӑхне ман аллӑмран, манӑн аттемсен аллинчен ҫӑлса хӑварма вӑй тупайман пулсан, сирӗн Туррӑр та сире ман аллӑмран хӑтараймӗ, тенӗ Сеннахирим. |
| 16 |
| Сеннахирим тарҫисем Ҫӳлхуҫа Турра хирӗҫле, Унӑн чурине Езекияна хирӗҫле тата нумай каланӑ. |
| 17 |
| Сеннахирим ҫырусем те ҫырнӑ пулнӑ, вӗсенче вӑл Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, хӑртнӑ, Ӑна хирӗҫле ҫакӑн пек каланӑ: «ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен халӑхӗсене манран ҫӑлса хӑварайман пекех, Езекия Турри те Хӑй халӑхне манран ҫӑлса хӑвараймӗ» тенӗ. |
| 18 |
| Сеннахирим тарҫисем, хӳме ҫине тухса тӑнӑ Иерусалим халӑхне хӑратас, сехӗрлентерес тесе тата хулана ярса илес тесе, хытӑ сасӑпа еврейла кӑшкӑрнӑ. |
| 19 |
| Иерусалим Турри ҫинчен вӗсем ытти халӑхсен туррисем ҫинчен, этем алли ӑсталанӑ турӑсем ҫинчен каланӑ пек каланӑ. |
| 20 |
| Вара Езекия патшапа Исаия — Амос ывӑлӗ, пророк — тӳпенелле пӑхса кӑшкӑрса кӗлтунӑ. |
| 21 |
| Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Ангела янӑ та, вӑл Ассири патши ҫарӗнчи мӗнпур паттӑра, ҫарпуҫне тата ҫар пуҫлӑхӗсене тӗп тунӑ. Сеннахирим вара, намӑс курса, каялла хӑй ҫӗрне таврӑннӑ; хӑй туррин ҫуртне пырса кӗрсен, ӑна унта хӑйӗнчен ҫуралнисемех хӗҫпе касса вӗлернӗ. |
| 22 |
| Езекияна тата Иерусалимра пурӑнакансене Ассири патшийӗн Сеннахиримӑн аллинчен тата ыттисен аллинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсене Вӑл пур ҫӗрте те упранӑ. |
| 23 |
| Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ Иерусалима пырса Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре-кӳре тӑнӑ, Иудея патшине Езекияна та хаклӑ япаласем парнеленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Езекия пур халӑхсен умӗнче те чапа тухнӑ. |
| 24 |
| Ҫав вӑхӑтра Езекия вилмеллех чирлесе ӳкнӗ. Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, Вӑл ӑна илтнӗ те паллӑ панӑ. |
| 25 |
| Анчах та Езекия хӑйне панӑ ырӑлӑхшӑн ырӑпа тавӑрма пӗлмен, мӗншӗн тесессӗн унӑн чӗри мӑнаҫланса кайнӑ. Вара Турӑ ӑна та, Иудейӑна та, Иерусалима та ҫилленнӗ. |
| 26 |
| Езекия хӑй те, Иерусалим ҫыннисем те мӑнаҫлӑ чун-чӗрине йӑвашлатнӑ та, вара Езекия чӗрӗ чухне Ҫӳлхуҫа ҫилли вӗсем ҫине ӳкмен. |
| 27 |
| Езекиян пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те шутсӑр пысӑк пулнӑ; вӑл ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ чул, ырӑ шӑршӑлӑх, хулкан тата тӗрлӗрен савӑт-сапа упрамалли ҫурт тунӑ, |
| 28 |
| ҫӗр паракан ҫимӗҫе, тырра-пулла, эрехпе ҫу таврашне упрама кӗлетсем, выльӑх-чӗрлӗх усрама витесем, кӗтӳ тапӑрӗсем валли картасем тунӑ. |
| 29 |
| Вӑл хуласем те туса лартнӑ. Вак выльӑхпа шултӑра выльӑх кӗтӗвӗсем те унӑн нумай пулнӑ: Турӑ ӗнтӗ ӑна питех те пысӑк пурлӑх панӑ. |
| 30 |
| Геон шывне ҫӳлте пӗвелесе, унӑн юххине Давид хулин анӑҫ еннелле уҫса яраканӗ те Езекиях пулнӑ. Езекия кирек хӑш ӗҫне те ӑнӑҫуллӑ туса пурӑннӑ. |
| 31 |
| Вавилон патшисем янӑ элчӗсем унран ҫӗр ҫинче пулса иртнӗ хӑват палли ҫинчен ыйтса пӗлме пырсассӑн ҫеҫ, — ӑна сӑнаса пӑхас, ун чӗринче мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗлес тесе, — Турӑ Езекияна пӑрахса хӑварнӑ. |
| 32 |
| Езекия мӗн-мӗн тунине, унӑн ырӑ ӗҫӗсене Исаия — Амос ывӑлӗ, пророк, мӗн пулассине малтанах курнӑскерӗ — ҫырса хӑварнӑ тата Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. |
| 33 |
| Ӗнтӗ Езекия канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид ывӑлӗсен тупӑклӑхӗнче ҫӳлте пытарнӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем хисеплесе-чысласа ӑсатнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Манассия, ларнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2chronicles/032.mp3
36
32