|
| 1 |
|
| Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ: |
|
| 2 |
|
| этем Турра усӑ кӳреет-и вара? Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хӑйне усӑ кӳрет. |
|
| 3 |
|
| Эсӗ тӳрӗ ҫын пулни Пурне те Тытса Тӑракана савӑнӑҫ кӳрет-и? санӑн ҫулусем айӑпсӑр пулни Ӑна усӑ парать-и? |
|
| 4 |
|
| Вӑл, санран хӑраса, санпа тупӑшма тытӑнӗ тетӗн-и, санпала сута тӑрӗ тетӗн-и? |
|
| 5 |
|
| Чӑнах, усаллӑху питӗ пысӑк иккен, ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫӳсен шучӗ те ҫук. |
|
| 6 |
|
| Паллах, эсӗ тӑванусенчен сӑлтавсӑрах саклат илнӗ, ҫынран юлашки тумтирне хывса илнӗ. |
|
| 7 |
|
| Ӑшӗ хыпнипе халран кайнӑ ҫынна шыв та паман, выҫӑхнӑ ҫыншӑн ҫӑкӑрна хӗрхеннӗ. |
|
| 8 |
|
| Ҫӗре вӑйлисем тытса тӑраҫҫӗ ҫав, унта мӑнаҫлисем пурӑнаҫҫӗ. |
|
| 9 |
|
| Тӑлӑх арӑмсене пушӑ алӑпа кӑларса янӑ, тӑлӑх-турата нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ. |
|
| 10 |
|
| Ҫавӑншӑн мӑйкӑча ҫакланнӑ та эсӗ, пӗр кӗтмен ҫӗртен сана сехмет ҫапса хуҫнӑ: |
|
| 11 |
|
| ҫак сӗмлӗхре эсӗ нимӗн те курмастӑн, сана шывсем хупласа хунӑ. |
|
| 12 |
|
| Турӑ тӳперен те ҫӳлерех мар-и? ҫӳлелле ҫӑлтӑрсем ҫине пӑх-ха — епле ҫӳлте вӗсем! |
|
| 13 |
|
| Эсӗ вара: «Турӑ мӗнех пӗлтӗр?» тетӗн, «сӗмлӗх витӗр Вӑл мӗнле сут тӑвайтӑр? |
|
| 14 |
|
| тӳпе тавра ҫаврӑннӑ чухне Ӑна ҫӑра пӗлӗтсем курма чӑрмантараҫҫӗ» тетӗн. |
|
| 15 |
|
| Саккуна уяман сӗм авалхи ҫынсен ҫулӗпе ҫӳрес тетӗн-им эсӗ? |
|
| 16 |
|
| Вӗсен никӗсне шыв хупласа илсессӗн, вӗсене вӑхӑтсӑр пӗтерсе тухнӑ. |
|
| 17 |
|
| Вӗсем Турра: «кай пирӗн патӑмӑртан!» тенӗ. «Пурне те Тытса Тӑракан пире мӗн тӑвайтӑр?» тенӗ. |
|
| 18 |
|
| Турӑ вара вӗсен килне-ҫуртне пурлӑх тултарнӑ! Усал ҫынсен канашӗ манран аякра тӑтӑр! |
|
| 19 |
|
| Тӳрӗ ҫынсем ҫавна курсассӑн хавасланаҫҫӗ, айӑпсӑр ҫын кулса тӑрать: |
|
| 20 |
|
| «пирӗн тӑшман пӗтрӗ, вӗсенчен мӗн юлнине вут-ҫулӑм ҫунтарса ячӗ» тет. |
|
| 21 |
|
| Эсӗ Турра ҫывӑх пул — вара канӑҫлӑ пулӑн; ҫавӑн урлӑ саншӑн ырӑлӑх ҫитӗ. |
|
| 22 |
|
| Вӑл пӗлтернӗ саккуна йышӑн, Унӑн сӑмахӗсене чӗрӳ варрине ил. |
|
| 23 |
|
| Пурне те Тытса Тӑракан еннелле ҫаврӑнсассӑн, пурӑнӑҫу каллех малалла кайӗ, усаллӑха чатӑру патӗнчен аяккалла сирсе ярӑн; |
|
| 24 |
|
| ылтӑн-кӗмӗлне тусан вырӑнне ҫеҫ хурӑн, Офир ылтӑнӗ саншӑн ҫырма чулӗ шутланӗ. |
|
| 25 |
|
| Пурне те Тытса Тӑраканӗ саншӑн санӑн ылтӑну, санӑн ҫутӑ кӗмӗлӳ пулӗ, |
|
| 26 |
|
| Пурне те Тытса Тӑраканӗ санӑн савӑнӑҫу пулӗ, пуҫна ҫӗклесе Турӑ еннелле пӑхӑн. |
|
| 27 |
|
| Ӑна кӗлтӑвӑн та — Вӑл сана илтӗ, ху сӑмах панине пурӑнӑҫа килтерӗн. |
|
| 28 |
|
| Мӗнле тума шутласа хурӑн, ҫавӑн пек пулса пырӗ, ҫӳрес ҫулу тӗлӗнче ҫутӑ ялкӑшса тӑрӗ. |
|
| 29 |
|
| Кам та кам хурлӑх айне пулсассӑн, эсӗ: «ҫӗклесем!» тейӗн те — Вӑл пуҫ уснӑ ҫынна ҫӗклесе тӑратӗ. |
|
| 30 |
|
| Айӑплӑ пулсассӑн та, ӑна хӑтарӗ, ӑна санӑн аллун тасалӑхӗ ҫӑлса хӑварӗ. |
|
|
: |
| 1 | | 2 | | 3 | | 4 | | 5 | | 6 | | 7 | | 8 | | 9 | | 10 | | 11 | | 12 | | 13 | | 14 | | 15 | | 16 | | 17 | | 18 | | 19 | | 20 | | 21 | | 22 | | 23 | | 24 | | 25 | | 26 | | 27 | | 28 | | 29 | | 30 | 1
1
1 |
|
|---|
|
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/job/022.mp3
42
22