Иосия ӗнтӗ ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑх ывӑлӗсене Пасха парни кӳме вак выльӑхран вӑтӑр пин пуҫ путекпе ҫамрӑк качака таки тата виҫӗ пин пуҫ вӑкӑр панӑ. Ку ӗнтӗ — патша пурлӑхӗнчен пани.
ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли хатӗрленӗ, мӗншӗн тесессӗн священниксем, Аарон ывӑлӗсем, мӗн тӗттӗм пуличченех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ левитсем хӑйсем валли те, священниксем — Аарон ывӑлӗсем — валли те хатӗрленӗ пулнӑ.
Ҫакӑн пек Пасха Израильре Самуил пророк вӑхӑтӗнче пулнӑранпа та пулман; Израилӗн пӗр патши те Иосия, священниксем, левитсем, ҫавӑнта пулнӑ Иудейӑпа Израиль халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем ирттернӗ пек Пасха ирттерсе курман.
Иосия Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсене пӗтӗмпех туса ҫитернӗ хыҫҫӑн [Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия патша вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, ҫӑлтӑрҫӑсене те, Иерусалимпа Иудейӑри чӳк вырӑнӗсене те, йӗрӗхсене те, Астарта юписене те ҫунтарса янӑ; унччен нихӑҫан та Иосия пек пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑнакан пулман; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман. Анчах та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн хаяр ҫиллине, Манассиян ирсӗр ӗҫӗсене пула Иуда ҫине ӳкнӗ хаярлӑхне, сирсе яман. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиль килне Хам умӑмран сирнӗ пек, Иудӑна та Хам умӑмран сирӗп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та, сирсе пӑрахӑп, тенӗ.] Нехао, Египет патши, Евфрат хӗрринчи Кархемис патне вӑрҫӑпа кайнӑ, Иосия ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ.