вара вӗсем Зоровавельпе ӑру пуҫлӑхӗсем патне пынӑ та каланӑ вӗсене: эпир те сирӗнпе пӗрле ӗҫлӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир те сирӗн Туррӑра пуҫҫапатпӑр, эпир Ӑна хамӑра Сири патши Асардан ҫакӑнта куҫарса килнӗренпех парне кӳрсе тӑратпӑр, тенӗ.
ҫак ӗҫе путарас шутпа, вӗсем канашҫӑсене сӗрев парса хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, Перси патши Кир вӑхӑтӗнче тӑршшӗпех ҫапла пулнӑ, ку Перси патшине Дарий ларичченех ҫапла пулса пынӑ.
тата ытти халӑхсем — аслӑ та мухтавлӑ Аснафар [Сеннахирим] куҫарса килсе Самари хулисемпе юханшыв леш енчи хуласене вырӑнаҫтарнӑ тӗрлӗ халӑхсем» тата ытти те.
«Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ.
Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ.
Вара патша Рехум канашҫӑпа Шимшай ҫыруҫӑ патне, вӗсен Самарире тата юханшыв леш енчи хуласенче пурӑнакан юлташӗсем патне ҫапла ҫырса янӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире»… тата ытти те.