|
| 1 |
|
| Пӗр кунхине Турӑ ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умне пухӑннӑ; вӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умне шуйттан та пырса тӑнӑ. |
|
| 2 |
|
| Ҫӳлхуҫа шуйттана: эсӗ ӑҫтан килтӗн? тенӗ. Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳрерӗм, пӗтӗм ҫӗре ҫӳресе ҫаврӑнтӑм, тенӗ. |
|
| 3 |
|
| Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и? Ун пек ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, халиччен те унӑн таса кӑмӑлӗ хавшаман, эсӗ вара, ун ҫинчен элеклесе, Мана пӗр айӑпсӑр ҫынна пӗтерме хӗтӗртрӗн, тенӗ. |
|
| 4 |
|
| Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: тиршӗн — тир хакӗ, пурӑнас кунҫулӗшӗн вара этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр; |
|
| 5 |
|
| Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн шӑмми-шаккине, ӳтне-тирне сӗртӗн-ха, вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и? тенӗ. |
|
| 6 |
|
| Ҫӳлхуҫа шуйттана каланӑ: акӑ ӑна санӑн аллуна паратӑп, анчах эсӗ унӑн чунне ан тив, тенӗ. |
|
| 7 |
|
| Шуйттан Ҫӳлхуҫа умӗнчен кайнӑ та Иова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех хаяр тилҫе сырса илмелле тунӑ. |
|
| 8 |
|
| Иов вара кӗсен-юханне хыра-хыра тӑкма чӳлмек катӑкӗ илнӗ те [ял тулашне] кӗл ҫине кайса ларнӑ. |
|
| 9 |
|
| Арӑмӗ ӑна каланӑ: мӗн эсӗ ҫаплах айӑпа кӗресрен сыхланатӑн! Турра хурла та вилсе вырт пӗрех хут, тенӗ. |
|
| 10 |
|
| Анчах арӑмне Иов ҫапла каланӑ: эсӗ пӗр-пӗр ӑссӑр ҫын пек калаҫатӑн. Турӑран ырӑлӑхне кӑна йышӑнӑпӑр-и эпир, усаллине йышӑнмӑпӑр-и? тенӗ. Ҫапла вара Иов чӗлхипе усал каласа ҫылӑха кӗмен. |
|
| 11 |
|
| Иов пуҫӗ ҫине йӑтӑнса аннӑ ҫак мӗнпур инкек ҫинчен унӑн виҫӗ тусӗ — Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар — илтнӗ те, кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрӗнчен тапранса тухса пӗрле пуҫтарӑннӑ; Иовпа пӗрле кулянса унӑн чунне лӑплантарас тесе ун патне кайнӑ. |
|
| 12 |
|
| Вӗсем пуҫ ҫӗклесе пӑхнӑ та ӑна аякранах курнӑ, анчах палласа илеймен; вара тӑвӑнса кӑшкӑрса янӑ та уласа йӗме тытӑннӑ; кашнийӗ ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ, тусан иле-иле ҫӳлелле, пуҫӗ ҫине, сапнӑ. |
|
| 13 |
|
| Иовпа пӗрле вӗсем ҫӗр ҫинче ҫичӗ кун та ҫичӗ каҫ ларнӑ; Иов ҫав тӗрлӗ асапланнине кура нихӑшӗ те ӑна пӗр сӑмах та чӗнмен. |
|
|
|
|