БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, — патша хушӑвне пурӑнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ кун, иудейсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарма шутласа хунӑ кун, — пачах урӑхла пулса тухнӑ, иудейсем хӑйсем ҫӗнтернӗ, пӗтӗм тӑшманне парӑнтарнӑ. |
| 2 |
| Ҫавӑн чухне Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи хуласенче иудейсем хӑйсене усал сунакансене пӗтерме пӗрле пуҫтарӑннӑ; вӗсен умӗнче никам та чӑтса тӑрайман, мӗншӗн тесессӗн халӑхсем пурте вӗсенчен хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ. |
| 3 |
| Вырӑнти улпутсем, сатрапсем, аслӑ пуҫлӑхсем тата патша ӗҫӗсене туса тӑракансем пурте иудейсем майлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мардохейрен хӑраса ӳкнӗ. |
| 4 |
| Мардохей ӗнтӗ патша ҫуртӗнче аслӑ ҫын шутланнӑ, унӑн чапӗ пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ, Мардохей ҫӳлерен ҫӳле ҫӗкленнӗ. |
| 5 |
| Иудейсем вара хӑйсен пӗтӗм тӑшманне пӗтернӗ, вӗсене хӗҫпе вакланӑ, вӗлернӗ, кӑкланӑ, тӑшманӗсене мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тунӑ. |
| 6 |
| Тӗп хулара, Сузӑ хулинче, иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна вӗлернӗ; |
| 7 |
| тата вӗсем Паршандафӑна, Далфона, Асфафӑна, |
| 8 |
| Порафӑна, Адальяна, Аридафӑна, |
| 9 |
| Пармашфӑна, Арисая, Аридая, Ваиезафӑна вӗлернӗ — |
| 10 |
| ҫак ҫынсем иудейсен тӑшманӗн, Амидаф ывӑлӗн Аманӑн, вунӑ ывӑлӗ пулнӑ. Иудейсем вӗлерме вӗлернӗ, анчах вӗсем аллине ҫаратупа вараламан. |
| 11 |
| Ҫав кунах тӗп хулара, Сузӑ хулинче, мӗн чухлӗ ҫын вӗлернине патшана пӗлтернӗ. |
| 12 |
| Патша Эсфире, патша майрине, каланӑ: тӗп хулара иудейсем пилӗкҫӗр ҫынна тата Аманӑн вунӑ ывӑлне вӗлернӗ; патшан ытти ҫӗрӗсенче мӗн тунӑ вӗсем? Сана мӗн кирлӗ? сана мӗн кирли пурӑнӑҫланӗ. Эсӗ тата мӗн ыйтатӑн? вӑл та пулать, тенӗ. |
| 13 |
| Эсфирь каланӑ ӑна: патша хирӗҫ мар пулсассӑн, Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем ыран та паян тунинех туччӑр, Аманӑн вунӑ ывӑлне вара юпаран ҫакчӑр, тенӗ. |
| 14 |
| Патша ӗнтӗ ҫавӑн пек тума хушнӑ; ҫак хушӑва Сузӑ хулинче пӗлтернӗ, Аманӑн вунӑ ывӑлне вара юпаран ҫакнӑ. |
| 15 |
| Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, унта вӗсем ҫичҫӗр ҫынна вӗлернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан. |
| 16 |
| Патшалӑхра ытти ҫӗрте пурӑнакан иудейсем те хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме, хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлма пӗрле пуҫтарӑннӑ, вӗсем ҫитмӗл пилӗк пин тӑшмана пӗтернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан. |
| 17 |
| Ҫакӑ адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пулса иртнӗ; ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче вара вӗсем лӑпланнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнӑҫ кунӗ тунӑ. |
| 18 |
| Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем вара ҫав уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче те, вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, вунпиллӗкмӗш кунӗнче вара лӑпланнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнӑҫ кунӗ тунӑ. |
| 19 |
| Ҫавӑнпа та ялсенче, уҫӑ вырӑнсенче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче уяв тӑваҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне парне параҫҫӗ; [хуласенче пурӑнакансем вара адар уйӑхӗн вунпиллӗкмӗш кунӗнче те савӑнаҫҫӗ, уяв тӑваҫҫӗ; ҫывӑх ҫыннисене парне параҫҫӗ]. |
| 20 |
| Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ, |
| 21 |
| вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ, |
| 22 |
| мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр. |
| 23 |
| Вара иудейсем, хӑйсем те шӑпах ҫавӑн пек тума пуҫланӑскерсем, Мардохей ҫырса янине хапӑл тунӑ. |
| 24 |
| Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни, мӗнпур иудейсен тӑшманӗ — иудейсене пӗтерме шутласа, вӗсене хӑш кун вӗлерме-кӑклама тытӑнасси тӗлӗшпе пур — урӑхла каласан шӑпа — сиктернӗ, |
| 25 |
| анчах Эсфирь патша патне кайнӑ та, лешӗ вара хушу кӑларнӑ: ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ тӑнӑ Аманӑн усал шухӑшӗ хӑйӗн пуҫнех пулнӑ: Аманпа ывӑлӗсене юпаран ҫакса вӗлернӗ. |
| 26 |
| Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак кунсене Пурим теҫҫӗ, вӑл «пур» сӑмахран тухнӑ [ку «шӑпа» тенине пӗлтерет, вӗсен чӗлхинче шӑпа янине «пурим» теҫҫӗ]. Ҫавӑнпа та, ҫырура мӗн каланине шута илсе тата хӑйсем мӗн курнине, мӗн шухӑшланине шута илсе, |
| 27 |
| иудейсем хӑйсем валли, хӑйсен ачисем валли, вӗсем енне куҫнӑ мӗнпур ҫын валли ҫапла йышӑннӑ: ҫак икӗ куна, ҫырура кӑтартнӑ пек, кашни ҫул хӑй вӑхӑтӗнче уявлас; |
| 28 |
| ҫак кунсене асра тытас, вӗсене кашни ӑрура, кашни сыпӑкра, кашни ҫӗрте, кашни хулара уявлас; ҫак Пурим кунӗсем ӗмӗрлӗхех асра юлччӑр, вӗсене иудейсем ан пӑрахӑҫлаччӑр, ҫак уява вӗсен ачисем те манӑҫа ан кӑларччӑр. |
| 29 |
| Патша майри Эсфирь, Абихаил хӗрӗ, тата иудей ҫынни Мардохей тӗплӗ те хытарса ҫырса янӑ — ҫак ҫӗнӗ ҫырура Пурим ҫинчен ҫырнине ҫирӗп тытса пымалла; |
| 30 |
| тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх сунса Артаксеркс патшалӑхӗнчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре ҫырусем янӑ, вӗсене пӗтӗм иудей патне ҫитернӗ: |
| 31 |
| ҫав Пурим кунӗсене пурте яланах пӗр вӑхӑтра — иудей ҫынни Мардохей тата патша майри Эсфирь кӑтартнӑ вӑхӑтра — ҫирӗп тытса пыччӑр; тата иудейсем хӑйсем те ҫак уяв умӗн типӗ тытасси, хӳхлесси пирки хыпар янӑ. |
| 32 |
| Ҫапла вара, Эсфирь калани-хушни Пурим кунӗсене палӑртса ҫирӗплетнӗ, ҫакӑн ҫинчен кӗнекене ҫырса хӑварнӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/esther/009.mp3
10
9