БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Вара, Дарий патша хушнипе, Вавилонра мул управӑшӗнче кӗнекесем упранакан вырӑна пӑхса тухнӑ. |
| 2 |
| Ӗнтӗ Миди ҫӗрӗнчи Екбатан керменӗнче пӗр тӗркем тупӑннӑ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Асра тытма: |
| 3 |
| Кир патша хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ пирки панӑ хушу: Ҫурта парне кӳрекен вырӑнта лартчӑр, ӑна валли ҫирӗп никӗс хывччӑр; унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пултӑр; |
| 4 |
| шултӑра чулсен речӗ — виҫҫӗ, йывӑҫ хунӑ рет пӗрре пултӑр; тӑккаланма мӗн кирлине патша килӗнчен парса тӑччӑр. |
| 5 |
| Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалим Ҫуртне тавӑрса паччӑр, кашни япалине Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнне лартчӑр». |
| 6 |
| Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. |
| 7 |
| Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. |
| 8 |
| Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; |
| 9 |
| мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, |
| 10 |
| вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. |
| 11 |
| Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. |
| 12 |
| Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!» |
| 13 |
| Вара юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай тата вӗсен юлташӗсем Дарий патша епле хушнӑ, пурне те ҫапла тӗп-тӗрӗс туса тӑнӑ. |
| 14 |
| Иудейӗн аслӑ ҫыннисем ӑнӑҫлӑн ӗҫленӗ, Аггей пророкпа Адда ывӑлӗ Захария вӗсене хавхалантарса тӑнӑ. Ҫапла Израиль Туррин ирӗкӗпе, Перси патшисен Кирӑн, Дарийӗн тата Артаксерксӑн ирӗкӗпе Турӑ Ҫуртне туса лартнӑ, ӗҫе вӗҫленӗ. |
| 15 |
| Ҫав Ҫурта адар уйӑхӗн виҫҫӗмӗш кунӗ тӗлне, Дарий патша улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, туса пӗтернӗ. |
| 16 |
| Вара Израиль ывӑлӗсем — священниксемпе левитсем, тыткӑнран таврӑннӑ пӗтӗм халӑх — тем тӗрлӗ савӑнса-хӗпӗртесе Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ. |
| 17 |
| Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне вӗсем ҫӗр вӑкӑр, икҫӗр сурӑх таки, тӑватҫӗр путек кӳнӗ, тата пӗтӗм Израиль ҫылӑхӗшӗн — Израиль йӑхӗсен шутне кура — вуникӗ качака таки парне кӳнӗ. |
| 18 |
| Унтан, Моисей кӗнекинче ҫырнӑ пек, Иерусалимра Турра ӗҫлесе тӑма священниксемпе левитсене ушкӑн-ушкӑна уйӑрнӑ, вӗсене хӑйсен вырӑнӗсене тӑратса тухнӑ. |
| 19 |
| Вара тыткӑнран таврӑннисем пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха уявне ирттернӗ, |
| 20 |
| мӗншӗн тесессӗн священниксем, левитсем тасалнӑ ӗнтӗ — вӗсем пурте, пӗр ҫын пек, таса пулнӑ; вара левитсем тыткӑнран таврӑннисем валли пурин валли те, хӑйсен священник-тӑванӗсем валли тата хӑйсем валли пасха путекӗсем пуснӑ. |
| 21 |
| Ӗнтӗ тыткӑнран таврӑннӑ Израиль ывӑлӗсем пасха апачӗ ҫинӗ; Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, пуҫҫапмашкӑн ытти халӑхсен тасамарлӑхӗнчен хӑпса Израиль ывӑлӗсем ҫумне хутшӑннисем те пасха апачӗ ҫинӗ. |
| 22 |
| Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши савӑнӑҫлӑн та хӗпӗртевлӗн уявланӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсене савӑнӑҫ кӳнӗ: Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррин, Ҫуртне тунӑ чухне вӑй-хал парса пулӑшса тӑма Ассири патшин чӗрине вӗсем майлӑ ҫавӑрнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ezra/006.mp3
10
6