|
| 1 |
|
| Савхея ҫынни Вилдад ҫапла хуравласа каланӑ: |
|
| 2 |
|
| ҫапла калаҫма хӑҫан чарӑнӑр эсир? шухӑшласа пӑхӑр лайӑхрах, вара калаҫӑпӑр. |
|
| 3 |
|
| Мӗншӗн-ха пирӗн хамӑра выльӑх вырӑнне хурас, санӑн куҫу умӗнче мӑшкӑл курас? |
|
| 4 |
|
| Эй эсӗ, ҫиллӳпе хӑвӑн чунна тулаканскер! Эсӗ тесе ҫӗрӗн ҫаралса юлмалла-и, ту хысакӗн хӑй вырӑнӗнчен куҫса лармалла-и? |
|
| 5 |
|
| Ҫапла, йӗркерен тухнӑ ҫыннӑн ҫути сӳнсе ларӗ, унӑн вут-ҫулӑмӗнчен хӗлхем те юлмӗ. |
|
| 6 |
|
| Унӑн чатӑрӗ ҫутӑсӑр ларӗ, ҫутаткӑҫӗ те сӳнӗ, ҫутатмӗ. |
|
| 7 |
|
| Унӑн хӑвачӗ чакса пырӗ, хӑй тытнӑ шухӑшӗ ӑна хӑйнех ӳкерӗ: |
|
| 8 |
|
| ури серепене ҫакланӗ, вӑл танатапа ҫыхланса ҫӳрӗ. |
|
| 9 |
|
| Унӑн урине йӑлмак йӑлласа илӗ, ӑна вӑрӑ-хурах ярса тытӗ. |
|
| 10 |
|
| Вӑрттӑн ун валли ҫӗр ҫине сӑпӑ хунӑ, ҫӳрес ҫулӗ ҫине тапӑ лартнӑ. |
|
| 11 |
|
| Пур енчен те ӑна сехмет сехӗрлентерӗ, хӑранипе вӑл унталла та кунталла вӑйкӑнӗ. |
|
| 12 |
|
| Выҫӑпа вӑй-халӗ пӗтсе ҫитӗ, вилӗмӗ юнашарах, хатӗрех тӑрӗ. |
|
| 13 |
|
| Ӳтне-тирне ҫисе ярӗ, ӳтне-тирне вилӗмӗн малтанхи ывӑлӗ ҫисе ярӗ. |
|
| 14 |
|
| Шанчӑкне чатӑрӗнчен те хӑваласа ярӗҫ, ҫакӑ ӑна хӑрушлӑх патши патнех антарса ярӗ. |
|
| 15 |
|
| Чатӑрне урӑххисем йышӑнӗҫ: вӑл ӗнтӗ унӑн мар; кил-ҫуртне кӳкӗрт сапса тухӗҫ. |
|
| 16 |
|
| Аялта тымарӗ типсе ларӗ, ҫӳлте турачӗсем хӑрса кайӗҫ. |
|
| 17 |
|
| Ҫӗр ҫинчен унӑн ячӗ те ҫухалӗ, ӑна урам хушшинче те аса илмӗҫ. |
|
| 18 |
|
| Ӑна ҫут тӗнчерен сӗмлӗхе хӑваласа ярӗҫ, ӑна ҫӗр питӗнчен шӑлса тӑкӗҫ. |
|
| 19 |
|
| Ӗнтӗ халӑх хушшинче унӑн ывӑлӗ те, мӑнукӗ те пулмӗ, килӗ-ҫуртӗнче никам та юлмӗ. |
|
| 20 |
|
| Унӑн кунӗ ҫинчен анӑҫра илтӗҫ те — хӑраса ӳкӗҫ, тухӑҫра илтӗҫ те — сехӗрленсе кайӗҫ. |
|
| 21 |
|
| Ҫапла пулса юлать йӗркесӗр ҫыннӑн килӗ, Турра пӗлменнисен вырӑнӗ ҫапла пулса юлать. |
|
|
: |
| 1 | | 2 | | 3 | | 4 | | 5 | | 6 | | 7 | | 8 | | 9 | | 10 | | 11 | | 12 | | 13 | | 14 | | 15 | | 16 | | 17 | | 18 | | 19 | | 20 | | 21 | 1
1
1 |
|
|---|
|
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/018.mp3
42
18