Патша ӗнтӗ аллинчи ылтӑн туйине Эсфирь енне тӑснӑ, Эсфирь пынӑ та туя вӗҫне сӗртӗннӗ, [патша вара туйине ун мӑйӗ ҫине хунӑ та Эсфире чуптуса: кала мана, тенӗ. Эсфирь каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ сан вырӑнта Турӑ Ангелне курнӑ пекех пултӑм, санӑн мухтаву умӗнче хӑранипе чӗрем чӗтресе кайрӗ; хуҫамӑм, эсӗ тӗлӗнмелле аслӑ, санӑн пит-куҫу тулли тивлет, тенӗ. Анчах та ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче Эсфирь вӑйран кайса ӳкнӗ; патша аптӑраса кайнӑ, унӑн пур тарҫи Эсфире йӑпатнӑ].
Эрех ӗҫнӗ чухне патша Эсфире каланӑ: сана мӗн кирлӗччӗ? Сана кирли пӗтӗмпе пулӗ; эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? Ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та, пурте пулӗ сана, тенӗ.
Аман ҫав кун патша керменӗнчен хаваслӑ та кӑмӑллӑ тухнӑ. Анчах та патша хапхи умӗнче ларакан Мардохее курсан, лешӗ ун умӗнче ура ҫине те тӑманнине, вырӑнтан та сикменнине курсан, Аманӑн ӗнтӗ ҫилли тулса ҫитнӗ.
Аман вӗсене хӑйӗн шутсӑр-сумсӑр мулӗ ҫинчен, ывӑлӗсен йышӗ ҫинчен, патша ӑна мӗнлерех асла хурса чаплӑ улпутсемпе патша ҫумӗнчи ытти ҫынсенчен ҫӳле ҫӗклени ҫинчен каласа панӑ.