БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗтрелӗхре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ, |
| 2 |
| Святой, эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, ҫакӑ Санӑн ӗмӗрхи вырӑну пултӑр терӗм, тенӗ. |
| 3 |
| Унтан, халӑх еннелле ҫаврӑнса, патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, — |
| 4 |
| Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе мӗн каланине паян Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ! Туррӑмӑр каланӑччӗ: |
| 5 |
| «Хамӑн халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Израилӗн нихӑш йӑхӗнче те Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн хула суйламан, Хамӑн Израиль халӑхӑмӑн патшине лартмашкӑн ҫын суйламан, |
| 6 |
| анчах Иерусалима Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе суйласа илтӗм тата Хамӑн Израиль халӑхӑма тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ. |
| 7 |
| Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ. |
| 8 |
| Анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл. |
| 9 |
| Ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, — Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ. |
| 10 |
| Хӑй каланӑ сӑмаха Ҫӳлхуҫа вырӑна килтерчӗ: Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, эпӗ Давид аттемӗн вырӑнне кӗрсе Израилӗн патша пуканӗ ҫине лартӑм, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартрӑм. |
| 11 |
| Унта эпӗ саккун арчи лартрӑм, арчара — Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсемпе хывнӑ халал, тенӗ патша. |
| 12 |
| Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, — |
| 13 |
| Соломонӑн картиш варрине лартнӑ пилӗк чике тӑршшӗ, пилӗк чике сарлакӑш, виҫӗ чике ҫӳллӗш пӑхӑр амвон пулнӑ; вӑл ҫавӑнта хӑпарнӑ та пӗтӗм Израиль ҫынни умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе |
| 14 |
| ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук. Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн. |
| 15 |
| Эсӗ Хӑвӑн чуруна, манӑн Давид аттеме, мӗн каланине вырӑна килтертӗн; Хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн каланине паянхи кун Хӑвӑн аллупа туса ҫитертӗн. |
| 16 |
| Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! халӗ ӗнтӗ Эсӗ Хӑвӑн чуруна Давида, манӑн аттеме, мӗн каланине: «эхер те санӑн ывӑлусем Ман умӑмра, эсӗ ҫӳренӗ пек, Ман саккунпа ҫӳресе хӑйсен ҫулӗсене астусах тӑрсассӑн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан [ар] пӗтмӗ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ. |
| 17 |
| Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! Халӗ ӗнтӗ Давид чуруна каланӑ сӑмаху тӳрре килтӗр! |
| 18 |
| Чӑнах та, Туррӑн этемпе пӗрле ҫӗр ҫинче пурӑнмалла-и? Эхер те Сана вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе те шӑнӑҫтараймасть пулсассӑн, эпӗ лартнӑ Ҫурт епле шӑнӑҫтарайӗ? |
| 19 |
| Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ҫапах та Хӑвӑн чуру кӗлтуни ҫине, вӑл тилмӗрсе ыйтни ҫине пӑхсамччӗ! Хӑвӑн чуру Сана тархасланине, йӑлӑнса кӗлтунине илтсемччӗ. |
| 20 |
| Хӑвӑн чуру ҫак вырӑнта кӗлтунине илтмешкӗн Санӑн куҫусем ҫак Ҫурта — Эсӗ Ху Хӑвӑн ятупа тытса тӑма пулнӑ вырӑна — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те курса тӑринччӗҫ. |
| 21 |
| Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; илтсемччӗ Хӑв пурӑнакан вырӑнтан, тӳперен, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ! |
| 22 |
| Кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫынни умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑха кӗнӗ ҫынран вара тупа тума ыйтсассӑн, ҫак Ҫуртра Санӑн парне вырӑнӗ умӗнче тупа тума тытӑнсассӑн, |
| 23 |
| Эсӗ, тӳперен илтсе, Хӑвӑн чурусене сут тусамччӗ: айӑплине усал ӗҫне хӑйӗн пуҫӗ ҫине ҫитерсе айӑпла, тӳррине хӑйӗн тӳрӗлӗхне кура тӳрре кӑларсамччӗ. |
| 24 |
| Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса кӗлтусассӑн, |
| 25 |
| Эсӗ ҫавна тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсене тата ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва каялла тавӑрсамччӗ вӗсене. |
| 26 |
| Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗрен тӳпе хупӑнса ҫумӑр пулмасассӑн, вара ҫак вырӑнта кӗлтуса Санӑн ятна аслӑласассӑн, Эсӗ вӗсене ҫапла йӑвашлантарнипе вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗнчен пӑрӑнсассӑн, |
| 27 |
| Эсӗ тӳперен илтсемччӗ; вӗсене ҫӳреме ырӑ ҫул кӑтартса, Хӑвӑн чурусенӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн, ҫылӑхне каҫарсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна еткерлӗхе панӑ ҫӗрӳ ҫине ҫумӑр ярсамччӗ. |
| 28 |
| Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин синкер, мӗнле те пулин чир пулать-и, |
| 29 |
| пӗр-пӗр ҫын е Хӑвӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ — хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса — аллисене ҫак Ҫурт енне тӑссассӑн, вӗсен кӗллине, вӗсем тархасланине |
| 30 |
| илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара каҫарсамччӗ, Эсӗ кирек хӑш ҫынна та ун чӗри мӗнлине пӗлсе, унӑн пӗтӗм ӗҫне кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн, — |
| 31 |
| ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр, Санӑн ҫулупа ҫӳреччӗр. |
| 32 |
| Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, |
| 33 |
| илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр. |
| 34 |
| Санӑн халӑху Эсӗ кӑтартса янӑ ҫулпа хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Эсӗ суйласа илнӗ ҫак хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса Сана кӗлтунӑ чухне |
| 35 |
| илтсемччӗ тӳперен вӗсен кӗллине, вӗсем мӗн ыйтнине, вара вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ. |
| 36 |
| Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене ҫывӑхри е аякри ҫӗре кайса ярсассӑн, |
| 37 |
| вӗсем унта, тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, тыткӑна лекнӗ ҫӗрте Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, |
| 38 |
| хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, |
| 39 |
| вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине каҫарсамччӗ. |
| 40 |
| Эй Туррӑмҫӑм! ҫак вырӑнти кӗлӗшӗн Санӑн куҫу уҫӑ тӑтӑр, Санӑн хӑлху тимлӗ пултӑр. |
| 41 |
| Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ӗнтӗ Хӑвӑн канлӗ вырӑнна тӑр, Хӑвӑн хӑватлӑхун арчипе ялан ҫакӑнта пул. Санӑн священникӳсем, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, ҫӑлӑнӑҫ тумтирӗ тӑхӑнччӑр, Санӑн таса пурӑнӑҫлӑ ҫыннусем ырӑлӑхпа савӑнса пурӑнччӑр. |
| 42 |
| Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ тарҫуна ан пӑрахсамччӗ, ӑна Хӑвӑн Давид тарҫуна пӑхса тӑнӑ пек пӑхса тӑрсамччӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/2chronicles/006.mp3
36
6