×

БИБЛИ 2009

Иов 16

1
Иов ҫапла хуравласа каланӑ:
2
кун пеккине эпӗ нумай илтнӗ; эсир пурсӑр та — мӗскӗн йӑпатмӑшсем!
3
Пушӑ сӑмахӑн вӗҫӗ-хӗрри пулать-ши? мӗн хӗтӗртрӗ сана ҫапла калаҫма?
4
Сирӗн чунӑр манӑн чунӑм вырӑнӗнче пулнӑ пулсассӑн, эпӗ те сирӗн пек калаҫнӑ пулӑттӑм; сире сӑмахпа хӑртӑттӑм, пуҫӑма сирӗн еннелле сулӑттӑм;
5
сире хамӑн сӑмахӑмпа тӗрек парӑттӑм, пуш пуплевӗмпе йӑпатӑттӑм.
6
Калаҫӑп-и — хурлӑхӑм пӗрех пусӑрӑнмасть; шарламӑп-и — мӗн ҫӑмӑллӑхӗ маншӑн?
7
Халӗ ӗнтӗ Вӑл мана пӗтӗмпех халран ӳкерчӗ. Эй Турӑ, Эсӗ манӑн пӗтӗм кил-йышӑма пӗтертӗн.
8
Мана хирӗҫ кӳнтелесе, пит-куҫӑма сӑнсӑрлатрӑн; халӑм пӗтни те хама хирӗҫ тӑрать, мана куҫранах ӳпкелет.
9
Унӑн ҫилли асаплантарать, мана хирӗҫ тӑрать, мана хирӗҫ шӑлне хӑйрать; тӑшманӑм ман ҫине шӑтарасла пӑхать.
10
Ман ҫинелле ҫӑварне карса пӑрахнӑ; вӑрҫса-хӑртса питрен ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ; пурте мана хирӗҫ каварлашнӑ.
11
Турӑ мана йӗркесӗр ҫын аллине пачӗ, ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине ӳкерчӗ.
12
Эпӗ лӑпкӑнах пурӑнаттӑм — Вӑл мана шалтӑрах ячӗ; ӗнсерен ярса тытрӗ те хӗнесе пӗтерчӗ, ӗнтӗ мана тӗллесех тӑрать.
13
Мана Унӑн тӗкӗрҫисем хупӑрласа илчӗҫ; Вӑл ӑшӑм-чиккӗме касса ҫурать, хӗрхенмест, ватӑма шӑтарса юхтарса кӑларчӗ,
14
ӳтӗме ҫӗмрен яра-яра шӑтарать, вӑрҫа тухнӑ ҫар ҫынни пек тапӑнать мана.
15
Ҫийӗме хуйхӑ тумӗ ҫӗлесе тӑхӑнтӑм, пуҫӑма тусан ӑшне чикрӗм.
16
Аллӑмпа усал ӗҫ тытман-туман ҫӗртенех, кӗлтӑван кӗллӗм те таса ҫӗртенех йӗре-йӗре питӗм хӗрелсе тӑртанчӗ, куҫ хупанки вилӗм ӗмӗлкипе хупланчӗ.
17
18
Эй ҫӗр! манӑн юнӑма ан хупла, эпӗ кӑшкӑрса йӗни манӑҫа ан тухтӑр.
19
Пурпӗрех тӳпере манӑн Кӳнтеленӗм пур, ҫӳлте манӑн Хӳтӗлевҫӗ пур!
20
Нумай калаҫма юратакан тусӑмсем! Манӑн куҫҫулӗм Турӑ умне тӑкӑнать.
21
Ах, этем ывӑлӗсем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пек, ҫын Турӑпа тупӑшмалла пулсанччӗ!
22
Ӗнтӗ кунҫулӑм пӗтсе килет, эпӗ каялла таврӑнайми ҫӗре каятӑп.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки