|
| 1 |
|
| Вара аслӑ священник Елияшив тата унӑн священник тӑванӗсем ӗҫе тытӑнчӗҫ те Сурӑх хапхине туса лартрӗҫ: вӗсем ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳчӗҫ, алӑкӗсене лартрӗҫ, Меа пашнинчен пуҫласа Хананел пашни таранах тасалӑх тивлечӗ кӳчӗҫ. |
|
| 2 |
|
| Вӗсен ҫывӑхӗнче Иерихон ҫыннисем хӳме хӳрӗҫ, кусемпе юнашар Имрий ывӑлӗ Закхур ӗҫлерӗ. |
|
| 3 |
|
| Пулӑ хапхине Сенаа ҫыннисем турӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене ҫакрӗҫ, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ. |
|
| 4 |
|
| Вӗсемпе юнашар хӳмен тепӗр сыпӑкне Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Мешуллам — Мешизабел ывӑлӗн Берехиян ывӑлӗ — юсарӗ; вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Баана ывӑлӗ Садок юсарӗ; |
|
| 5 |
|
| вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ; анчах вӗсенӗн чаплӑ ҫыннисем хӑйсен Ҫӳлхуҫишӗн пилӗк авмарӗҫ, ӗҫлемерӗҫ. |
|
| 6 |
|
| Кивӗ хапхана Пасеах ывӑлӗ Иоиада тата Бесодия ывӑлӗ Мешуллам юсарӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ. |
|
| 7 |
|
| Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Гаваон ҫынни Мелатия тата Мероноф ҫынни Иодан — юханшыв леш енчи ҫӗр пуҫлӑхне пӑхӑнса тӑракан Гаваонпа Мицфа ҫыннисем — юсарӗҫ. |
|
| 8 |
|
| Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Харгаия ывӑлӗ Уззиил, ылтӑн-кӗмӗл ӑсти, юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Ханания, ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗш тӑваканскерӗ, юсарӗ. Ҫапла Иерусалима Сарлака хӳме патне ҫитиччен юсаса тухрӗҫ. |
|
| 9 |
|
| Вӗсен ҫумӗнчи хӳме сыпӑкне Хур ывӑлӗ Рефаия, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, юсарӗ. |
|
| 10 |
|
| Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка, хӑйӗн пӳрчӗпе тӗлме-тӗлех вырӑна, Харумаф ывӑлӗ Иедаия юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка Хашавния ывӑлӗ Хаттуш юсарӗ. |
|
| 11 |
|
| Хӳмен тепӗр сыпӑкне Харим ывӑлӗ Малхия тата Пахаф-Моав ывӑлӗ Хашшув юсарӗҫ; Кӑмака пашнине те вӗсемех юсарӗҫ. |
|
| 12 |
|
| Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Галлохеш ывӑлӗ, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑракан Шаллум тата унӑн хӗрӗсем юсарӗҫ. |
|
| 13 |
|
| Айлӑм хапхине Ханун тата Заноах ҫыннисем юсарӗҫ: вӗсем хапха турӗҫ, алӑкӗсене ҫакрӗҫ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ; вӗсемех хӳмене пин чике тӑршшӗ, Тислӗк хапхи патне ҫитиччен, юсарӗҫ. |
|
| 14 |
|
| Тислӗк хапхине вара Малхия — Рехав ывӑлӗ, Бефкарем ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ. |
|
| 15 |
|
| Ҫӑлкуҫ хапхине Шаллум — Колхозей ывӑлӗ, Мицфа ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, тӑррине витрӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ; патша сачӗпе тӗлме-тӗл вырӑнаҫнӑ Селах пӗви патӗнчи хӳмене те, Давид хулинчен анаталла анакан картлашкасем таран, вӑлах юсарӗ. |
|
| 16 |
|
| Неемия вара — Азбук ывӑлӗ, Бефцур ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ — хӳмен тепӗр сыпӑкне Давид тупӑклӑхӗ патне ҫитиччен, алтса тунӑ пӗвепе Паттӑрсен ҫурчӗ таран юсарӗ. |
|
| 17 |
|
| Ун ҫумӗнчи сыпӑка левитсем тӳрлетрӗҫ; Ваний ывӑлӗ Рехум юсарӗ; унпа юнашар Хашавия, Кеиль ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, хӑй ҫӗрӗшӗн ӗҫлерӗ. |
|
| 18 |
|
| Ун ҫумӗнчи сыпӑка вӗсен тӑванӗсем юсарӗҫ: вӗсене Хенанад ывӑлӗ Баввай, Кеиль ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, ертсе пычӗ. |
|
| 19 |
|
| Хӳмен тепӗр сыпӑкне — кӑрал ҫурчӗ патне улӑхакан тӗлти кӗтесе — Иисус ывӑлӗ Езер, Мицфа пуҫлӑхӗ, юсарӗ. |
|
| 20 |
|
| Ун ҫумӗнчи сыпӑка Забвай ывӑлӗ Варух юсарӗ, вӑл питех те тӑрӑшса ӗҫлерӗ — кӗтесрен пуҫласа аслӑ священник Елияшив ҫурчӗн алӑкӗ патне ҫитиччен юсаса тухрӗ. |
|
| 21 |
|
| Ун ҫумӗнчи сыпӑка, Елияшив ҫурчӗн алӑкӗ патӗнчен пуҫласа ҫурт вӗҫне ҫитиччен, Меремоф — Гакоц ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — юсарӗ. |
|
| 22 |
|
| Ун ҫумӗнчи сыпӑка ҫав вырӑнта пурӑнакан священниксем юсарӗҫ. |
|
| 23 |
|
| Малалла Вениаминпа Хашшув хӑйсен ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗҫ; Азария вара — Анания ывӑлӗн Маасеян ывӑлӗ — хӑйӗн ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗ. |
|
| 24 |
|
| Тата малалла, хӳмен тепӗр сыпӑкне, Азария ҫуртӗнчен пуҫласа кӗтеспе ҫул кукрине ҫитиччен, Хенадад ывӑлӗ Биннуй юсарӗ. |
|
| 25 |
|
| Узай ывӑлӗ Фалал кӗтес тӗлӗнче тата тӗрме картишӗ ҫумӗнчи патша ҫурчӗн — Тури ҫуртӑн — ҫӳллӗ пашни тӗлӗнче ӗҫлерӗ. Унран лерелле Парош ывӑлӗ Федаия ӗҫлерӗ. |
|
| 26 |
|
| Левитсене пулӑшакансем вара, Офелра пурӑнаканскерсем, тухӑҫ енчи Шыв хапхи тӗлне ҫитиччен, ҫӳллӗ пашне тӗлне ҫитиччен юсаса тухрӗҫ. |
|
| 27 |
|
| Тата малалла, хӳмен тепӗр пайне, — пысӑк та ҫӳллӗ пашне патӗнчен пуҫласа Офел хӳмине ҫитиччен — Фекоя ҫыннисем юсарӗҫ. |
|
| 28 |
|
| Лаша хапхинчен лерелле священниксем кашнийӗ харпӑр хӑй килӗ тӗлӗнче юсарӗ. |
|
| 29 |
|
| Вӗсенчен леререх Иммер ывӑлӗ Садок хӑй ҫурчӗ тӗлӗнче юсарӗ, ун ҫумӗнчи сыпӑка вара Шехания ывӑлӗ Шамаия — тухӑҫ енчи хапха хуралҫи — юсарӗ. |
|
| 30 |
|
| Малалла, хӳмен тепӗр пайне, Шелемия ывӑлӗ Ханания тата Цалафӑн улттӑмӗш ывӑлӗ Ханун юсарӗҫ. Вӗсенчен леререх Берехия ывӑлӗ Мешуллам хӑй пӳлӗмӗ тӗлӗнче юсарӗ. |
|
| 31 |
|
| Ун ҫумӗнчи сыпӑка, левитсене пулӑшакансемпе сутуҫӑсен ҫурчӗ таран, кӗтесри пурӑнмалли ҫурт таран, Хурал хапхипе тӗлме-тӗл, Гацорфий ывӑлӗ Малхия юсарӗ. |
|
| 32 |
|
| Кӗтесри ҫуртпа Сурӑх хапхи хушшине ылтӑн-кӗмӗл ӑстисемпе сутуҫӑсем юсарӗҫ. |
|
|
|
|