|
| 1 |
|
| Ҫапла, ҫакна пурне те эпӗ хам куҫӑмпа курнӑ, хам хӑлхампа илтнӗ, ӑна хам валли асӑрханӑ. |
|
| 2 |
|
| Эсир пӗлнӗ чухлӗ эпӗ те пӗлетӗп; эпӗ сирӗнтен кая мар. |
|
| 3 |
|
| Анчах эпӗ Пурне те Тытса Тӑраканпа калаҫӑттӑм, Турӑпа тупӑшса пӑхӑттӑм. |
|
| 4 |
|
| Эсир манӑн сурана суяпа эмеллетӗр; эсир пурсӑр та уссӑр сиплевҫӗсем. |
|
| 5 |
|
| Ах, эсир шарламасӑр тӑрайсанччӗ! ҫакна сирӗн ӑсӑр вырӑнне хума пулатчӗ. |
|
| 6 |
|
| Эпӗ мӗн шухӑшланине итлӗр-ха, эпӗ хирӗҫлесе каланине тимлӗр-ха. |
|
| 7 |
|
| Сирӗн, Турӑ ячӗпе суеҫтерсе, Уншӑн тӗрӗсмарлӑх калама кирлехчӗ-ши? |
|
| 8 |
|
| Сирӗн Турӑ хутне кӗме, Ун майлӑ пулса тавлашма кирлехчӗ-ши? |
|
| 9 |
|
| Вӑл сире хӑвӑра сӑнас пулсассӑн лайӑх пулӗччӗ-и? Ӑна ҫынна улталанӑ пек улталӑттӑр-и? |
|
| 10 |
|
| Хӑвӑр икӗ питлӗ пулнине пытарсассӑн та, Вӑл сире, хытӑ айӑпласа, хаса парӗ. |
|
| 11 |
|
| Унӑн аслӑлӑхӗ сире хӑратмасть-им, эсир Унран шикленместӗр-им? |
|
| 12 |
|
| Сирӗн астутарса калаҫнӑ сӑмахӑр кӗл евӗрлӗ, тӗрекӗр те сирӗн — тӑм тӗрек. |
|
| 13 |
|
| Шӑпланӑр-ха, эпӗ калаҫам, кайран ӗнтӗ кирек мӗн пултӑр. |
|
| 14 |
|
| Мӗншӗн-ха хамӑн ӳтӗме хамӑн шӑлӑмпах тулас, мӗншӗн-ха чунӑма ал тупанӗ ҫинех кӑларса хурас? |
|
| 15 |
|
| Акӑ мана вӗлерет Вӑл, эпӗ ҫавах шанса тӑратӑп; Унӑн умӗнче хамӑн ҫулӑм-йӗрӗм тӗрӗс пулнине ҫеҫ кӑтартасчӗ! |
|
| 16 |
|
| Ҫакӑ мана тӳрре кӑларӗччӗ: икӗ питлӗ ҫын Турӑ умне тӑрас ҫук! |
|
| 17 |
|
| Манӑн сӑмахӑма, эпӗ ӑнлантарнине эсир тимлесе итлӗр. |
|
| 18 |
|
| Акӑ эпӗ сутлашма тытӑнтӑм: хам тӳрӗ пулнине пӗлетӗп. |
|
| 19 |
|
| Кам тавлашса ҫӗнтерейӗ мана? Кӗҫех шӑпланӑп ӗнтӗ, чунӑм тухӗ. |
|
| 20 |
|
| Икӗ япаларан ҫеҫ ҫӑлсамччӗ мана, вара Санӑн сӑнунтан пытанассӑм ҫук: |
|
| 21 |
|
| аллуна ман ҫийӗмрен илсемччӗ, Санӑн сехметӳ ан чӗтреттӗр мана. |
|
| 22 |
|
| Вара чӗн мана — эпӗ хуравлӑп е эпӗ калаҫам — Эсӗ мана хуравла. |
|
| 23 |
|
| Манӑн мӗн чухлӗ айӑп, мӗн чухлӗ ҫылӑх? хамӑн усал ӗҫӗмпе ҫылӑхӑма кӑтарт мана. |
|
| 24 |
|
| Мӗншӗн Хӑвӑн сӑнна манран пытаратӑн, мӗншӗн мана Хӑвӑн тӑшману вырӑнне хуратӑн? |
|
| 25 |
|
| Эсӗ татӑлса ӳкнӗ ҫулҫӑна хӑваламастӑн-и, типсе кайнӑ улӑм пӗрчине йӗрлеместӗн-и? |
|
| 26 |
|
| Эсӗ ман ҫинчен усал ҫыратӑн, ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхӑмсемшӗн айӑплатӑн, |
|
| 27 |
|
| манӑн урана каска тӑлӑпа тӑллатӑн та пӗтӗм сукмакӑма сыхласа тӑратӑн — мана ура йӗрӗ тӑрӑх хӑваласа ҫӳретӗн. |
|
| 28 |
|
| Лешӗ вара ҫӗрӗк пек, кӗве ҫинӗ тумтир пек саланса каять. |
|
|
: |
| 1 | | 2 | | 3 | | 4 | | 5 | | 6 | | 7 | | 8 | | 9 | | 10 | | 11 | | 12 | | 13 | | 14 | | 15 | | 16 | | 17 | | 18 | | 19 | | 20 | | 21 | | 22 | | 23 | | 24 | | 25 | | 26 | | 27 | | 28 | 1
1
1 |
|
|---|
|
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/013.mp3
42
13