БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Арӑмран ҫуралнӑ этемӗн кунҫулӗ кӗске, ӗмӗрне те вӑл хуйхӑ-суйхӑпах ирттерет: |
| 2 |
| чечек пек шӑтать те тӑкӑнсах пӗтет; ӗмӗлке пек иртсе каять, чарӑнса тӑмасть. |
| 3 |
| Эсӗ ҫавӑн ҫине те куҫ уҫса пӑхатӑн-и, Эсӗ манпа сут тӑвасшӑн-и? |
| 4 |
| Таса марринчен кам таса ҫуралтӑр? Пӗр никам та. |
| 5 |
| Унӑн кунӗ шутлӑ пулсассӑн, вӑл пурӑнас уйӑхсен хисепӗ Сан аллунта пулсассӑн, ун умне иртсе каяйми чикӗ лартрӑн пулсассӑн, |
| 6 |
| куҫӑнтан вӗҫерт ӑна: тара кӗрӗшнӗ ҫын пек, вӑл та хӑйӗн кунӗ вӗҫлениччен канса илтӗр. |
| 7 |
| Йывӑҫӑн шанчӑк пур: кассассӑн та каллех чӗрӗлет вӑл, унӑн хунавӗсем ӗрчеме чарӑнмаҫҫӗ: |
| 8 |
| тымарӗ ҫӗр айӗнче ватӑлнӑ пулин те, тункати тусанпа хытса ларнӑ пулин те, |
| 9 |
| вӑл нӳрре сиссенех хунав кӑларать, ҫӗнӗрен лартнӑ йывӑҫ пек туратланать. |
| 10 |
| Этем вара вилет те пӗтмеллипех пӗтет; каять те, ӗнтӗ ӑҫта вӑл? |
| 11 |
| Кӳлӗ шывсӑр тӑрса юлать, шывӗ чакнипе ҫырма та типсе ларать; |
| 12 |
| этем те — ҫавӑн пекех: выртӗ те — урӑх тӑмӗ те; хӑйӗн ыйхинчен вӑл тӳпе пӗтмесӗр те вӑранмӗ. |
| 13 |
| Ах, Эсӗ мана Хӑвӑн ҫиллӳ иртиччен ҫӗр тӗпӗнче пытарса тӑринччӗ, маншӑн картса хунӑ вӑхӑту иртсессӗн мана аса илинччӗ! |
| 14 |
| Пӗр вилсессӗн этем кайран тата пурӑнать-и? Палӑртса панӑ вӑхӑтӑм иртиччен кунсеренех хама улӑштарасса кӗтнӗ пулӑттӑм. |
| 15 |
| Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм, Эсӗ вара Хӑвӑн аллу пултарнӑскере кӑмӑл курӑттӑн: |
| 16 |
| халӗ Эсӗ манӑн утӑма шутласа тӑратӑн, ун чухне ҫылӑхӑмсене сыхлама пӑрахӑттӑн; |
| 17 |
| манӑн ҫылӑхсене хутаҫа чиксе ҫиеле пичет хунӑ пулӑттӑн, манӑн айӑпа Эсӗ ҫапла хупнӑ пулӑттӑн. |
| 18 |
| Анчах сӑрт-ту та тӳнсе арканать, ту хысакӗ те хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫать, |
| 19 |
| шыв чула ҫийӗнтерет; ейӳ ярса тӑпрана юхтарса каять: Эсӗ этем шанчӑкне ҫавӑн пек пӗтеретӗн. |
| 20 |
| Ӑна вӗҫне ҫитичченех хӗсӗрлетӗн те — ӗнтӗ каять вӑл; унӑн сӑн-сӑпатне улӑштаратӑн та ӑсататӑн ӑна. |
| 21 |
| Хисеплӗ-и унӑн ачи-пӑчи — вӑл пӗлмест, кӗҫӗне юлнӑ-и вӗсем — вӑл асӑрхамасть; |
| 22 |
| ӑна хӑйӗн ӳчӗ-тирӗ сурни ҫеҫ асаплантарать, чунӗ те хӑйӗншӗн ҫеҫ макӑрать. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/014.mp3
42
14