БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа патшана ыйхӑ паман, патша вара [тарҫине] асра тытмалли ӗҫсем ҫинчен ҫырса пыракан кӗнекене, урӑхла каласан Ҫулсеренхи кӗнекене, илсе килме хушнӑ; ӗнтӗ ӑна патша умӗнче вуланӑ. |
| 2 |
| Унта Мардохей патшанӑн икӗ хайранне — алӑк урати сыхлакан Гавафӑна тата Фаррана, Артаксеркс патшана вӗлерме каварлашнӑскерсене — тӑрӑ шыв ҫине кӑларни ҫинчен те ҫырнӑ пулнӑ. |
| 3 |
| Ыйтнӑ патша: ҫакӑншӑн Мардохее мӗнле хисеп тунӑ, ун ӗҫне мӗнле палӑртса хӑварнӑ? тенӗ. Патшана пӑхакансем: ӑна нимӗнле те палӑртман, тенӗ. |
| 4 |
| [Шӑпах патша Мардохейӗн ырӑ ӗҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ вӑхӑтра кермен картишне Аман ҫитнӗ,] вара патша: картишӗнче кам унта? тенӗ. Аман ун чухне патша ҫурчӗн тулти картишне патшапа калаҫма килнӗ, вӑл ӗнтӗ патша Мардохее ҫакса вӗлерме хуштӑр тенӗ, ҫакӑн валли унӑн юпа та хатӗр пулнӑ. |
| 5 |
| Патшана тарҫисем каланӑ: авӑ картишӗнче Аман тӑрать, тенӗ. Патша: кӗтӗр вӑл, тенӗ. |
| 6 |
| Аман шала кӗнӗ. Патша каланӑ ӑна: патша пӗр-пӗр ҫынна хисеп-чыс кӑтартма шутланӑ пулсан мӗн тумалла? тенӗ. Аман хӑй ӑшӗнче «мансӑр пуҫне патша тата урӑх кама хисеп тума пултартӑр?» тесе шутласа илнӗ. |
| 7 |
| Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли |
| 8 |
| патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, |
| 9 |
| ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр. |
| 10 |
| Патша Амана каланӑ: [лайӑх каларӑн эсӗ;] ху каланӑ пек ту, халех тумтирпе урхамах ил те патша хапхи умӗнче ларакан Мардохей иудее ҫавӑн пек чысла; ху каланинчен нимӗн те сиктерсе ан хӑвар. |
| 11 |
| Аман вара тумтирпе урхамах илнӗ те Мардохее ҫав тума тӑхӑнтартса, урхамах ҫине лартса хула варрине илсе тухнӑ, ун умӗнчен: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тесе кӑшкӑрса пынӑ. |
| 12 |
| Мардохей каялла патша хапхи патне таврӑннӑ, Аман вара пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа, пуҫне хупласа, килне васканӑ. |
| 13 |
| Мӗн пулса иртнине вӑл арӑмне, Зерешь ятлӑскерне, тата хӑйӗн мӗнпур тусне каласа панӑ. Ӑсчахсем тата арӑмӗ, Зерешь, каланӑ ӑна: Мардохей иудей ҫынни пулсан, сан инкекӳсем ӑна пула пуҫланчӗҫ пулсан, эсӗ ӑна ҫӗнтереймӗн, вӑл сана пӗтерет пулӗ, [мӗншӗн тесессӗн унпа пӗрле чӗрӗ Турӑ,] тенӗ. |
| 14 |
| Вӗсем калаҫнӑ хушӑра патша хайранӗсем ҫитнӗ те Амана Эсфирь хатӗрленӗ ӗҫке-ҫике васкатма пуҫланӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/esther/006.mp3
10
6